Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Педагогсем конкурсра

Район шайӗнче «Çулталӑк вӗрентекенӗ», «Тутар чӗлхипе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ», «Педагогика дебючӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн конкурсӗн муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче иртнӗ мероприятире хӑйсен профессине тӳрӗ чунпа пурнăçлакан вуннăран ытла педагог хутшӑнчӗ.

Конкурс шайӗнче вӗсем уҫӑ уроксем, мастер-классем ирттерчӗҫ. Çакна та каласа хăварас пулать, сăнавсене педагогсенчен кашниех ăнăçлă пурнăçларӗ.

Пӗтӗмлетӳ пайӗнче вӗсене районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов саламларӗ.

— Вӗрентекенсен, воспитательсен профессийӗ яланах чи сумлӑ тата яваплисенчен пулчӗ. Сирӗн ӗҫӗрте тӳсӗмлӗх, тавçăрулăх тата ӑсталӑх кирлӗ. Конкурс ӑнӑҫлӑ иртнӗ ятпа саламлатӑп сире, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатӑп, — терӗ вӑл.

Конкурсăн пӗтӗмлетӗ-вӗсемпе «Тутар чӗлхипе литературин чи лайӑх вӗрентекенӗ» пулса Марс вӑтам шкулӗнче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Нурзиля Хусаинова (1-мӗш вырӑн), Анат Чакă вӑтам шкулӗнче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Зульфия Нуретдинова (2-мӗш вырӑн) тата Упи вӑтам шкулӗнче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Эльвира Гобайдуллова (3-мӗш вырăн) палăрчӗç.

«Педагогика дебючӗ» конкурсра 1-мӗш вырӑна Кивӗ Йӗлмел пуҫламӑш шкул-ача садӗнчи Дарья Ярзуткина, 2-мӗш вырӑна Хулаçырми вӑтам шкулӗнчи Надежда Мокшина, 3 вырӑна Анат Чакă вӑтам шкулӗнчи Нина Яковлева çӗнсе илчӗç.

«Раҫҫейри ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2024-2025» Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн муниципаллă тапхăрӗнче 1-мӗш вырӑна Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкул шкулӗнче вӗрентекен Гулина Валеева, 2 вырӑна Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗрентекен Альбина Мадюкова тата Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗнче вӗрентекен Гулюса Камалиева, 3 вырӑна Кивӗ Çӗпрел пуҫламӑш шкул-ача сачӗн вӗрентекенӗ Резида Ракипова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн вӗрентекенӗ Ольга Квасова тата Анат Чакă вăтам шкулӗнче вӗрентекен Людмила Мердюкова çӗнсе илчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев