Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

ПАТТĂРСЕНЕ – МЕДАЛЬ

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе юбилей ҫулӗ пулнă май, Ҫӗпрел районӗнчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене «1941-1945 ҫулсенчи  Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул» юбилей медалӗсене парасси малалла пырать.

Чи малтан вӗсене Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин ветеранӗсене параҫҫӗ, паянхи кун вӗсем – пиллӗкӗн.

Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Зиятдин Замалтдинович  Тимергалеева тата Анвер Шарибзянович Фахрутдинова  «1941-1945 ҫулсенчи  Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул» юбилей медалӗсене ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь  Шайхразиев тата район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров район Совечӗн ларăвӗнче парса чысларӗç.  Кӗҫнерникун та район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Мучелей ялӗнче пурӑнакан Гильман Мукатдесович Ибрагимов,  Çӗнӗ Кахăрлă ялӗнчи Фатых Залалтдинович Зялалетдинов, Упи ялӗнче пурăнакан Валентина Петровна Калачева патӗнче пулса, вӗсен сывлăхӗсем çинчен ыйтса пӗлчӗ, кашнинех  медаль пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев