Паттăрсен ячӗ вилӗмсӗр
Район çынни, Украина территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Иван Немасев Раҫҫей Президенчӗн В. В. Путинӑн Указӗпе Паттӑрлӑх Орденӗпе наградӑланнăччӗ
Ентешӗмӗр çак операци вӑхӑтӗнче вилнӗччӗ. Паттӑрлӑх орденне çар ҫыннин ашшӗ-амӑшне пачӗç.
Орден парасси Ӗç тăвакан комитетра пулчӗ. Мероприятие Ҫӗпрел тата Пӑва районӗсенчи ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин та килнӗччӗ.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Иван Немасев хӑйӗн присягине, Тӑван ҫӗршыва парӑннине, çӗршывра тăнăç пурнӑҫ хуҫалантӑр тесе хӑйӗн пурнӑҫне панине палӑртса иртрӗ.
— Паттӑрлӑх орденне кашнинех памаҫҫӗ. Ӑна илес тесен паттӑрлӑх кӑтартмалла. Пирӗн ентеш, кӗҫӗн сержант Иван Немасев, патшалӑхӑн пысăк наградине вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ пулчӗ. Вӑл Тӑван çӗршывшӑн пурнӑҫне шеллемерӗ. Иван Немасев ячӗ пирӗн асӑмăрта ӗмӗрлӗхех юлӗ, — терӗ Марат Гафаров патшалăх наградине ашшӗ-амӑшне панă вăхăтра.
Радик Тухфатуллин та геройăн ашшӗ-амӑшне тав турӗ.
— Эпир, арҫынсем — ҫар ҫыннисем, Тӑван ҫӗршывăмăра сыхлакансем, тӑвансемпе ҫывӑх ҫыннăмăрсене хӳтӗлекенсем. Иван Немасев хăйӗншӗн професси — разведка пайӗнче контрактник пулса служить тăвассине суйласа илнӗ. Кун пек подразделенисене чи лайӑххисене ҫеҫ илеҫҫӗ. Çар присягине парăнса юлнă, çакăн пек нимрен хӑраман ывăл пăхса ӳстернӗшӗн сире чун-чӗререн тав тăватăп, — терӗ çар комиссарӗ.
Справка
Иван Немасев — Хăрăнвар-Шӑхаль ялӗн каччи. Вӑл 1998 ҫулта ҫуралнӑ. 2017 ҫулта Çӗпрел районӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнчен вӗренсе тухать. 2019 ҫулта кӗске сроклӑ ҫар служби вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, малалла та Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес тесе — контрактпа пулма килӗшӳ тăвать. Украина территорийӗнче ятарлă çар операци пуçлансан, çавăнта каять, питӗ шел, пурнăçӗ татăлать. Ăна январӗн 25-мӗшӗнче, тăван ялӗнче юлашки çула ăсатрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев