Паспортлă пулчӗç
Районăн тăхăр çамрăкне паспортсем пачӗç
Ылтӑн тӗслӗ Раҫҫей гербне ӳкернӗ паспорта Раҫҫейри 14 ҫулти граждансене параҫҫӗ. Ку вӑл ҫурални ҫинчен çирӗплетекен кăна мар тата иккӗмӗш тӗп документ.
Черетлӗ çакăн пек пысӑк пулӑма Тутарстан Республикин ялавӗн кунӗ тӗлне йӗркеленӗччӗ. Ҫак кун районта пурӑнакан тăхăр ҫамрӑк паспорт илчӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗпе килнӗ çамрăксене район ертӳҫисем саламларӗҫ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов:
— Паспорт илни сирӗншӗн тата аҫӑр-аннӗрсемшӗн пысӑк мӑнаҫлӑх вăл, — терӗ Рустам Мухаметзянов.
Район прокурорӗ Олег Гайнетдинов тата Раҫҫей Шалти ӗçсен Ҫӗпрел районӗнчи полици пайӗн начальникӗ Ранис Латыпов паспорт илнӗ гражданин тӗлӗшпе палӑртнӑ тивӗҫсемпе паллаштарчӗç. «Паспорт илни — ҫын пурнӑҫӗнче пысӑк пулăм. Çӗршывӑмăрăн, Тутарстанăн, районӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулса ӳсӗр», — терӗç.
Мероприяти пынӑ май, Тутарстан Республикин ялавӗ, унăн историйӗ ҫинчен калаçрӗç. Вӗсем ҫак пулăм Тутарстан çыннисемшӗн пуриншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, пӗрлӗхе тата Тӑван çӗршывшӑн мăнаçлăха символланине палӑртрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев