Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Паспорт илчӗç

Раççей историйӗ датăсенче

2014 ҫулхи мартăн 16-мӗшӗнче пӗтӗмӗшле Крым референдумӗ иртнӗччӗ. Унта Крымпа Севастопольре пурӑнакансем хӑйсен малашлӑхне Раççейпе пӗрле çыхăнтарма шутласа, пӗлтерӗшлӗ решени йышăннăччӗ.

Мартăн 18-мӗшӗнче вара, Крым Республикине Раҫҫей Федерацийӗн составне йышӑнасси ҫинчен калакан договора алӑ пусрӗç.

Ҫак пулăма уявлас шайра Çӗпрелӗн çамрăкӗсене çул çитнине çирӗплетекен документ — паспорт пачӗç. Савăнăçлă мероприяти «Созидание» çамрӑксен клубӗнче иртрӗ.

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мероприятие хутшӑнакансене паллӑ пулăмпа саламларӗ.

— Паспорт илни — сирӗншӗн те, сирӗн аҫӑр-аннӗрсемшӗн те пысӑк мӑнаҫлӑх. Халӗ эсир, пирӗн ҫӗршывӑн праваллă гражданӗсем, хӑвӑр ӗҫӗрсемшӗн яваплӑха пӗтӗмпех хӑвӑр ҫине илетӗр. Пирӗн ҫӗршыв историне мухтӑр, унпа мăнаçланăр, унӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулӑр, — терӗ Марат Гафаров, ҫамрӑксене ырă сунăмӗсене парса.

Мероприятие Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрелӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Артем Абрамов тата прокурорăн пулăшаканӗ Дмитрий Зиновьев та хутшăнчӗç, вӗсем те ҫамрӑк граждансене ырӑ сунăмӗсене пӗлтерчӗç.

Елена Лаврентьева:

— Эпӗ хамӑн хӗрӗмӗн ҫакăн пек паха пулăмӗнчен пӑрӑнса юлма пултараймарӑм. Ырă-сывă пулччăр, тăван çӗршыва хăйсенчен пай кӗртчӗр, кашни ачана телейлӗ пуласлӑх сунатӑп.
Паспортсене памалли мероприяти патриотла юрӑсемпе çыхăнса пычӗ.

Малалла тăсса

Ҫав кун паспортсене Шланкари Раяз Идиятуллина, Хулаçырминчи Александра Изяна, Аслă Аксури Кристина Лаврентьевана, Алешкин-Саплăкри Ксения Мустаевана, Анат Чакăри Дмитрий Патшеева тата Артур Хакимова, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Данис Якупова пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев