Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Парти речӗсем туллиленеççӗ

«Единая Россия» Çӗпрел районӗн партин вырӑнти уйрӑмӗнче 1272 член шутланса тăрать

Декабрь уйăхӗ – «Единая Россия» партишӗн паллă уйӑх.  Кӑҫал ҫак уйӑхра вӑл 21 ҫуллăхне палӑртса ирттерет. 

«Ҫак вӑхӑт хушшинче парти ҫынсен интересӗсемшӗн тăрăшса пурӑнчӗ, чи кӑткӑс проблемӑсене татса пама пӗтӗм вӑйне хучӗ», – терӗ «Едина Россия» Пӗтӗм Раççейри политика партийӗн Тутарстан облаçӗнчи политика совечӗн членӗ, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, парти членӗсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра.

Партийӗн Çӗпрел районӗнчи вырӑнти уйрӑмӗнче 1272 парти членӗ пур. Вӗсем 22 пуçламăш уйрăмра пӗрлешнӗ. Вӗсен хушшинче арҫынсем – 40%, хӗрарӑмсем – 60%, аслӑ тата вӑтам ятарлӑ пӗлӳллисем – 51%, 30 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем  2,4% тӳрӗ килеççӗ.

Районти парти организацийӗ халӑхӑн мӗнпур сийне: ӗç çыннисене (30%), организацисен, предприятисен ӗҫченӗсене (53%) тата пенсионерсене (17%) пӗрлештерет. Вырӑнти уйрăмăн чи пысӑк резервӗ парти майлӑ ҫынсен юхӑмӗ пулса тăрать, вӗсенче 1450 ҫын шутланать.

Тӗлпулу вăхăтӗнче пилӗк  çынна «Единая Россия» партин билечӗсене памалли мероприяти  пулчӗ. Алексей Ярухин вӗсем халиччен «Единая Россия» парти майлӑ тӑракансен юхӑмӗнче пулнине, халӗ вара парти ретне кӗресшӗн пулнине палӑртрӗ. Вӗсем: Тамара Денисова – Хурăнвар-Шăхаль вӑтам шкул педагогӗ, Людмила Лукьянова – Звезда ял тӑрӑхӗн Ӗç тăвакан комитечӗн тӗп бухгалтерӗ, Наиля Ситдикова – Кӗçӗн Чăнлăри ача сачӗн техникӑлла ӗçченӗ, Дина Сулейманова –Кӗçӗн Чăнлăри ача сачӗн воспитателӗ тата Людмила Терентьева – Куршанкă-Шăхаль ял клубӗн заведующийӗ.

Билетсем панă вăхăтра , Алексей Ярухин ҫӗнӗ парти членӗсене общество ӗҫӗ-хӗлӗнче ăнăçусем сунчӗ.

Ҫавӑн пекех, Çӗпрел районӗнчи парти членӗсен ячӗпе «Александр Невский», «Владимир Красное Солнышко», «Петр I» кӗнекин 3 томне районти централизациленӗ библиотека фондне (заведующине Гульфия Яфизована) пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев