Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Парнисем килчӗç

Украинӑра, ятарлă операци вӑхӑтӗнче пуç хунă салтаксен ҫемйисене Паттӑрлӑх орденӗ пачӗç

Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче Донецк тата Луганск халӑх республикисен территорийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтак-ентешсен ҫемйисене Паттӑрлӑх орденӗсемпе чысламалли торжествăлла мероприяти пулчӗ.

Украинӑра ятарлă операци вăхăтӗнче вилнӗ районăмăр каччисене Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе патшалӑх наградине пама тӑратнӑ.

Аса илтеретпӗр, Ҫӗпрел районӗнчен Украинăри ятарлă çар операци вăхăтӗнче ҫичӗ каччă: Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчен Игорь Аръяхов, Кивӗ Çӗпрел ялӗнчен Михаил Чашкин, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Андрей Годунов, Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнчен Илья Денисов тата Олег Илпеев, Çӗнӗ Чакă ялӗнчен Денис Исаев, Куршанă-Шӑхаль ялӗнчен Иван Павлов пуç хучӗç.

Маларах каччăсенчен виççӗшне: Илья Денисовăн, Олег Ильбеевăн тата Денис Исаевăн çемйисене патшалӑх парнисене панӑччӗ.

Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑх тата хăюлăх кăтартнăшăн район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Пӑвапа Ҫӗпрел районӗнчи ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин тата пирӗн тӑватӑ салтакăн: Игорь Аръяховӑн, Андрей Годуновӑн, Иван Павловӑн тата Михаил Чашкинӑн ашшӗ-амăшӗсене, мăшăрӗсене Паттӑрлӑх орденӗсене пачӗç. Вӗсен хушшинчен Андрей Годунов, Паттӑрлӑх орденӗсӗр пуҫне, Çветтуй Георгий-Георги хӗресӗн 4-мӗш степеньлӗ паллине те тивӗçлӗ пулнӑ.

Район пуçлăхӗ çӗршывăн хăрушсăрлăхӗшӗн, халӑхăн тăнăçлăхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемен ентеш салтаксен паттӑрлӑхӗ нихăҫан та манӑҫас тухас çукки çинчен каларӗ. Патриот ывăлсем ӳстернӗ ашшӗ-амӑшӗсене тав турӗ. «Районăн паттăр каччисем пирӗн чӗресенче манăçми çутă сăнар пулса ӗмӗр упранӗç!»  – терӗ вăл.

Радик Тухфатуллин та, çаплах,  Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫне хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе пурнӑҫланӑ салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене хисепленине тата тав тунине пӗлтерчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев