Паянхи кун тӗлне волонтерсем 120 маскировка сетки çыхса хатӗрленӗ
Ырă чунлисем
Кӗркунне. Ăмăр çанталăк. Урамра иртенпе лӳшкесе ҫумӑр ҫӑвать. «Паян сеткӑ ҫыхма килеймеҫçӗ пуль», тенӗ вăхăтра, сунчăк йăтнă хӗрарăмсем курăна пуçларӗç. Пӗрин хыççăн тепри утаççӗ клуб енелле.
— Вӑрҫӑра тӑхлан ҫусан та пирӗн сыхӑлӑхшӑн тӑраҫҫӗ, — терӗ Ирина Краснова. — Кунта ҫумӑр ҫунипе каяс мар тетпӗр. Сунчӑк илсе каятӑп терӗм кӳрше.
— Çумăр çусан та, пăр çусан та килетпӗр. Пуçăннă ырӑ ӗҫе малалла тăсмаллах, — терӗ тепри.
— Килте алӑ усса лариччен, кунта ҫынпа пӗрле ӗҫлетӗн, — тет тата тепри хутшăнса.
— Кашни ирпе ӗҫе кайнӑ пекех утатпӑр. «Укҫа та тӳлеҫçӗ пуль?» — тесе ыйтакансем те пур, пӑшӑрханса калаҫрӗҫ.
— Укҫашӑн кӑна ҫыхмалла-ши? Тӗнче хӑрушсӑрлӑхра тӑнӑ чухне, пурин те пулӑшма май тупмалла та ҫав, — хутшӑнчӗҫ ушкӑнрисем.
Ҫапла тылрисем май килнӗ таран тӑрӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳреҫҫӗ. Чун -чӗре хистевӗпе, хăйсен ирӗкӗпе çӳреççӗ. Ыттисене те хăйсен патне килме чӗнеççӗ. Ушкăнпа ӗçлесен нумай ӗç пурнăçланать.
Хӳтлӗх сеткисем нумай салтакӑн пурнӑҫне ҫӑлнине, упраса хӑварнине хаҫатсенче ҫыраҫҫӗ, телевизорпа та час-часах кӑтартаҫҫӗ. Дронсенчен хӳтеленме пулӑшаҫҫӗ. Волонтерсем тӑнӑҫ пурнӑҫ таврӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. — Кашни ҫыхнӑ сеткӑран тӑван енри ӑшӑлӑха туйччӗр, — терӗç харăссăн хӗрарăмсем.
Ҫыхнӑ хушӑрах юррине те шӑрантарса илеҫҫӗ. Иртнине те аса илмелли пайтах.
— Ӗҫленӗ хушӑра вӑхӑт иртнине те, ыратнине те туймастӑн, — терӗ Ольга Сердцева.
Конвейер пек пӗр чарӑнми, кашни тӑваткал ӑшне лентӑна чиксе кӑларса ҫыхаҫҫӗ. Вӑхӑтпа хисеплешмесӗр тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗлле хурчӗсем пек ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Кунне пӗрер сӗткӑ ҫыхма ӗлкӗреҫҫӗ.
Ӑсталӑхӗ те, хăвăртлӑхӗ те пысӑк. Ара, иккӗмӗш ҫула кайрӗ ырă ӗç пуҫланни. Ҫак хушӑра 120 сетка ҫыхса хатӗрлӗнӗ, волонтерсем урлă парса янӑ.
Ял-йыш та укҫа енчен пысăк пулӑшу кӳрет. Пуçтарăннă укçине спандбонсем, сеткăсем туянма тӑкаклаҫҫӗ. Питӗ пысăк та, кирлӗ ӗҫ ҫӗнтерӗве хӑвӑртрах ҫывхартма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ҫак хатӗр маскировка сеткисем часах ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине кайса техникӑна, окопсене тата пирӗн боецсен позицийӗсене хӳтӗлеме усӑ курӗҫ. Шанатпӑр, ҫӗнтӗрӳ пирӗн енче пулӗ!
Хӗрарӑм-волонтерсем ыр камӑллӑх ӗҫӗнче хӑйсенчен пысӑк тӳпе кӗртеҫҫӗ. Пӗрле пулни тата вӑйлӑрах тӑвать.
«Ҫынна ырӑ тӑвакан — хӑй те ырӑ куракан!», текен ваттисен сӑмахӗпе килӗшмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев