Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ольга Калашникова Ҫӗпрел районӗнчи профсоюз активӗн ӗҫне пысӑк хак пачӗ

Ӗçлекенсен интересӗсемшӗн тăрăшса

Район администрацийӗнче Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи профсоюз активӗн канашлӑвӗ пулса иртрӗ. Унӑн ӗҫӗнче Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх учрежденийӗсен тата обществăлла пулӑшу кăтартакан ӗҫченсен Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен пӗрлӗхӗн Тутарстан Республикинчи организацийӗн пуçлăхӗ Ольга Калашникова хутшӑнчӗ. Канашлӑва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ертсе пычӗ. 

Кун йӗркинчи ыйту — профсоюз организацийӗсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен калакан РФ Патшалӑх учрежденийӗсен ӗçченӗсен профсоюзӗ республика комитечӗн Çӗпрел районӗнчи представителӗ Радик Багаутдинов сӑмах тухса каларӗ. Вӑл палăртса иртнӗ тăрăх, пирӗн тӑрӑхри пуçламăш профсоюз организацийӗсен ӗҫӗ ҫулсеренех çӗнӗ вăй илет. 

Ӗҫ сферинче социаллӑ партнерствӑна аталантарасси ҫинчен «Ӑшӑ ҫурт» приютран профсоюз организацийӗн ертӳçи Гульназ Ханбикова тухса калаçрӗ. Вӑл приютра профсоюз организацийӗ илсе пыракан ӗç-хӗл çинче чарăнса иртрӗ.

Ольга Калашникова районти профсоюз юхӑмне лайӑх хак пачӗ, унăн лидерӗсене тав турӗ, Тутарстанри профсоюз организацийӗн ӗҫ-хӗлӗпе тата малашлӑх планӗсемпе паллаштарчӗ.

— Муниципаллă пӗрлӗхпе профсоюз организацийӗсем килӗштерсе ӗҫлени ӗҫ вӑхӑтӗнче тухса тӑракан тӗрлӗ ыйтусене татса пама май парать. Профсоюзсем ӗҫченсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлес, ҫурт-йӗрпе, ӗҫ вырӑнӗсемпе, медицина пулӑшӑвӗпе, ача сачӗсенче вырӑнпа, санаторипе курорт сиплевӗпе тивӗҫтерес енӗпе активлă ӗç илсе пыраççӗ, — терӗ вӑл. Профсоюз сӗнекен мӗнпур майсемпе малашне те май килнӗ таран усӑ курма чӗнсе каларӗ.


Канашлу вӗҫленнӗ май профсоюз активисчӗсене ТР профсоюз комитечӗн Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ.

Справка


Паянхи кун районта пӗрремӗш профсоюз организацийӗсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ретӗнче 327 профсоюз членӗ шутланса тăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев