Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Нурулла Фазлаева аса илчӗç

Ҫӗпрел районӗнчи Геройсен Аллейинче Совет Союзӗн Геройӗ Нурулла Гарифуллович Фазлаев ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг пулчӗ.

Асӑну мероприятийӗнче район ертӳҫисем, ветерансен районти совечӗн представителӗсем, организацисемпе предприятисен коллективӗсем, шкулсенче вӗренекенсем, техникумăн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ентешӗсемпе-геройӗсемпе мăнаçланнине, геройсен астăвăмне ӗмӗрлӗхе сыхласа хăварас тӗллевпе вӗсен ятне шкулсене панине палӑртрӗ.

— Иртнисӗр пуласлӑх ҫук. Истори тепӗр хут çаврăнса килни тӗрӗслӗхе тӳрӗ килни çинчен те калас пулать.

Паян Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ геройсен паттӑрла ӗçӗсене пирӗн ентешсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче малалла илсе пыраççӗ. Ҫамрӑк ӑру та пирӗн ҫӗршывăн тăнăçлăхӗшӗн кӗрешет. Геройсене ӗмӗр-ӗмӗрех чыс та мухтав, — терӗ вӑл.

Мероприятире Нурулла Фазлаевӑн паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен ырӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ. Шкулта вӗренекенсен сӑмахӗсенче пирӗн ентешӗн пурнӑҫ ҫулӗ тата паттӑрла ӗҫӗсем палӑрчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев