Нумай ҫул иртсен те...
Манӑҫмӗç çав кунсем: Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа – 35 ҫул
1979-1989 ҫулсенче Афганистан территорийӗнче ҫапӑҫусем пынă вăхăтра 15 пин ытла совет ҫарӗн салтакӗн пурнăçӗ татăлчӗ. Ҫӗпрел районӗнчен те 217 каччă афган вӑрҫине хутшӑнчӗ, вӗсенчен вуннӑшӗ цинкран тунӑ тупӑксенче тӑван ене таврӑнчӗ.
Ҫак пулăмсем хыҫҫӑн, вăтăр ҫул ытла вăхăт иртнӗ пулин те, нумайӑшӗн «Афган» сӑмаха илтсен халӗ те куҫӗсем шывланаççӗ.
Февралӗн 15-мӗшӗ – афганец-ветерансен уявӗ, Афганистанра тата ытти ҫӗршывсенче хӗҫ-пӑшаллӑ конфликтсенче хутшӑннӑ тата таврăнайман Раҫҫейӗн салтакӗсене аса илмелли кун та. Çак куна 2011 ҫулта вăя кӗртнӗ.
Ҫавна май районта ҫулсерен асаилӳ мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Кӑҫалхине вара çар юхăмӗн ветеранӗсем ялсем урлӑ автокросс иртнипе палăртрӗç. Ун хыççăн мероприяти çар юхăмӗн ветеранӗсен палăкӗ умне чечексем хунипе малалла тăсăлчӗ. Районти Культура çуртӗнче уяв концерчӗ иртрӗ.
Афган, Чечня вӑрҫин ветеранӗсемпе пӗрле унта паян кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑннӑ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, районăн ертӳçисем, вилнӗ каччăсен ашшӗ-амӑшӗсем, ӗҫ коллективӗсем, вӗренекенсем, техникумăн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров:
– Эпир вунă çула яхăн пынă Афган, Чечня вӑрҫинче, ытти хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӳсенче хутшăннă тата паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫӗршывăн тăнăçлăхӗн, хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче тӑракан каччăсене паттăрлăхӗсемшӗн, хăюл-лăхӗсемшӗн тав тăватпăр, чӑн-чӑн геройсеем пӑхса ӳстернӗ амӑшӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр. Тӑван енӗсене сывă таврӑнма пултарайманнисен ячӗсем пирӗн чӗресенче ӗмӗр упранӗç. Районӑн паттӑр ывӑлӗсем пирӗншӗн, пулас ӑрусемшӗн патриотизм, çар присягине пӑхӑнса тӑнин тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ, – терӗ вӑл.
Районти çар юхăмӗн ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Виктор Петухов та мероприятире тӗрлӗ вӑрҫӑ конфликчӗсене йӗркене кӗртнӗ тапхӑра тӳрӗ килнӗ совет салтакӗсем хӑйсен умне лартнӑ задачӑсене паттӑррăн, чыслăн пурнӑҫлани ҫинчен калаçрӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче ветерансене Ҫӗпрел районне йӗркеленӗренпе 90 ҫул, Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнӗ ятпа медальсем, Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫланӑ чухне пуç хунă паттăрсен ашшӗ-амӑшӗсене парнесем пачӗç.
Уяв концерчӗ патриотизм туйăмӗпе тухса калаçнисемпе çыхăнса пычӗ, унта çар юхăмӗн ветеранӗсем, вӗсен ҫемйисем те хутшăнчӗç.
Справка
10 ҫул хушши пынă Афганистан вăрçинче Совет Ҫарӗн 15 пин те 051 салтакӗн пурнăçӗ татăлчӗ, 53 753 салтакӗ аманчӗ, 417шӗ хыпарсӑр ҫухалчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев