Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Нумай ачаллӑ ҫемьесем — чи телейлисем

Клементьевсен ҫемйи Республикӑри «Нечкэбил» конкурсра Ҫӗпрел районӗ чысне хӳтӗлерӗ

Сентябрӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура керменӗнче çемье тата аннелӗх илемӗн «Нечкэбил» конкурсӗ иртрӗ. «Нечкэбил» — Тутарстан Республикин территорийӗнче пурӑнакан тата ача-пӑчаллӑ ҫемьесемшӗн уҫӑ конкурс. Унта хутшӑнса ҫемье культурине, хаклӑхне, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, патриотизм тата ачасене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспитанине панине кӑтартма, культура тата наци йӑли-йӗркисем, професси мăнаçлăхне тата ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа пама май пур.

Кӑҫалхи конкурсра Çӗпрел чысне Алешкин-Саплăк ялӗнче пурăнакан Клементьевсен ҫемйи хӳтӗлерӗ. Клементьевсем ултӑ ача пӑхса ӳстереҫҫӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ Алексей — «Прогресс» обществӑра вӑй хурать. Наталия вара — творчество ҫынни. Ялти Культура çурртне ертсе пынисӗр пуҫне, вӑл район хаҫачӗн активлӑ корреспонденчӗ те, сӑвӑсем, статьясем ҫырать. Вăл, çаплах, Ҫӗпрел районӗнчи тавра пӗлӳҫӗсен союзӗн ертӳçи те.

Конкурс условийӗпе, çемьесен ăруран-ăрăва куçса пыракан «Çемье праçникне» тата наци апатне кăтартмаллаччӗ. Клементьевсем «Ачана ят пани» йăлана суйласа илнӗ. Вӗсене йăлана ирттерме конкурсра районти «Çӗпрел» ушкăн та пулăшрӗ. Конкурсра та вӗсем хӑйсен туслӑ ҫемьин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫрӗç, хӑйсен йӑхӗ-ăрăвӗ ҫинчен презентаци сӗнчӗç. Йӑласемпе традицисене упрасси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине, обществӑра хӗрарӑм-амӑшӗн ролӗ ҫинчен каласа пачӗç.
Конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе Клементьевсем «Халӑх йăли-йӗрки» номинацире çӗнтерсе, диплом илме тивӗçлӗ пулчӗç. Кунсӑр пуҫне Наталия Николаевна «Жизнь замечательной семьи» сочиненисен конкурсӗнче те мала тухса, Диплом илме тивӗçлӗ пулчӗ. 

Наталия Клементьева:

— Ҫемье — кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи кирли. Ҫын ҫемьере телейлӗ пулсан, вӑл — питӗ телейлӗ. Ҫемьере телейсӗр пулсан, вӑл ниҫта та телейлӗ пулаймӗ. Ахальтен мар: «Çирӗп ҫемье — вăйлă патшалӑх никӗсӗ», теççӗ. Эпӗ — ултӑ ачан амӑшӗ. Темшӗн нумай ачаллӑ ҫемьере савӑнӑҫ та, кулӑ та ҫук пек туйӑнать. Чӑннипе илсен, ун пек мар. Ачасем тунсӑхлама памаççӗ, хӑйсен энергийӗпе пӗр-пӗрне, пире те — ашшӗпе амăшне хавхалантараççӗ.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ нихҫан та нумай ачаллӑ анне пуласси ҫинчен шухӑшламан. Çакна ҫеҫ калама пултаратӑп — эпӗ яланах анне пуласшӑн пулнӑ.
Кашни ача — маншӑн тӗлӗнтермӗш пулчӗ, уйрӑмах, хӗрӗм — Мария ҫурални. Тӑватӑ ывӑл ҫуралнӑ хыççăн, нумайранпа кӗтнӗ сенкер куҫлӑ хӗр пӗрчи çут тӗнчене килчӗ. Хӗрӗм хыҫҫӑн тата тепӗр ывӑл — ӑслӑ та шухă Давид ҫуралчӗ. 

Хальхи вӑхӑтра эпир мăшăрăмпа тӑватӑ ача пӑхса ӳстеретпӗр. Иккӗшӗ ӳснӗ, кашниех хӑйӗн ӗҫне тӑвать, хуласенче ӗҫлеççӗ. Пирӗн килте тата тӑватӑ ача: Николай, Кирилл, Мария тата Давид. 
Эпӗ хамӑн ҫемьене юрататӑп. Эпӗ вӗсемпе пӗрле ирттернӗ кашни саманта хаклатӑп. Ачасем нумай, чӑрмавӗ те нумай... Эпӗ нумай ачаллӑ анне пулнишӗн савӑнатӑп. Пурнӑҫра нумай курма тиврӗ. Кулянмастăп. Ултӑ, пурте сывлӑхлӑ ача пулни — хăй тӗлӗнмелле япала. Çакă — Турӑ пиллӗхӗ.
Эпӗ — питӗ телейлӗ хӗрарӑм. Хамӑн телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ — мăшăрăма, ачасене юратнинче, хамӑн ӗҫе кăмăлланинче, тейӗттӗм. Пурте ансат: эсӗ пурнӑҫа, ҫынсене юрататӑн, пурӑнатӑн, ӗҫлетӗн, хӑв хыҫҫӑн лайӑх та ырӑ ӗҫсем хӑваратӑн пулсан, кашни çынах телейлӗ пулать. «Нечкэбил» конкурса хутшӑнни те пирӗншӗн пысӑк чыс тата телей пулчӗ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем чи телейлӗ пулнине эпир хамӑрăн тӗслӗхпех кӑтартса пама пултартӑмӑр пулӗ, тесе шутлатăп. 

Справка

«Нечкэбил» конкурс — 
халӑх тата ҫемье йӑлисене хисеплекен Тутарстан Республикинчи телейлӗ ҫемьесен чӑн-чӑн историйӗ. 
Конкурса 2004 ҫултан пуҫласа, Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе «Ҫирӗп ҫемье» ятлă федерацин парти проекчӗн шайӗнче ирттереҫҫӗ.
Конкурсӑн финал пайӗ ноябрӗн 26-мӗшӗнче — Анне кунӗнче иртӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев