«Ҫӗнтерӳ поезчӗ» килсе çитрӗ
Ретропоезд Нижний Новгородран старт илсе, çула тухнăччӗ
Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитес умӗн, Горький чугун ҫулӗ маршручӗпе «Пăрăнтăк» станцине «Çӗнтерӳ поезчӗ» ячӗллӗ мемориал составӗ килсе ҫитрӗ.
Ретропоезда район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, Горький чугун ҫул пуçлăхӗн çумӗсем Сергей Шагалов тата Александр Черемнов, ҫавӑн пекех, ветерансем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, организацисен ӗçченӗсем, юнармейцсем, «Малтисен юхӑмӗн» активисчӗсем тата вырӑнти ҫынсем кӗтсе илчӗҫ.
Мероприяти Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, хӑйӗн пурнӑҫне чугун ҫул ҫинчи ӗçе халалланӑ Зиятдин Арсланова асăнса, «Пăрăнтăк» станцийӗн стени ҫинчи астăвăм хӑми умне чечексем хурассинчен пуҫланчӗ.
Вăл Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче ҫуралнӑ. Свердловскри пӑравус деповӗнче слесарь пулса ӗҫлет. Ленинград тата 2-мӗш Белорусси фрончӗсенче çапăçать. Ленинград блокадине татнă çӗрте, Белоруссие, Эстоние, Польшӑна ирӗке кӑларассишӗн пыракан ҫапӑҫусенче хутшăнать. Тăван çӗршывăн вӑрҫин орденӗсемпе, Мухтав орденӗсемпе, медальсемпе наградӑланнӑ. Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗ унăн ятне çӳретет, унтах мемориаль плитине вырнаçтарнă, ун ятне Пӑва хулинчи урама та панӑ, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗн Зиатдин Арслановăн бюстне Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Геройсен Аллейине вырнаçтарнă.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче чугун ҫул магистралӗсенче ӗҫленӗ Совет Союзӗн Геройӗсене чысласа «Вилӗмсӗр полк» иртрӗ, Астăвăм Аллейине никӗс хыврӗç — ҫӗнтерӳҫӗсене ӗмӗрех-ӗмӗрех тав тунин символӗ пулнă май, чăрăш хунавӗсем лартрӗç, ҫавӑн пекех, пулас ăрусем валли çырнă «Вӑхӑт капсулне» чавса чикрӗç.
Çак капсулăна 2045 çулта, Ҫӗнтерӗвӗн 100 ҫулхи юбилейӗнче уҫӗҫ.
Горький чугун ҫул начальникӗн çумӗ Сергей Шагалов:
— Вӑрҫӑ ҫулӗсенче чугун ҫул магистралӗсем тӑрӑх 440 пин эшелон иртнӗ. 4 ҫул хушшинче 117 пин ҫухрӑм чугун ҫул, 13 пин пӗчӗк, 3000 пысӑк кӗпер тунӑ. «Çӗнтерӳ поезчӗ» вăл — ӑрусен хушшинчи ҫыхӑну.
Ветерансемшӗн ку вӗсен паттӑрлӑхне манманнине, ҫамрӑксемшӗн — ҫӗнтерӗве мӗнле хакпа ҫӗнсе илнине ӑнланса илме май пуррине пӗлтерет...
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Горький чугун ҫул ертӳçисене «Пăрăнтăк» станцине «Çӗнтерӳ поезчӗн» маршрутне кӗртнӗшӗн тав турӗ:
— Совет халӑхӗн паттӑрлӑхне асра тытасси — пирӗн таса тивӗҫӗмӗр. Ҫак территорире 1942 ҫулта 6 уйӑх хушшинче Атӑл рокадине — Сталинграда тылпа ҫыхӑнтаракан 978 километрлӑ лини туса хунă. Кунта пурӑнакан чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен ăрăвне малалла тăсакансем ҫак ӗҫсем ҫинчен хӑйсен ашшӗ-аслашшӗсенчен пӗлеççӗ.
Паян та Пăрăнтăк станцийӗнче ӗҫлекенсем чугун ҫула эксплуатацилессине тивӗҫтереҫҫӗ, поездсене ҫӳреме хӑрушсӑр условисем йӗркелеҫҫӗ. Пирӗн тивӗç — историлле астăвăма палăртасси, сыхласси, пулас ӑрусене парса хăварасси, халӑха паттӑрлӑхӗшӗн тав тӑвасси.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Атӑл çи рокади тăрăх 4 пин эшелон, 220 пин вагон иртнӗ. Чугун ҫулӗ тӑрӑх фронта техника, боеприпассем, медикаментсем, салтаксене ăсатнă, халӑха эвакуациленӗ, заводсемпе фабрикӑсене куçарнă тата ытти те. Строительство вӑхӑтӗнче 350 пин ытла шпалпа, 19 пин тоннăран ытларах рельсăпа усӑ курнă.
Чугун ҫул строительствинче 90 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Кунӗн-çӗрӗн, ҫанталӑк мӗнле пулнине пӑхмасӑр, ҫынсем «Ҫӗнтерӳшӗн!» девизпа ӗçленӗ. Ҫак ӗçре ӗҫлекенсене 800 грамм ҫӑкӑр панӑ. Ӗçлекенсем палаткӑсенче, бараксенче, землянкӑсенче пурӑннă.
«Çӗнтерӳ поезчӗ» мемориал составӗ Пăрăнтăк станцийӗнче пӗр сехетлӗхе чарӑнса тӑчӗ. Ҫак вӑхӑтра ҫынсене çар техникипе, вагонсенче тунӑ вăрçă çулӗсен экспозицийӗпе паллашма май пулчӗ. Куракансем, çаплах, духовой оркестр пурнăçлакан юрăсене итлерӗç, кăмăлӗ пуррисем хир кухнинче пӗçернӗ салтак пӑттине тутанса пӑхма пултарчӗç.
Справка
«Çӗнтерӳ поезчӗ» ячӗллӗ мемориал составӗ апрелӗн 23-мӗшӗнче Нижний Нолвгород хулинчен тухнӑ. Маршрутра пурӗ 45 станци шутланать, ҫав шутра Тутарстанра — улттӑ. Акцие 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлас шайра ирттереҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев