Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫӗнтерӳ кунӗ — пӗтӗм халӑх, нумай çӗршывсен уявӗ

80 çул: çак кунăн пулăмӗсем аса илӳсенче çӗнӗрен янăрарӗç...

Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче Вăрçă тата Ӗҫ Мухтавӗн Монуменчӗ патӗнче нумай мероприяти пулчӗ.

Район çыннисен паттӑрлӑхне хисеплеме район ертӳҫисем, ӗҫ ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, ҫар юхăмӗсенче, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, юнармеецсем, «Малтисен юхăмӗн» активисчӗсем, совет халӑхӗн ҫутӑ астăвăмне хаклакансем пурте килчӗҫ.

Шел пулин те, Ҫӗпрел районӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсенчен сыввисем юлман ӗнтӗ. Вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен шучӗ те ҫулсерен чакса пырать. Паян районта 97 тыл ӗҫченӗ пурӑнать.
14 пин ҫын Ҫӗпрелӗнчен фронта каять, ҫурринчен ытларахăшне килӗсене таврăнма пӳрмест... Геройсен ячӗпе Ӗмӗр сӳнми вут умне веноксемпе чечексем хучӗç.

Тав сӑмахӗсемпе Çӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тухса калаçрӗ. Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе Федерацин агентствин регионсен хушшинчи территори управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн уяв ячӗпе саламланине пӗлтерчӗ.

— Паян эпир хамӑр ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пурнӑҫне панӑ асаттесен, аттесен паттӑрлӑхне хисеплесе чыслатпăр. Вӗсем чи хăрушă, хаяр вӑрҫа ҫӗнтерчӗç, ҫутӑ пуласлӑх парнелерӗç. Ҫав ҫулсенче вӑрҫӑ, никама хӗрхенмесӗр, кашни киле килсе кӗчӗ. Çӗнтерӗве мӗнле хакпа çӗнсе илнине эпир нихăҫан та манмӑпӑр. Паян асаттесен, аттесен паттӑрлӑхне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем малалла тӑсаҫҫӗ. Эпир вӗсемпе мăнаçланатпӑр, вӗсем хӑвӑртрах ҫӗнтерӳпе таврӑнччӑр, тетпӗр. Ҫӗнтерӳ кунӗ — савӑнӑҫлӑ куҫҫульпе тулнӑ уяв. Пирӗн тивӗç — историйӗмӗре ӑруран ӑрӑва парса пырасси, — терӗ Марат Гафаров.

Митингра хутшӑнакансем ҫапӑҫу хирӗсенче пуç хунисене, концлагерьсенче асапланнисене, пӗр хыпарсӑр ҫухалнисене пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç.
Митинг хыҫҫӑн вӑрҫӑн тӗп саманчӗсене — 1941 ҫулхи трагедилле июнь уйӑхӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи майӑн триумфальнӑй уйăхӗччен пулнă хăрушă çулсене çутатнă театрализациленӗ представлени кӑтартса пачӗç. Ҫак пулӑмсем каллех пирӗн асаттесен, аттесен ҫирӗплӗхне, тыл ӗҫченӗсен вăйне, паттӑрлӑхне тата тепӗр хут аса илтерчӗҫ.

Унтан тӗп урам тӑрӑх Ҫӗнтерӳ парачӗ чаплӑ маршпа иртрӗ. «Вилӗмсӗр полк» астăвăм стени çинче ҫак кун кашниех хӑйӗн ҫемйин геройӗсене курма пултарчӗ.

Уяв мероприятийӗсем «Чупрале паркӗнче вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрăсемпе тата хир кухнипе малалла тӑсӑлчӗç.
Уяв мероприятине Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Физюза Махмутова ашшӗн сӑн ӳкерчӗкне илсе килнӗччӗ. Унӑн ашшӗ 18 ҫулта фронта кайнӑ, 1945 ҫулта таврӑннӑ.

— Пирӗн манма юрамасть. Аттесем паянхи пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ, — тет вӑл.

Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Михаил Степанов та 1941 ҫулхи ҫулла мобилизациленнӗ, 1942 ҫулта пуçне хунă, тӑванла масар çинче пытарнă ашшӗ Василий Семенов ҫинченхи астăвăм кӗнекине илсе килнӗччӗ.

— Ку маншӑн питӗ хаклă кӗнеке. Унта аттен сăн ӳкерчӗкӗ, паттӑрлăхӗ ӗҫӗ ҫинчен ҫырнӑ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ — пӗтӗм халӑх уявӗ. Пирӗн тивӗçӗмӗр — иртнипе пуласлӑх хушшинчи ҫыхăнăва малалла та ҫирӗплетсе пырасси.

Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне палăртса ирттермелли каç мӗн тӗттӗмчченех пычӗ. «Çав çулсен астăвăмӗ» тесе ят панă каçра вăрçă çулӗсенчи юрăсене итлеме, ташшисене курма май пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев