Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» ҫырчӗҫ

Акци кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртрӗ. Мероприятие «Единая Россия» партийӗн «Истори астăвăмӗ» проектăн шайӗнче йӗркеленӗ.

Ҫӗпрел районӗнче «Çӗнтерӳ диктанчӗ» пур вӗренӳ учрежденийӗсенче те ҫырчӗç. Акцие дистанцилле майпа хутшӑнса, Çӗнтерӳ.рф сайтӗнче те иртме май пулчӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ҫавӑн пекех Ӗç тăвакан ертӳçӗн ӗçне вăхăтлăха пурнăçлакан Айрат Залалов, çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов, ял  тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче тунӑ площадкăра диктант ҫырчӗҫ. Унта икӗ площадка йӗркеленӗччӗ, иккӗмӗшӗнче «Çӗнтерӳ диктантне» 10-мӗш класра вӗренекенсем ҫырчӗç.

Акцие хутшӑнакансене волонтерсем Георгиевски лентӑсемпе кӗтсе илчӗç. Шкул фойинче вӑрҫӑ темипе музыка янӑрарӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров акци пӗлтерӗшне палӑртрӗ. «Паян историлле чӑнлӑха, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулăмӗсене, кашни ҫемьере пулнӑ геройсене асра тытни тата вӗсене  хисепленине ҫӗнӗ ӑрусене парасси питӗ кирлӗ. Пирӗн хамӑрӑн историе манмалла мар, пирӗн ӑна пӗлмелле. Иртнисӗр пуласлӑх ҫук», – терӗ вăл.

Историпе обществознани пӗлӗвне  вӗрентекен Айгуль Вахитова диктант çыракансене бланксене тултармалли йӗркене ӑнлантарса пачӗ.

Хутшăнакансен 45 минут хушшинче ҫарпа истори темипе заданисем пурнӑҫламаллаччӗ. Кӑҫал диктанта Нюрнберг процесӗ пирки ыйтусем кӗнӗччӗ. Тӗп темӑсем – Хӗрлӗ Ҫар Сталинградпа Курск ҫапӑҫӑвӗсенче ҫӗнтерни, Донбаса нимӗҫ фашисчӗсен оккупацийӗнчен хӑтарни тата Ленинград блокадине татни.

Пур ыйтусене те тӗрӗс хуравланӑ вӗренсе тухакансене «Çӗнтерӳ диктанчӗ» аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗнӗ чухне пулăшу парӗ. Диктанта пӗр йӑнӑшсӑр ҫырнисем, сăнавсене ӑнӑҫлӑ иртнисем Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма право илеҫҫӗ. Вӑл майӑн 9-мӗшӗнче Хӗрлӗ площадьре иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев