Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Низамов А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ пӗрчӗллисене вырса пухассине вӗçлерӗ.

Тыр çи вӗҫленсе пырать

Эпир хресчен-фермер хуҫалӑхне килнӗ чухне комбайнерсем Динар Низамов (пулăшаканӗ Данис Низамов), Марат Низамов (пулăшаканӗ Ранис Гайниев) ертсе пыракан «Полесье» комбайнӗсем 80 гектар лаптӑка йышӑнакан ҫурхи тулӑ пуссинче юлашки гектарсене çапатчӗç. Ҫурхи тулӑ культури хуҫалӑхра 680 гектара йышăннă пулнă, урпа – 520, кӗрхи ыраш культури 80 гектар лаптăк çинче акăннă. Хуçалăхра пӗрчӗллисен кашни гектарӗнчен тухнă тухӑҫ вӑтамран 16,3 центнера тӳрӗ килет. Ҫурхи туллӑн кашни гектарӗ  14 центнер тухăç панă, урпа культурин кашни гектарӗнчен тухнă тухăç – 20 центнер.

– Кӑҫал çулла шӑрӑх пулни, тырăсем ӳснӗ вăхăтра ҫумӑрсем çуманни, паллах, тухӑҫа та çирӗп витӗм кӳчӗҫ. иртнӗ çулпа танлаштарсан, кăçал тырă калăпăшӗ сахалрах пулчӗ. Ҫак кунсенче кӗрхи акана пуçăнма планлатпăр,  çумăра кӗтетпӗр, хальлӗхе тăпрара кӗрхи акана ӑнӑҫлӑ ирттерессишӗн кирлӗ чухлӗ нӳр çук, – тет хуҫалӑх ертӳҫин çумӗ Дамир Низамов, пăшăрханса.

Комбайнсем çапнă тырра йӗтем çине «КамАЗ»  автомобильсемпе шоферсем Мансур Яруллинпа Ильдам Хисамутдинов турттарса тăнă. Тырра çапса илсенех улăма рулонсем туса, апат утарне те ăсатнă. Ильгизар Хисматуллин тата Джамиль Хисамов «Кировец» тракторӗсемпе ҫӗрсене сухаласа,  ӗҫе вӗҫлесе те пыраççӗ.

Реклама

Паянхи кун хуҫалӑхра 600 гектар лаптăкран ытла ҫӗрсем сухаланнӑ, 300 гектарти лаптăка кӗрхи ака ирттерессишӗн пӗтӗмпех ӗçе кӗртнӗ.

Хуçалăхра юлашки культурӑсенчен 100 гектар лаптăка йышăнакан хӗвелçаврăнăша тата 70 гектар лаптӑк çинчи сахăр чӗкӗнтӗрне кăна пуçтарса илесси юлнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев