Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ӗнесем паспорт «илчӗҫ»

Районта, чи малтан, Усмановсен хуҫалӑхӗнчи выльӑх-чӗрлӗхе чипировать турӗç

Çӗнӗ ҫултан пуçласа выльăх-чӗрлӗхсене идентификацилемелли электронлӑ системăна хута ячӗç. Урӑхла каласан, Тутарстанра,  ҫав шутра пирӗн районта та, мӑйракаллӑ шултра выльӑхсене чипировать тума тытӑнчӗç.

Уйрăм хуçалăхсенчи ӗнесемпе пӑрусене те чипсем ҫирӗплетме тивӗçлӗ пулаççӗ. Анчах çакна та пӗлсе тăрас пулать: уйрӑм ҫынсен хуçалăхӗсене ку енӗпе патшалӑх пулăшу парать. Районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ӗҫченӗсем тӳлевсӗр биркăлаççӗ. Ҫакна тума Тутарстан Раисӗ пулӑшнипе 58 миллион та 650 пин тенкӗ укçа уйӑрса панă. Тепӗр ҫултанах идентификаци тӳлевлӗ пулӗ.

Чипировать тăвасси – выльăх-чӗрлӗхсен, чӗрчунсен электронлӑ паспортне йӗркелесси. Сӑмахран, малашне туяннӑ сӗт, аш-какай продукцийӗн хуплашки ҫинчи куэр-кода телефон ҫинче ятарлӑ программа тӑрӑх вулама пулать.

Районти ветеринари пӗрлешӗвӗн врачӗ-эпизоотологӗ Дамир Аббазов каланӑ тӑрӑх, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен калакан информацие «Агрополье» пӗрлехи информаци тытӑмне кӗртӗҫ. Ун урлӑ чӗрчун ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнине, унӑн ăрăвӗ, чир-чӗр тӳссе ирттернине пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех, маркировка та чир ернӗ выльӑх-чӗрлӗхе республика е район территорине кӗртме чарма та пулăшать, теҫҫӗ специалистсем.

Иртнӗ эрнере районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ӗçченӗсем: Дамир Аббазов тата ветеринари врачӗ-терапевчӗ Фаниль Гатауллин Кивӗ Кахăрлăри ветеринари участокне пăхăнса тăракан Çӗнӗ Кахăрлă ялӗнчи харпӑр кил-ҫуртӗнчи выльӑх-чӗрлӗхе чипировка тума пуҫларӗç. Кивӗ Кахăрлăри ветеринари участокӗн заведующийӗ Ильдар Хузеев тата участокри санитарка Дилюза Айнутдинова Ҫӗнӗ Кахӑрлӑ, Çӗнӗ тата Кивӗ Ишлӗ, Тутар Тӗкки, Кивӗ тата Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗсене ӗçлӗ пулăшу парса, уйрăм хуçалăхсенчи выльӑх-чӗрлӗхе чипировать тумалли ӗçсене пурнăçларӗç.

Чи малтан специалистсем Ҫӗнӗ Кахӑрлӑ ялӗнче Фаниль Усмановӑн хуҫалӑхӗнче пулчӗç. Вӗсем 8 ӗне валли мини-ферма тунӑ.  Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен йышне Усмановсем 11 пуҫ таран ҫитернӗ. Чипировать тумалли ӗçсене те сӑвакан ӗнесенчен пуҫланӑ.

Кашни ӗҫӗн хӑйӗн вăрттăнлăхӗ.

– Чӗрчунсен хӑлхи çинче кӑмӑрчак пур, биркӑна лартнӑ чухне ҫак кӑмӑрчака тивертмелле мар, кирлӗ вырӑн тупса, ӑна биркач ятлӑ хатӗрпе кӑштах хӗстерсе илмелле пулать, – тесе ӑнлантарать Фаниль Гатауллин.

Ӗҫ пынă хушăра Дилюза Айнутдинова чипировать тунă чӗрчуна ятарла ведомоçа кӗртсе пычӗ, унта номерлӗ штрих-кода та ҫирӗплетӗç. Пӗтӗм информацие: выльӑхăн ятне, миҫе ҫултине, ăратне, хуҫине тата ытти информацие базӑна кӗртеҫҫӗ.

Ӗнен икӗ хӑлхи çине те «хӑлха çаккисем» çакаççӗ: сулахай хӑлхи çине визуаллă бирка, сылтӑм хӑлхи çине электронлӑ чип, ҫав хушӑрах электронлӑ паспортсем те тăваççӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен калакан пӗтӗм информаци ҫак чипра упранать. Чипланӑ выльӑх-чӗрлӗхе пуҫтарса, какайне суту-илӗве кӑларсан, тавар илекен ун ҫинчен пӗтӗм информацие пӗлӗ. Унччен вӑл: «Тӑванӑм, эсир ӑҫтан илсе килсе сутатӑр? – тесе ыйтакансем, ӑна смартфон ҫинче вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, чӗрчун сывă пулнине ӗненме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне выльӑх-чӗрлӗх чипированийӗпе пӗрлех ветеринари специалисчӗсем Çӗпӗр чирне хирӗҫ прививка та турӗç, юна анализ тума та илчӗç.

– Ял ҫыннисем кашни ҫӗнӗ хыпар ҫине шикленсерех пӑхма вӗреннӗ. Хăрамалла мар, выльӑх-чӗрлӗхе чипировать тумалли ӗç вӗсене шута илмешкӗн кӑна пулать. Выльӑх-чӗрлӗхе тирпейлесе суту-илӗве кăларас пулсан, участокри ветеринари специалистне пӗлтерсе, вӗсене учетран кӑларма пулать. Выльӑх-чӗрлӗхе Тутарстанра халлӗхе тӳлевсӗр йӗркепе чипировать тăваççӗ. Ытти регионсенче выльӑх-чӗрлӗх хуҫисем харпӑр хӑй ҫурт-йӗрӗнчи выльăх валли биркӑна та, электронлӑ чипа та хăйсем туянаҫҫӗ, вӗсене тӳлевлӗ никӗспе хуртараççӗ, – тет Дамир Аббазов.

Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхсен электронлӑ паспорчӗсене тӑвас ӗҫ сентябрӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлать.

Фаниля Усманова:

– Малтан эпир кӑштах хӑрарӑмӑр, анчах кайран выльӑхсене чипировать тутарас терӗмӗр. Ӳлӗмрен системӑна кӗртмен выльӑх-чӗрлӗхе сутма та ирӗк памаҫҫӗ, теҫҫӗ вӗт. Эпир, ял ҫыннисем, сӗт, выльӑх-чӗрлӗх сутнă укҫапа пурӑнатпӑр. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси –  пирӗншӗн тупӑшӑн тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев