Наиль Залаков: «Ҫӗпрел районӗн аталанма потенциалӗ пур»
Район Совечӗн XXVI отчетлӑ ларӑвӗнче 2022 ҫула пӗтӗмлетӳ турӗç тата 2023 ҫул валли задачăсем палӑртрӗç
Ларӑва Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗсем Ринат Гайзатуллин тата Шакир Ягудин, Тутарстан Республикинчи тата Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе Федераци агенствин регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов, пирӗн ентеш, «Тус» обществӑн генеральнӑй директорӗ Николай Угаслов хутшӑнчӗç.
Мероприяти Ӗмӗр сӳнми вут умӗнче чечексем хурассинчен пуҫланчӗ. Унтан районти Культура çурчӗн фойинче хӑнасем предприятисен, уйрӑм предпринимательсен, кооперативсен вырӑнти продукцийӗн куравне пӑхса тухрӗҫ, харпӑр хăйне ӗçпе тивӗçтернӗ граждансен, библиотекӑсен, таврапӗлӳ музейӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
2022 çулăн ӗç кăтартăвӗсем
Ларӑва уҫнӑ май, Марат Гафаров районӑн 2022 ҫулăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кăтартăвӗсем ҫинчен тата 2023 ҫул валли планӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл Тутарстан Республикин Раисне тата Правительствине районăн пурнăçӗнчи паха ыйтусене татса пама пулӑшнӑшӑн тав турӗ.
Марат Гафаров палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ çул экономикӑра йывӑрлӑхсем пулнӑ пулин те, ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пӗтӗмӗшле территори продукт 7,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ (2021 ҫулта 7,2 миллиард тенкӗ пулнă). Района 1,6 миллиард тенкӗ шайӗнче инвестицисене явӑҫтарнӑ, 2021 ҫул тӗлне ӳсӗм – 126%. Инвестицисенчен ҫурринчен ытларахăшӗ районӑн аграри секторне ҫӗнӗ инвестор «Чистополье» («Ҫӗпрел Рассвет Агро» общество тата «Молко-Çӗпрел» обществăсем) хывнӑ.
– Иртнӗ ҫул ҫӗр ӗҫӗшӗн тухӑҫлӑ пулчӗ. Ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсем 107,2 пин тонна тырӑ пухса илнӗ (2021 çулхи шайран 165%), кашни гектартан тухӑҫ – 36,7 центнер пулчӗ.
Чи пысӑк тухӑҫ «Цильна» обществӑра – кашни гектартан 66,7 центнер, «Ҫӗпрел Рассвет Агро» хуҫалӑхра – 39,4 центнер, «АгроТрансПорт» обществӑра кашни гектартан тухнă тухăç 36,7 центнера тӳрӗ килет. Хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем хушшинче вара чи пысăк тухăç «Р. А.Бикчуров» хуҫалӑхра – гектартан вăтамран 44,0 центнер.
Сахӑр чӗкӗнтӗрӗнчен те лайӑх тухӑҫ илнӗ, пӗтӗмӗшпе илсен – 118 пин тонна, гектартан 331 центнер. Выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарма ҫителӗклӗ апат хатӗрленӗ – пӗр выльăх валли 34,7 центнер апат единици тӳрӗ килет.
Ял хуҫалӑх сферине район халӑхӗн 30 процентран ытларахăшне явăçтарнă. Республикӑри рейтингра Ҫӗпрел районӗн ял хуҫалӑхӗ 23 вырӑна йышӑнать. Иртнӗ çул ял хуҫалӑх продукцине 3,2 миллиард тенкӗлӗх (ӳсӗм 2021 ҫулпа танлаштарсан 147%) туса кӑларнӑ. Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫулталӑка 8 процента яхӑн рентабельлӗхпе вӗҫлерӗç. Отрасльти вӑтам ӗҫ укҫи – 34 703 тенкӗ (уйрӑм хуҫалӑхсенче: «Цильна» обществӑра – 49 204 тенкӗ, «АгроТрансПортра» – 55 509 тенкӗ), – терӗ Марат Ринатович. – Районти хуҫалӑхсенче 2023 ҫулăн тухăçӗшӗн ҫирӗп никӗс хывнӑ, 8 пин тонна ҫурхи тырӑсен вӑрлӑхне акнӑ.
Марат Ринатович иртнӗ ҫул выльӑх-чӗрлӗх отраслӗшӗн чылай кӑткӑс çул пулнине те палӑртса иртрӗ. 2022 ҫул вӗҫнелле мăйракаллă шултра выльăхсен шучӗ 7661 пуҫ шутланнӑ. Ҫӗнӗ инвестора пысӑк шанчӑк парса, район пуҫлӑхӗ паянхи кун «Чистополье» холдинг компанийӗ тӑватӑ ҫӗнӗ фермӑна юсаса ҫӗнетнине, кӑҫалтан пуҫласа районта выльӑх апачӗн центрӗ ӗҫлеме пуҫлассине палӑртрӗ. Шайлашуллӑ выльӑх апачӗпе тивӗҫтернине пула сăвакан ӗнесен талӑкри продуктивлăхӗ 6 килограмма ӳснӗ. Паян хуҫалӑхра пӗтӗмӗшле сӗт сăвăмӗ талӑкра 21 тоннăпа танлашать. 2023 ҫулта 1200 ӗне валли шутланнă сӗт комплексӗ тума, ӑратлӑ пӑрусем туянма палӑртнӑ.
Район пуҫлӑхӗ пӗлтӗр районта 20,5 пин тонна сӗт туса илнине каласа иртсе, вӗсенчен ҫурри «Цильна» обществӑна тӳрӗ килнине палӑртрӗ. Район пуҫлӑхӗ 4 коопераци ӗҫӗ-хӗлӗ çинче те чарӑнса тӑчӗ.
– Пӗчӗк бизнес аталанӑвӗ малашне те тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри пулса юлӗ, – терӗ вӑл. – Паян районта уйрӑм предпринимательсем брусчатка, экологи каяшӗсене ӗçе кӗртес, тимӗр-бетон изделийӗсем туса кӑларас енӗпе интересленеççӗ, суту-илӳ объекчӗсене юсаса ҫӗнетеççӗ, ҫӗнӗ объектсем тӑваҫҫӗ. Темиçе суту-илӳ центрӗсем хӑйсен ӗҫне пуҫларӗҫ, кӑҫал та уҫас текенсем пур, мӑйӑр плантацийӗ, çаплах, районта тата ытисем те пулӗç.
Ҫивӗч ыйтусем те пур – кадрсем ҫитменни. Паянхи кун районта тӗрлӗ çул-йӗр енӗпе 70 ваканси уҫӑлнӑ. Ял хуҫалӑхне слесарьсем, шоферсем, ветеринари врачӗсем, зоотехниксем, çавӑн пекех, инженер-технологсем те кирлӗ.
Докладра строительство, сулăм укçипе, халӑха пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтермелли программӑсем тӑрӑх тунӑ ӗҫсене асӑнса иртрӗ.
Марат Гафаров çутӗç, сывлӑх сыхлавӗ, культура, спорт тытăмӗсене ҫӗнӗ тӗллевсем лартрӗ. Вӑл паян ЛНР тата ДНР территорийӗсенче пулса иртекен пулăмсемсем ҫинче чарӑнса иртрӗ.
Кăçалхи çул валли задачăсем
Район ертӳҫи 2023 ҫулта ҫӗнӗ инвестицисене явӑҫтарасси, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси, района ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарасси, предпринимательлӗхе, ял хуҫалӑхӗн пӗчӗк формисене аталантарасси, районти халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси – тӗп тӗллевсем, тесе палăртрӗ.
Ларура, çавӑн пекех, Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьевпа Марс вӑтам шкулӗн директорӗ Гульназ Шарафутдинова тухса калаçнисене те итлерӗҫ.
РФ Патшалӑх Думин Депутачӗ Ильдар Гильмутдинов ятарлӑ ҫар операцийӗпе ҫыхӑннӑ паянхи лару-тӑру ҫӗнӗ йышӑнусем патне илсе килнине палӑртрӗ. Мобилизаци шайӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан каччăсемпе арҫынсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу пама федераци закăнӗсене нумай йышӑни çинчен калаçрӗ.
– Ҫавӑн пекех пирӗн тӗп тӗллев – экономика ҫирӗплӗхне упраса хăварасси. Нумай санкци кӗртнӗ пулин те, федерацин пӗр программине те, вӗсем 50ран ытла, чарса лартман, вӗсем малалла та ӗçлӗç. Эпир – нумай нациллӗ ҫӗршыв, Раҫҫей халӑхӗсен Ассамблейине йӗркеленӗ, патшалӑхӑн тӗп тӗллевӗ пулнă май – халăхсен чӗлхине, культурине упрасси тăрать, – терӗ вӑл.
Ильдар Гильмутдинов та демографие, территорисене комплекслӑ аталантарасси, ҫамрӑк кадрсене пулӑшасси çине пысӑк тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ.
Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Наиль Залаков Тутарстанри социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн кăтартăвӗсемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи çул валли тӗп тӗллевсене палӑртрӗ.
– Йывӑрлӑхсем те ҫителӗклӗ, умра та ӗҫ нумай. Районта «Цильна», «АгроТрансПорт», «Р.А.Бикчуров» хуҫалӑхсем çирӗп аталаннӑ. Ҫӗнӗ инвестор килни те савӑнтарать. Ҫӗпрелӗн ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен легендарлӑ ертӳҫисем пур, сирӗн ҫӗр пулӑхлӑ. Ним хӑрамасӑр малалла каймалла, ҫӗнӗ технологисене вӗренмелле. Республикӑра рейтингри малти позицисене йышӑнма кӑҫалхи çул Ҫӗпрел районӗшӗн ӑнӑҫлӑ пултӑр. Ҫӗпрел районӗн ҫакӑн валли çирӗп потенциалӗ пур, – тесе палӑртрӗ Наиль Залаков. Вăл, çаплах, Çӗпрел çыннисене федераллă тата республика программисенче активлă хутшăнма чӗнсе каларӗ.
Мероприяти вӗҫленнӗ май парнелесси пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев