Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Наиль Сайдашевич Ахметова тивӗçлӗ «Паттӑрлӑх» орденне унăн ашшӗпе амӑшне пачӗç

Паттӑрлӑхӗ — вилӗмсӗр

Наиль Ахметов ятарлă çар операцийӗнче паттӑрла пуç хунăччӗ.

— Сирӗн ывӑлӑр — ҫӗршывшӑн служить тăвакансен, ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансен тӗслӗхӗ. Ҫакна эпир яланах асра тытӑпӑр. Наиль пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех юлӗ. Чӑн-чӑн герой çуратса, воспитани парса ӳстернӗшӗн эпир сирӗн умӑрта пуҫ таятпӑр! — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, мероприятие уçса.

— Вӑл яланах пулӑшма васкарӗ. «Ҫӗршыва хӳтӗлесси — арҫын тивӗҫӗ, манӑн унта пулмалла», тетчӗ, — тет амăшӗ Гельсяфрида аппа ывӑлӗ ҫинчен. — Нихăҫан та ӳпкелешместчӗ. Пурте аван, ан пӑшӑрханӑр, тетчӗ.

Наиль Ахметова тӑван ялӗнче юлашки çула ăсатнăччӗ. 

— Çӗршывăмăрта пурӑнакан кашни ӑрӑва çар юхăмӗсемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме тӳрӗ килчӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫин йывӑрлӑхӗсене асаннесемпе асаттесене, кукаçейсемпе кукамайсене тӳссе ирттерме тиврӗ пулсан, ун хыҫҫӑн ҫӗршыва ура çине тăратасси пирӗн хулпуҫҫи ҫине тиенчӗ. Ывӑлăмăрсем Афганистанра тата ытти çар юхăмӗсенче служить турӗç... Паян та вун-вун теçетке Ҫӗпрелӗн каччиисем ҫӗршывӑмăрăн тăнăçлăхне ятарлӑ ҫар операцийӗнче сыхлаҫҫӗ. Ывӑлăмăр вара хӑйӗн пурнӑҫне ҫутӑ пуласлӑхшӑн пачӗ. Ҫырнинчен иртме çук, теҫҫӗ. Унӑн ҫутӑ сăнарӗ халăх асӗнче ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнтӑрччӗ, — терӗ Сайдаш пичче. 

Гельсяфрида аппа ывӑлӗпе юлашки хут калаҫнине аса илсе, вӑл тӗн ҫулӗ ҫине тӑни ҫинчен те каласа иртрӗ. «Анне намаз вулама (кӗл тума) пуҫларăм», — терӗ вӑл юлашки хут шăнкăравланă вăхăтра. Эпӗ савӑнатӑп вӑл Турӑ умне ҫапла тӑнăшăн, кӗл тӑватӑп. Юлашки çула ăсатма хутшӑннӑ ертӳçӗсене, ял халăхне, ҫывӑх ҫынсене тав тӑватӑп«, — тет амăшӗ.

Ордена парасси район администрацийӗнче иртрӗ. Çак мероприятие те çар çыннине хисеплесе ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, юнармеецсем, организацисен представителӗсем килнӗччӗ.
Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин ырă чӗреллӗ, паттӑр ывӑл пăхса ӳстернӗшӗн Ахметовсене тав турӗ. «Наиль Сайдашевич Ахметовăн ячӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех упранӗ!» — терӗ.

Справка

Наиль Сайдашевич Ахметов 1969 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнче Ильмет-Чаткас ялӗнче ҫуралнă. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Ульяновск хулине çул тытать. Унта професси пӗлӗвӗ илет, ӗҫлет. 
1988-1990 ҫулсенче унăн ҫар служби Афганистанра иртет. Чӑн-чӑн Раҫҫей салтакӗ, воин-интернационалист унтан наградӑсемпе, медальсемпе таврӑнать. «Совет Ҫарӗн Отличникӗ», «I степеньлӗ Чикӗри ҫарсен отличникӗ» паллӑсене тивӗҫлӗ пулать. Тӑван енне таврӑннӑ хыҫҫӑн, Ульяновск хулинчи авиазаводра вăй хурать. Унтан тӑван ялӗнче тӗпленсе, предпринимательство ӗҫне пуçăнать. 
Наиль Сайдашевич нумай ырӑ ӗҫсен пуҫарӑвӗ пулса тӑрать. Ыркăмăллăх ӗçӗсенче хутшăнать. Ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн та вӑл айккинче юлмасть, чи малтан унта тухса каять. Сывлӑхӗ пирки каялла янă пулин те, вăл каллех хăйне ятарлă çар операцине яма ыйтать, контракт тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев