Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗнӗ здани тата парк

Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнче çӗнӗ Ӗç тăвакан комитетăн зданине тата «Ялкын» парка уҫмалли мероприяти иртрӗ

Тахҫантанпах кӗтнӗ пулăмсем ял ҫыннисемшӗн пысӑк уяв пулса тӑчӗç. Мероприятие хисеплӗ хӑнасем: ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, «Тутарстан Республикинчи муниципаллă пӗрлӗхӗсен Совечӗ» Ассоциацийӗн ертӳçи Агзам Губайдуллин, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ульяновск хулинчен, çаплах, ентешӗмӗр Шафик Иматдинов тата ыттисем те килнӗччӗ. 

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Рустам Фаткуллина зданийӗн символла уҫҫине строительство ӗçӗсене илсе пынă ПМК-5 обществăн директорӗ Фарит Салихов пачӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров подрядчик организацийӗ пурнăçланă ӗҫе пысӑка хурса хакларӗ, яла ăнăçусем, ҫӗнӗ здание тата парка нумай ҫул хушши ялшăн ӗçлесе тӑма сунчӗ. 

Здани хальхи вӑхӑтри мӗнпур требованисене тивӗçтерет. Ҫутӑ та анлӑ кабинетсене кирлӗ оборудованисемпе пуянлатнӑ, мӗнпур коммуникацисене пурне те çыхăнтарнă. Вырӑнӗ те ӑнӑҫлӑ: ял варринче, унтах, нумаях пулмасть уҫнӑ «Ялкын» парк та пур.

Ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ объектсемшӗн ҫынсем мӗншӗн ҫав тери савӑннине ӑнланма пулать. Кашни ҫын ҫулталӑкра пӗрре те пулин ял тăрăхне кайса килет вӗт: справкӑсем, консультаци илет, субсиди илме кирлӗ документсене йӗркелет, харпӑр хӑй проблемисене пӗлтерет. 

Ҫакӑн ҫинчен Агзам Губайдуллин та хӑйӗн сӑмахӗнче каласа иртрӗ.

— Ун пек зданисене республика программисем шайӗнче тӑваҫҫӗ. Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пуҫарăвӗпе тата тӗрлӗ енчен пулӑшăвӗпе республикӑра халӑхăн пурнӑҫ шайне ӳстерме палӑртнӑ 40 ытла тӗллевлӗ программа ӗҫлет, — тесе палӑртса иртрӗ вӑл тата ял ҫыннисене туса панă хăтлăхсемпе савăнса пурăнма пӳртӗрччӗ терӗ.

Нумай ҫул хушши, Ӗç тăвакан комитетăн секретарӗ пулса ӗҫленӗ, хальхи вăхăтра тивӗҫлӗ канура пулнӑ Гульшат Вахитовна Идрисова ӗлӗкхи ҫулсенче ӗçленӗ условисем паян ҫӗрпе пӗлӗт хушши пекех, терӗ.

Ял тăрăхӗнче нумай çул ӗçленӗ Гульшат Идрисована, Резида Аглуллинана, Сария Исхакована «Тутарстан Республикин Муниципаллă пӗрлӗхӗсен Совечӗ» Ассоциацийӗн Хисеп грамотисене пачӗç.

Савăнăçлă мероприятие ентешӗмӗр, Тутарстан халӑх артисчӗ ИлСаф тата унӑн пултарулӑх команди илемлетрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев