Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗнӗ ҫулти пӗрремӗш туй

2024 ҫулта районта регистрациленнӗ пӗрремӗш мӑшӑр виҫӗ хут хăйне евӗрлӗ

 Пӗрремӗшӗнчен, Раҫҫейре 2024 ҫул – Çемье çулталӑкӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ку мӑшӑрăн регистрацийӗ – çӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш мӑшӑрланӑвӗ. Виҫҫӗмӗш хăйне евӗрлӗх: авланакан каччă – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан.

Ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленӗ Рустам Шигапов Ҫӗпрел районӗнчи Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ятарлă ҫар операцийӗн зонинчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑннă. Ҫак хушăра Ирина Камаловапа хутшăнăвӗсене регистрацилеме шутлать. Ирина та çакна хирӗҫ пулмасть. Акӑ çапла, пӗр-пӗрне юратакан каччӑпа хӗр: «Ӗмӗрлӗхех пӗрле!» тесе, çемье çавăрчӗç.

– Тӑван ҫӗршывăмăра хӳтӗлесе, тӑван енӗмрен аякра чухне, килте е мана юратнӑ мăшăрăм кӗтнине туяс килчӗ. Ҫавӑнпа мăшăрланма шут тытрӑм, – тет Рустам Шигапов.

Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов пӗрремӗш мӑшӑра çемье çавăрнă ятпа саламларӗ.  Вӗсене ҫемье документне – мӑшӑрланнине çирӗплетекен свидетельство, ҫавӑн пекех асăнмалăх парне пачӗ. Нумай ҫулсем хушши вӗсене телейлӗ пурӑнма сунчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев