Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хатӗрленме пуҫларӗҫ
Ҫӗнӗ ҫул – ачасем валли ирттерекен уяв. Халӑх ӑна ҫемье уявӗ те тет.
Ҫӗнӗ ҫул ачасемшӗн уяв пулнине шута илсе, Ҫӗпрел районӗнче ҫак уява тӗплӗн хатӗрленмелле тесе йышӑнчӗҫ. Тунтикун, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе иртекен канашлура, уява хатӗрленес шайра мӗнле организацисемпе предприятисем мӗн-мӗн ӗҫлемеллине палӑртрӗç. Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов каланӑ тӑрӑх, унчченхи çулсенчи пекех, район центрне уяв тӗлне илемлетес ӗç «Фламинго», «Прогресс», «Данадис» обществӑсене тӳрӗ килӗ. Паллах, ку ӗҫрен ытти организацисем те пăрăнса юлмӗҫ. «Кашни организаци валли пӗр паллӑ ӗҫ пур: хӑшӗ (организаци) район центрӗнче вырăн илекен Тӗп чăрăша вырнаçтарас, илемлетес ӗçе пуçăнсан, теприсем хӑйсен организацийӗн фасачӗсене илемлетӗҫ, ачасем валли парксенче юмахри кӗлеткесем, катоксем тӑвӗҫ», – тет Рамиль Низамов.
Район центрӗнче уява кӗтсе илессишӗн мӗн-мӗн тумаллипе планлаштарнă вăхăтра Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче «Цильна» хуҫалӑхӗ ял варрине Тӗп чăрăша илсе килсе лартнӑ та ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра ăна илемлетес ӗçсем хӗрсех пыраççӗ. Хуҫалӑхăн ертӳҫи Барис Гафуров ҫак кунсенче аслӑ ҫултан яла пӑрӑнса кӗнӗ ҫӗрте тата тепӗр чӑрӑш илемлетесси ҫинчен пӗлтерчӗ.
– Уяв – уяв пулма тивӗçлӗ, – тет Барис Гафуров. – Анчах хаксем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ. Иртнӗ çул 1 метрлă чăрăш 300 тенкӗ тӑнӑ пулсан, кӑҫал ӑна икӗ хут ӳстерсе хунă, – тет хуҫалӑх ертӳҫи.
R.S. Кӗçӗн Чăнлă ялӗ, «Цильна» хуҫалӑх пулӑшнипе, Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хастар хатӗрленет. Ял ҫыннисем тунӑ сăнарсене, капӑрлатнӑ ҫуртсене, елкӑсене иртнӗ ҫулсенче район центрӗнчен те, ытти регионтан та курма килеççӗ. Ҫавна май, ял тăрăхӗ республика шайӗнче ирттерекен «Ҫӗнӗ ҫул чи лайӑх хатӗрленнӗ ял тăрăхӗ» конкурссенче малти вырӑнсене çӗнсе илсе, укҫан парнесем илсе тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев