Ҫӗнӗ ертӳçӗ
Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрӑмне ҫӗнӗ ертӳҫӗ палăртрӗç
Личнӑй состава ăна Тутарстанри Шалти ӗҫсен министрӗн çумӗ Алексей Завгороднев сӗнчӗ. Вăл – полици подполковникӗ Артем Анатольевич Абрамов.
Алексей Завгороднев ертӳçӗне улӑштарнăран халиччен тунă ӗҫ темпӗсем улшăнасса, тата та лайăхланасса шанăç пӗлтерчӗ.
«Артем Анатольевич, халиччен районта полици уйрăмӗн начальникӗн çумӗ пулса ӗҫлерӗ, ҫавӑнпа та района лайӑх пӗлет, опычӗ те пысӑк. Çаксем ӑна палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тата оперативлӑ-служба ӗҫӗ-хӗлӗнче мӗнпур задачăсене татса пама пулăшӗ», – тесе хăйӗн шухăшне пӗлтерчӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров та.
Вăл, çаплах, ӗлӗкхи ертӳçе Раиль Гатауллина (ăна Апастово районӗнчи шалти ӗҫсен уйрăмӗн начальникӗ пулма палăртрӗç) тав турӗ. «Раиль Гатауллин ертсе пынипе уйрăм хӑйӗн тивӗçӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа, хӑйӗн категорийӗнче 19 район хушшинче 1 вырăна çӗнсе илчӗ», – терӗ. Ӗҫне хисеплесе Тав ҫырӑвӗ пачӗ, ҫӗнӗ ӗҫре ăнăçусем сунчӗ.
Йăлана кӗнӗ тăрăх, Алексей Завгороднев ҫӗнӗ ертӳçе Артем Абрамова удостоверени пачӗ.
Раиль Гатауллин тата Артем Абрамов Тутарстанри Шалти ӗçсен министерствин ертӳҫине хăйсене çакăн пек шанăç пӗлтернӗшӗн тав турӗҫ, ăна тӳрре кӑларма сӑмах пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев