Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мучелей ялӗн ӗçчен каччи

Марсель Хайрутдинов ҫӗрулми ӳстерессипе интересленет

Анчах ҫӗрулми ӳстересси тата унран лайӑх тухăç илесси — ҫӑмӑл ӗҫ мар.

Ӑна хурт-кăпшанкăсенчен сыхламалла, колорада нӑррине хирӗç ӗçе кӗртмелле, çумкурăкран тасатмалла, тӗпне тӑпра купаламалла... кӗскен каласан, темиҫе тӗрлӗ ӗҫ тумалла. Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх организацийӗсем ҫӗрулми ӳстерес ӗçпе аппаланма пӑрахрӗҫ, тесен те юрать. Ҫав вӑхӑтрах çак ӗçрен хăраман ӗçченсем те пур. 

Мучелей ялӗнче пурӑнакан Марсель Хайрутдинов ҫавӑн пеккисенчен пӗри. 

Марсель Ильфанович каланӑ тӑрӑх, ҫӗрулми лартса ӳстерес ӗçпе вӑл 25 ҫул каялла интересленме пуҫланӑ. Районта ҫӗрулми ӳстерес енӗпе пӗрремӗш фермер пулнӑ.

— Эпир ӗçе пуҫăннă чухне пирӗн ҫӗр сахалччӗ — пурӗ 7 гектар кӑначчӗ. Ҫӗрулмипе пӗрле хӑяр, сухан, помидор ӳстерсе те пӑхрăмăр. Хӑярпа помидор тухӑҫне ниҫта та илсе кайса вырнаçтарма пулмарӗ, вӗсене ӳстерме пăрахрăмăр. Ҫӗрулмине туянаҫҫӗ. Вӑл ӗлӗк те «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пулнӑ, паян та ҫаплах, — тесе калаçрӗ Марсель.

Ҫанталӑк уяр тӑнăран çӗрулми тухӑҫӗпе савӑнтарман ҫулсем те пулнă. 

— Пирӗн ӗҫре вӑл чӑнах та ҫапла: е ăнтаратăн, е çухататăн. «Тӑкакпа» ӗҫленӗ вӑхӑтсем те пулчӗç. Анчах пуҫларăн пулсан, чакмалла мар, текен принциппа усӑ курма тӑрӑшатӑп, — тет предприниматель.

Кашни пуҫарура ӑна ҫемйи пулӑшать иккен.

— Халӗ те астăватăп-ха, эпир мӑшӑрланнӑ ҫулсемччӗ, пирӗн виҫӗ ачаран асли пурӗ те 3 ҫулта ҫеҫчӗ, ун хыççăнхисене — йӗкӗрешсене 2 ҫула яхӑнччӗ. Эпир мӑшӑрпа ҫӗрулми акакан анасене ҫумкурӑкран тасататпăр. Палатка туса, унта ачасене вырнаҫтарнăччӗ. Ачасем кунӗпех пире сӑнаса ларатчӗç, — тесе аса илчӗ Марсель Хайрутдинов.

Ҫав кунсем, паллах, иртсе кайнă. Паянхи кун тӗлне гектарсен шучӗ те 18а ҫитнӗ, ятарлӑ техникине те туяннă, ачисем те ӳссе çитӗннӗ. Анчах ҫӗрулми вӑл çавăн пек культура, алӑ вӑйӗ пурпӗрех кирлӗ пулса юлать. Эпир килсе çитнӗ вăхăтра çӗрулми ани çинче 20 яхӑн хӗрарӑм ҫӗрулми пуçтаратчӗ. Кӑҫал 1 гектартан 10 тонна ҫӗрулми тухнă. Лайӑх ҫанталӑк пулнă ҫулсенче 1 гектартан вӑтамран 35-40 тонна пуçтарса илни çинчен те калаçрӗ предприниматель.

Ҫитӗнтернӗ тухăçа вӑхӑтра вырнаçтарса юлма та тӑрӑшаҫҫӗ, сутнинчен юлнине упрама хураҫҫӗ. Ҫак культурӑна упрас ӗҫ кӑткӑс пулнине пурте пӗлеҫҫӗ: вӑл ан нӳрлентӗр, сивӗ кӗрсе ан шӑнтӑр, уҫӑлтӑр т. ыт. те.

Юлашки ҫулсенче Марсель фермер хуҫалӑхне ертсе пырассине хӑйӗн ывӑлне Марса шанса панӑ. 

— Ӗҫӗн пысӑк пайне Марс пурнӑҫлать, хам пурăннă чухне пурне те вӗрентсе хăварас тетӗп, — тет кун пирки фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ.

Ҫӗрулми пуçтаракансемпе те калаҫса илтӗмӗр. Вӗсен хушшинче — Чӑваш Паснапуç, Тутар Тӗкки, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗсенчен, Мучелейрен хăйӗнчен те килнисем пур.

— Эпир йӑмӑкпа Тутар Тӗкки ялӗнчен килтӗмӗр. Иксӗмӗр те пенсионерсем. Кунта эпир кунне 2000 тенке яхӑн ӗҫлесе илетпӗр. Ҫакӑ тивӗҫлӗ канура пурӑнакан ҫынна питӗ пулӑшать. Фермера та усӑ кӳретпӗр, хамăра та усӑллӑ. Апатлантараҫҫӗ. Яшка та, пӑтӑ та, тутлисем, çаплах, дыня та, арбуз та пур, — тет Тутар Тӗкки ялӗнчен килнӗ Таскира Фаризова.
Йывăрлăхсене пăхмасăр пуçланă ӗçӗнчен пăрăнман фермера Марсель Ирфановича тата ытти çавăн пек район çыннисене ӗҫӗсенче ӑнӑҫусем сунатпӑр!

Çӗрулми запеканки

Çӗрулмине шуратса турамалла та кастрюле ярса шыв хушмалла, пӗçерме лартмалла. Вӗреме кӗнӗ хыççăн 20 минут пӗçермелле. Сухана шуратса ваккăн турамалла. Кăмпана та çуса турамалла, суханпа пӗрле тип çу çинче ăшаламалла, тăвар хушмалла, сивӗниччен кӗтмелле. 
Çӗрулми пиçсен ун пиçнӗ шывне пӗтӗмпех тенӗ пек (кăшт хăварса) тăкмалла. Çӗрулмине тӳмелле, тăвар, кăмăл пулсан специсем хушмалла. Формăна тип çупа сӗрмелле те çӗрулми нимӗрӗн 1/3 пайне тӗпне хурса тикӗслемелле. Ун çине пӗр сий суханпа ăшаланă кăмпа, унтан каллех çӗрулми нимӗрӗ. Çӗрулми çине — помидор çаврашкисем хурса тухмалла. Çиелтен юлнă çӗрулми нимӗрӗпе хупламалла та майонезпа сӗрмелле. Духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле. 
1-1,5 кг çӗрулми, 0,5 кг шампиньон, 2-3 помидор, 2-3 пуç сухан, майонез, тип çу, тăвар тата пăрăç кирлӗ.

Çӗрулми духовкăра

Çӗрулмие лайăх çуса пысăках мар касăксем туса вакламалла. Хăвăра кирлӗ чухлӗ специсем, тăвар тата тип çу ярса лайăх пăтратмалла та çатма е противень çине хумалла.
180 градус таран хӗртнӗ духовкăра 30–40 минут пӗçермелле. Хатӗр çӗрулми çине симӗс петрушка, сухан е укроп сапса памалла. Çапла майпа пӗçернӗ çӗрулми пулăпа та, аш-какайпа та çиме тутлă.
1 кг çӗрулми, 3-4 апат кашăкӗ тип çу, типӗтнӗ ыхра, хура пăрăç, вӗтетнӗ пылак паприка, çӗрулми валли ятарлă приправа кирлӗ.

Хуран кукли

Хуран кукли (вареники) тума пельмень валли пекех чуста хатӗрлемелле.
Ӑшӗ тӗрлӗрен пулма пултарать, нумайрах чухне çӗрулми, тӑпӑрчӑ, симӗс сухан, чӗрӗ ҫӑмарта, тӑвар. Вӗрекен шыва тӑвар, унтан хуран куклисене яраҫҫӗ те хатӗр пуличчен пӗҫереҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев