Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ӗмӗрсем те манăçтараймӗç çак Çӗнтерӗве

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче Ҫӗпрел районӗнче уява халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттерчӗç

Район центрӗнче Вăрçă тата Ӗҫ Мухтавӗн монуменчӗ патӗнче, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ митинг иртрӗ.

Торжествăлла митинг

Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявлама тата вилнисене асӑнма ертӳçӗсем, тыл ӗҫченӗсем, ҫапӑҫу ветеранӗсем, ӗҫ коллективсем, район ҫыннисем, хӑнасем, вӗренекенсем, студентсем, ҫемьесем ачисемпе пӗрле килчӗҫ.

Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫине 14 пинрен ытла Ҫӗпрел çынни каять, вӗсенчен ҫурринчен каярахăшӗ кăна таврӑнать. Шел те, паянхи кун районта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗр ветеранӗ те юлмарӗ. Вӗсен тӑлӑх арӑмӗсем те ҫулсеренех сахалланса пыраҫҫӗ. Паян районта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен 39 тӑлӑх арӑмӗ тата  131 тыл ӗҫченӗ пурӑнать.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, хӑнасем, районти ертӳçӗсем, юнармеецсем Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ.

Мероприятие хутшӑнакансене уявпа район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн ячӗпе Тутарстан тата Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федерацин регионсен хушшинчи территори управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов саламларӗç, ҫавӑн пекех, Çӗпрел ҫыннисене Тутарстанри Патшалӑх Совечӗн депутачӗн Ринат Гайзатуллинăн та саламланӑ сӑмахӗсем янӑрарӗҫ.

– Ҫӗнтерӳ кунӗ – куҫҫульпе кӗтсе илекен уяв. Вӑрҫӑ чарăннăранпа 78 ҫул çитрӗ, анчах астăвăм ӗмӗр-ӗмӗре пырӗ. Пирӗн, пулас ăрушăн пурнăçӗсене панă хамӑр ентешсен паттӑрлӑхӗсене асра тытмалла, вӑрҫӑ пулӑмӗсене ӑруран ӑрӑва парса пымалла, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. – Паян пирӗн асаттесен, аттесен паттӑрлӑхне ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче районăн каччисем малалла тăсса, ҫутӑ пуласлӑхшӑн кӗрешеççӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе сире!

Ҫапӑҫусенче вилнисене пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç.

– Этемлӗх историйӗнчи чи юнлӑ вӑрҫӑ 1418 куна тӑсӑлать. Тутарстан Республики Çӗнтерӳшӗн пӗтӗм ҫӗршывпа пӗрле кӗрешет. Тутарстан çыннисем «Пурте – фронтшӑн, пурте – ҫӗнтерӳшӗн!» тесе тылра вăй хураççӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Тутарстана 70 ытла заводпа фабрикӑна куçарнă. Тутарстан халӑхӗн çарпа ӗҫри паттӑрлӑхӗ – патриотизмпа вӑйлӑ та çирӗплӗх тӗслӗхӗ. Эпир вара – паттăрсен, ҫӗнтерӳҫӗсен ачисем, вӗсен йăх-несӗлне малалла тăсакансем. Паянхи кун пыракан ятарлӑ ҫар операцийӗнчен те пирӗн паттӑр ывӑлăмăрсем ҫӗнтерӳпе таврӑнччӑр. Ҫӗршывăмăр тăнăç, тӳпемӗр – уяр пултӑр! – тесе палӑртса иртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче депутат Ринат Гайзатуллин.

Митинга пухӑннисене район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине хутшӑнакансем те Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламларӗç.

Тӗп лаптăкра ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, афганецсем, пограничниксем, «хӗрӳ точкăсенче» хутшăннисем, пушар надзорӗн ӗçченӗсем, юнармеецсем, районти вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем чаплӑ маршпа иртрӗҫ.

«Вилӗмсӗр полк» стени çинче

Уяв мероприятине хутшӑнакансем «Вилӗмсӗр полк» асӑну стенине пăхма пултарчӗç. Кунта кашниех хӑйӗн пӗлнӗ çыннине: аслашшӗн, кукашшӗн, ашшӗн, кукамăш-асламӑшӗн сӑн ӳкерчӗкне курма, ӑна тепӗр хут аллипе сӗртӗнсе, паянхи ҫутӑ пурнӑҫшӑн тав тума пултарчӗ.

– Паян эпир асаттесемпе аттесен паттӑрлӑхне хисеп тăватпăр. Вӗсем чи юнлӑ ҫапӑҫура ҫӗнтерчӗҫ. Ҫав ҫулсенче вӑрҫӑ кашни киле килсе кӗчӗ, выҫлӑхпа, чухӑнлӑхпа нушалантарчӗ, тӑлӑха тӑратса хăварчӗ. Ман атте те вӑрҫӑра пулнӑ, аманса таврӑннӑ. Унăн пурнӑҫ ҫулӗ питӗ йывӑр пулчӗ, ӗçлерӗ. Паянхи Ҫӗнтерӳ уявӗнче унӑн та тивӗçлӗ пайӗ пур, – терӗ ӗç ветеранӗ Петр Дергунов, ашшӗ çинченхи асаилӗвӗсене çӗнетрӗ.

– Вӑрҫӑ ҫулӗсем питӗ йывӑр иртрӗҫ. Эпӗ колхозра, фермӑра ӗҫлерӗм.  Малта пыракан пултăм, пилӗк ҫуллӑх плансене яланах пурнӑҫларăм. Кашни ҫулах слета килеттӗм, манӑн парнесем те питӗ нумай. Эпир ачаранах аннепе нушине нумай куртăмăр, – тесе аса илчӗ Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи 89 ҫулти Мусфира Зяббарова.

«Чупрале» паркӗнче

 Уяв «Чупрале» паркӗнче малалла тӑсӑлчӗ, унта районти пултарулӑх артисчӗсемпе творчество пултарулăхӗн коллективӗсем куракансене вӑрҫӑ ҫулӗсене халалланӑ концерт сӗнчӗç.  Ҫӗпрел çыннисемпе районăн хӑнасемшӗн хир кухни ӗҫлерӗ.

Каҫхине уяв мероприятийӗ «Çӗнтерӳ вальсӗпе», 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗ тата нумай профильлӗ учрежденисен коллективӗсем хатӗрленӗ концерт программипе малалла тăсăлчӗ. Уяв Ҫӗнтерӳ салючӗпе вӗçленчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев