Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мобилизациленнисен ҫемйисене парнесем валеçеççӗ

«Единая Россия» парти ноябрӗн 4-мӗшӗнче палӑртса ирттерекен Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗн шайӗнче «Раççей – пӗрлӗхлӗ ҫемье!» акци пӗлтерчӗ.

Мероприяти пӗтӗм ҫӗршывӗпе мобилизациленнисен ҫемйисене парнесем парассине шута илет. Парнесене регионти парти активисчӗсем пӗр-пӗринпе ылмаштараҫҫӗ. Сӑмахран, Тутарстанран мобилизациленнисем валли парнесене Ярославль регионаллă уйрӑмăн активисчӗсем, депутатсем, предприятисем хатӗрленӗ.

Парнесем валли Ярославль облаҫӗнче туса кăларакан вырӑнти продукцие пухнӑ. Кунсӑр пуҫне, пакетсенчи Ярославль облаҫӗнчи паллӑ вырӑнсене ӳкерсе кӑтартнӑ открыткӑсем ҫине ырӑ сунăмсем ҫырнӑ.

Çакӑн пек парнене Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнчен мобилизациленнӗ Сергей Шумиловӑн нумай ачаллӑ ҫемйине пачӗç.

Сергей Шумилов Ҫӗпрел районӗнчен чи малтан мобилизациленчӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов каланӑ тӑрӑх, Сергей пӗрремӗш хут чӗннипех килсе çитнӗ.

– Ҫӗршывра, ҫав шутра пирӗн патăрта та, мобилизаци мероприятийӗсем пуҫлансанах, Сергей яланах ҫыхӑнура пулчӗ. Вӑл яланах Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме кайма хатӗр пулни çинчен каласа тăчӗ. – Повестка килсенех Мускавран таврӑнчӗ. Матак ялӗнчен, пӗтӗмӗшле илсен, уйрӑм мобилизаци шайӗнче 11 ҫын служить тума кайрӗ, – терӗ Владимир Шумилов.

Сергей Шумилов Матак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкулта вӑл питӗ хастар, спортпа туслă пулать, ӑмӑртусене хутшӑнать, ҫӗнтерет, грамотăсем те сахал мар унăн.

Шкултан вӗренсе тухсан, вӑл районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче специальность алла илет.  Унтан РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗн ретӗнче ятарлă пӗлтерӗшлӗ ҫарта службӑра тӑрать.

Служба хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнсан хӑйӗн савнă хӗрӗпе Олесяпа çемье çавăрать. Сергейпе Олеся иккӗшӗ те пӗр класра вӗреннӗ. Ҫамрӑк ҫемьере виҫӗ ача ҫут тӗнчене килет. Асли кӑҫал 1 класа вӗренме кайнă, кӗҫӗннисем ача садне ҫӳреҫҫӗ.

Сергей Мускавра вахта меслечӗпе ӗçленӗ. Уйрӑм мобилизаци шайӗнче вӑл Хусанта ҫар хатӗрлевне иртет, нумаях пулмасть ăна ҫар вӗрентӗвӗсене çирӗплетме ҫар чаҫне янӑ.

Аса илтеретпӗр, Раҫҫей Министерствин постановленийӗпе килӗшӳллӗн, уйрӑм мобилизаци шайӗнче 16 ҫула çитичченхи виҫӗ ачи пулнă арҫынсене каялла ҫемйисене ячӗç. Ҫӗпрел районӗнчен ҫакӑн пек 3 ҫынна мобилизациленӗччӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ каялла таврӑнчӗҫ, Сергей Шумилов вара хӑй ирӗкӗпе службӑна малалла тӑсать. Мӑшӑрӗн ҫак шухӑшне Олеся ӑнланса та хисеплесе йышӑнчӗ.

– Эпир унпа мăнаçланатпӑр. Паянхи лару-тăрăва шута илсе, чӑн-чӑн арҫын пулнă май, вăл Тӑван çӗршыва, хӑйӗн ҫемйине хӳтӗлеме кайрӗ. Пурте лайӑх пуласса шанатпӑр, вӑл чӗрӗ те сывӑ таврӑнасса кӗтетпӗр, – тет Олеся.

«Единая Россия» партийӗн вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗн çумӗ Алексей Ярухин палӑртнӑ тӑрӑх, ҫар ҫыннисемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшас тесе ҫӗршывра, регионсенче тата вырӑнсенче мӗн май килнине пурне те тӑваҫҫӗ.

– Парти Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тӗлне хатӗрленӗ ҫак парнесем эпир пӗрлӗхлӗ пулни çинчен тепӗр хут çирӗплетеççӗ. Паян Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен кашни салтак  – чӑн-чӑн Герой, – терӗ вӑл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев