Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мобилизациленнисен ҫемйисен членӗсемпе тӗлпулу иртрӗ

Социаллă тема

 

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров уйрӑм мобилизациленнӗ ҫемьесен членӗсемпе, çывăх çыннисемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулу районти Культура çуртӗнче иртрӗ.

Мобилизациленнисен ҫемйисене пулӑшу пама палӑртнӑ мероприятире, ҫавӑн пекех, район ертӳҫисем, район прокурорӗ, право йӗркине сыхлакан ӗçченсем, тӗрлӗ службӑсен представителӗсем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.

Марат Гафаров мероприятие хутшӑнакансене мобилизацилемелли йӗрке, ҫемьесене социаллӑ пулӑшу памалли, льготӑсем çинчен тата ытти ыйтусене ӑнлантарса пачӗ.

Мобилизациленнӗ граждансен тӑванӗсемпе те, ҫывӑх ҫыннисемпе те яланах калаҫу уçă пулнине, кирек мӗнле ыйтусене те пӑхса тухма тата май килнӗ таран татса пама хатӗр пулнине пӗлтерчӗ вӑл.

«Пирӗн каччăсем, республикӑн тата ытти районӗсен тата ҫӗршыв субъекчӗсен представителӗсем пекех, Тӑван çӗршыв умӗнче хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫласа чӑн-чӑн патриотизм, паттӑрлӑх тӗслӗхне кӑтартаҫҫӗ.

Халӗ пирӗнтен никама та ҫӑмӑл мар. Пирӗн каччăсем тата эсир, вӗсен тӑванӗсем, тӗрлӗ проблемӑсемпе пӗччен кăна тăрса юлманни паха. Ҫавӑнпа паянхи тӗлпулура калаçу уççăн иртӗ. Эсир пур вăхăтра та, кирлӗ чухне хушма информаципе пулӑшу ыйтма пултаратӑр», – терӗ Марат Ринатович.

Район пуҫлӑхӗ мобилизациленнисен ҫемйисене пулӑшу памалли майсем ҫинчен каласа пачӗ, Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, октябрӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 18 ҫула çитичченхи ачаллӑ ҫемьесене кашни ачашӑн пӗр хут парăнакан 20 пин тенкӗ пособи тӳленесси çинчен пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех, ачисене районти ача сачӗсене çӳретекен ҫемьесене тӳлеврен хăтарӗç, шкулсенче вӗренекен ачасем вара тӳлевсӗр апатланма май пулӗ. Унсӑр пуҫне кружоксене, секцисене, спорт объекчӗсене, тӗрлӗ культура мероприятийӗсене ҫӳреме ачасене ҫеҫ мар, мобилизациленнисен ҫемйисен членӗсене те тӳлевсӗр пулӗ.  «Ҫак кунсенче мӗнпур ҫемьене, вӗсем мӗнле документсемпе ӑҫта каймалли ҫинчен хыпарсем ярӗç. Ҫаксене пурне те ҫитес кунсенчех татса парӑпӑр», – терӗ район пуҫлӑхӗ. – Уйрăм проблемăллисем те  пур ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен пурнӑҫ условийӗсем тӗрлӗ. Ҫавӑн пекех кредит каникулӗсем пирки те нумайăшӗ ыйтать. Эпир банксемпе ҫыхӑнтӑмӑр, нумай заявкӑсем тӗлӗшпе ӗçе пуçăннă, çак ыйтусене те татса парӗç, тесе шанатпăр.

Пур ыйтусене те итленӗ хыҫҫӑн район пуҫлӑхӗ пӗр ыйту та тимсӗр юлас ҫуккине, кашниех хӑйӗн ыйтӑвӗпе консультаци, ӑнлантару, май килнӗ таран пулӑшу илессине палӑртрӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мобилизациленнисемпе хăй уйрăм çыхăнура тăнине, вӗсем кӑмӑлӗсемпе çирӗп пулнишӗн тав турӗ.

Унтан Ҫӗнӗ Какӑрлă ялӗнчен мобилизациленнӗ ентешӗмӗрӗн амăшӗ Гульнар Ахметзянова ҫак тӗлпулушӑн тав турӗ, хӑй ҫырнӑ сӑввине вуласа пачӗ, пурне те пӗрлӗхлӗ пулма чӗнса каларӗ.

Аса илтеретпӗр, ҫӗршывра уйрӑм мобилизаци ирттересси ҫинчен РФ Президенчӗ Владимир Путин сентябрӗн 21-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев