Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мобилизациленнисем икӗ эрнене отпуска таврӑнчӗҫ

Ҫӗпрелӗнчен мобилизаци вӑхӑтӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонăна кайнӑ каччăсемпе арҫынсен пӗрремӗш ушкӑнӗ отпуска таврӑнчӗ

 

Чӑваш Республикин, Ульяновск облаҫӗн, пирӗн районăн ҫар çыннисем таврăнакан автобуссем «Дуслык» кафе патӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.

Ҫапла вара, пирӗн 15 ентешӗмӗр, ултӑ уйӑх хыççăн, тӑван ене таврӑнчӗç. Вӗсене ҫывӑх çыннисем, тӑванӗсем, тусӗсем кӗтсе илчӗҫ. Автобусăн алӑкӗсем уҫӑлма та ӗлкӗреймерӗҫ, кашниех хӑйӗн ҫывӑх ҫынни патне чупса пырса, ӑна ыталама тăрăшрӗ. Савӑнӑҫпа тулнӑ куҫҫулӗ юхрӗ те юхрӗ...

– Аттемӗре питӗ тунсӑхларӑмӑр. Отпуска таврӑнни ҫинчен пӗлтерсен, эпир сехетсене, минутсене шутлама тытăнтӑмӑр, – терӗ куҫҫульне шăла-шăла, Куршанкă-Шăхаль ялӗнчен ачисемпе пӗрле килнӗ çамрăк хӗрарăм.

Пирӗн район каччисенчен пӗрне автобусран тухсанах тусӗсем çӗклесе илчӗç. Ӑна кӗтсе илме унӑн савнийӗ те килнӗччӗ.  Каччă тусӗсен ытамӗнчен «хăтăлса», савнă хӗрӗ умне чӗркуҫленсе, ӑна чечек ҫыххипе ылтӑн ҫӗрӗ парнелерӗ, качча тухма ыйтрӗ. Кӗтмен ҫӗртен пулнипе хӗр аптраса ӳкрӗ... анчах çакăн пек нумай вӑхӑт кӗтнӗ, инçет хушă, уйрăлу туйăмӗсемпе сăнаннă хыççăн, урӑх хурав пулма та пултараймӗ – каччӑ сӗнӗвне  хӗр «Килӗшетӗп», тесе йышăнчӗ.

Ҫар ҫыннисене кӗтсе илме район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, çар юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн представителӗ, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем те килнӗччӗ. Марат Ринатович тӑван енре ҫар ҫыннисене ырă-сыввӑн кӗтсе илсе, тӗл пулнӑшӑн савӑннине пытармарӗ, вӗсене саламларӗ, ыталарӗ. Пулас ҫамрӑк çемьене хӑйсен юратӑвне нумай ҫуллӑха упраса хӑварма сунчӗ. Ҫитес кунсенче çар çыннисемпе тӗлпулу йӗркеленессине те пӗлтерчӗ.

Пӗрремӗш ушкӑнра канма таврăннисем Алешкин-Саплăк, Чӑваш Ҫӗпрел, Звезда, Кивӗ Чукал, Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗсенчен мобилизациленнӗ каччăсемпе арҫынсем пулчӗç. Ҫар ҫыннисем ятарлă çар операцийӗн зонинчен черетпе отпуска таврӑнӗç.

Малалла тăсса

Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче служба йывăр тата çăмăл пулман лару-тăру, ҫавӑнпа та унта хутшӑнакансене ҫур ҫул хушшинче пӗр хут 14 кунлăх отпуск памалла текен решение РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Пухӑвне çырупа тухнӑ чухне йышӑннӑччӗ. Ҫул ҫинче ирттернӗ вӑхӑт  та канмалли кун пулса шутланмасть. Раҫҫей Президенчӗ, ҫавӑн пекех, ҫар ҫыннисене кану кунӗсене ҫемйисемпе пӗрле ирттерме мӗнпур условисене те туса пама тивӗçлине пӗлтернӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев