Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Мидхат Шагиахметов: Ҫӗпрелӗнче предпринимательствăна лайăх условисем туса панă

Тутарстан Республикин экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов районта пулчӗ, вырăнти пӗчӗк, кӗçӗн бизнес ӗçне лайăх енчен палăртрӗ. Вăл элеваторта, çăкăр заводӗнче, промышленность паркӗнче  пулчӗ.

Районти экономика отраслӗпе министра, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров паллаштарчӗ.

Элеватор 80 пин тонна яхăн тырӑ йышӑннӑ

Предприятийӗн директорӗ Василь Салахов палăртса иртнӗ тăрăх,  паянхи кун тӗлне элеватор 80 пин тонна тырӑ йышӑннă. Элеваторăн хăйне евӗрлӗхӗ – производствăри ӗçе автоматизацилени пысăк шайра пулни. Хальхи система пӗтӗм производство процесӗсене – кӗнӗ продуктсене йышăнать тата анализланинчен пуçласа, потребитель патне яриччен,  реальлӗ вӑхӑт режимӗнче, контрольте тытать.

Директор сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, элеватора кунсерен 200 тата унтан та нумай техника килет. Тӗп ӗҫ – пӗрчӗллӗ культурăсенчен ҫӑнӑх туса илесси. Тӗпрен илсен, предприятире тулӑ, ыраш ҫӑнӑхӗ тата хутăш апат туса кӑлараççӗ. 250 яхӑн ҫын ӗҫлет, сезон вăхăтӗнче ӗҫлекенсен шучӗ 300 ҫитет. Хӗрӳ вӑхӑтра элеваторта  ӗҫе виҫӗ сменӑпа йӗркелеҫҫӗ.

– Ӗҫ вырӑнӗсем пур тата вӗсем ҫирӗп. Хальхи лару-тӑру условисенче ҫакӑ уйрӑмах паха. Тутарстан – Раҫҫейре малта пыракан регионсенчен пӗри. Мӗнле кăна отрасле илсен те, эпир пӗрремӗш пиллӗклӗхре. Çак ӗçре сирӗн пайăр пур. Коронавирус пандемийӗпе çыхăннă май, нумай кăна организацисем  хӑйсен ӗҫне чарса лартма тивӗçлӗ пулсан та, элеваторта ун пек пулма пултараймасть, Мӗншӗн тесен çăкăр пурне те кирлӗ, – тесе палăртрӗ М.Шагиахметов предприятийӗн коллективӗпе тӗл пулнă вăхăтра.

Çӑкӑр сутакан лавккасем пулаҫҫӗ

Çăкăр завочӗ хӑйӗн ӗҫне пӗр ҫул каялла пуҫласа янăччӗ тата калас пулать, ӑнӑҫлӑ малалла пырать.

– Паянхи кун эпир 1,5-2 тоннăран ытла çăкăр пӗçеретпӗр тата ăна районăн мӗнпур пурăнмалли пунктсенчи суту-илӳ точкисене салататпăр. Çаплах, кондитер изделийӗсем пӗҫеретпӗр, çутӗç учрежденийӗсене леçетпӗр. Шел пулин те, кӑҫал коронавируспа çыхăннă май, шкулсем дистанци вӗрентӗвӗн формачӗ çине куçнăччӗ тата хальлӗхе ӗҫӗмӗр чарăнчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен çак çул-йӗре ҫӗнетӗпӗр, тесе шутлатпăр. Ҫаплах район центрӗнче вӗри ҫӑкӑр сутас енӗпе икӗ суту-илӳ точки  уҫма та палӑртнӑ. Автолавккасем пӗрмаях ӗҫлесе тăраççӗ, – тесе каласа пачӗ çăкăр завочӗн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен унăн ертӳçи Альфред Низамов.

Çӗпрел цеоличӗ – ют çӗршывсене

Ҫӗнӗ ҫул-йӗрсенчен пӗри – кушаксен туалечӗ валли тултармăшсене фасовкăласси. Производствăпа «Атӑлҫи Цеоличӗ» общество интересленет.

Обществӑн генеральнăй директорӗ Мансур Яруллин уникаллă çӗр айӗнчи пуянлăхпа – цеолитпа паллаштарчӗ.

- Усăллă  çӗр айӗнчи пуянлăх пулнă май, цеолитпа промышленноçра тата  ял хуҫалӑхӗнче анлăн усӑ кураҫҫӗ. Унпа нефть химийӗнче, ӗçекен тата техника шывӗсене тасатассишӗн, радиоунклидсене кӑларассишӗн, катализатор пахалăхӗнче, строительствăра, ял хуҫалӑхӗнче – тӑпрана лайӑхлатассишӗн, удобрени пахалăхӗн тӗлӗшпе, выльӑхсене апатлантарас  тӗллевпе усă кураççӗ, – тесе палӑртса иртрӗ вăл.

Фассовкăлакан  цеха (вăл ӗлӗкхи «Сельхозтехника» территорийӗнче вырнаçнă) цеолита Тутар Шатăршанри çӗр айӗнчи пуянлăхӗн территорийӗнчи заводран пысăк михӗсемпе илсе килеççӗ. Кунта вибробункерсенче термоаппаратсенче хушма ӗçе кӗртеççӗ. Хатӗр продукцие пакетсем çине тултараççӗ, пысăк машинăсем çине тиесе ăсатаççӗ.

Ертӳҫӗн сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, продукцин  кирлӗлӗхӗ пысăк, кунне 3-4 çакăн пек пысăк çăк турттаракан машинăсемпе Раççей тăрăх тата, ют çӗршывсене ăсатаççӗ.

Маскăран пуçласа – чей таран

«Çӗпрел» промышленность паркӗнче паянхи кун тата виçӗ резидентран заявленисем йышӑннӑ. Кайранхисенчен  пӗри – техника крахмалӗ, металран япаласем туса кăларакан цех уçас енӗпе. Кунсăр пуçне,  сӗт йышӑнмалли пункчӗ хăйӗн ӗçне пуçласа ярӗ.

Промышленность территорийӗнче ăнăçлă ӗçлеме пуçланă предприяти вăл – «Формпласт» общество. Вӗсем промышленность зонине пӗрремӗшӗсем пулса кӗчӗç, пластика хупăсем  туса кӑларас ӗçе йӗркелесе янăччӗ. Пандеми условийӗнче  хӑйсен ӗҫӗсене улӑштарса, медицина маскисем, бахилӑсем тата ятарлă  тăхăнмаллисем  ҫӗлеме тытӑнчӗç. Малашне предприятийӗн планӗнче çӗвӗ цехне анлăлатма, çаплах, ачасен, пӗлӳ паракан вӑйă хатӗрӗсем туса кӑларма пăхăннă. Кӑҫал вӗсем, çаплах,  иван-чейпе эмел курӑкӗсене ферментацилекен цеха та уçса ячӗç.

Предприятийӗн ертӳҫи Евгений Попов хăнасене «Ультраозон» дезинфекци кабинине те кăтартрӗ. Çак кабинăна Раҫҫейре те икӗ регионта: Ростовпа Дмитровградра кăна туса кăлараççӗ. Малашне Тутарстанра та çавăн пек кабинăсен производствине сарса ярасшăн, унӑн центрӗ –  «Ҫӗпрел» промышленность паркӗ пулӗ. Аппаратра ультрафиолет пайӑркисене озон газӗпе пӗрле усӑ кураҫҫӗ, ҫыншӑн сиенлӗ мар, пачах усăллă кăна. Ытти сыхланмалли средствăсенчен уйрăмлăхӗ пулнă май, кабинӑра  нимӗнле шӑршӑ  та ҫук.

– Дезинфекци кабини çири тумтирти тата çыннăн çан-çурăмӗнчи вируссен, микробсен тата бактерисен анлӑ спектрне хирӗç кӗрешмелли ăнăçлă меслет пулса тăрать. Ҫаплах, кабинăпа предприятире, заводсенче усă курма май пур», – терӗ Евгений Попов. М.Шагиахметов «Ультраозон» кабининче хăй пулчӗ.

Министр паркра  «Солнечный круг» обществăн директорӗ  Булат Иблямов ертсе пынипе вăйă комплексӗсемшӗн тата ачасен вăйă лаптăкӗшӗн оборудованисем хатӗрлекен цехпа паллашрӗ. Ачасен вӑйă лаптăкӗшӗн  оборудованисене  мӗнпур ГОСТ нормисене пăхăнса пурнăçламалла. Резидентсен ӗҫне Мидхат Шагиахметов пысӑка хурса хакларӗ.  Вăл  ӗçе анлăлатма тата таварсене республикăра кăна мар, ытти регионсенче ирттерекен тӗрлӗ курав ярмарккисенче кăтартма сӗннӗ.

Куçа-куçăн

Министрăн ӗҫлӗ визичӗн вӗçӗнче районти Ӗç тăвакан комитетра бизнес представителӗсемпе тӗлпулу пулчӗ, унта çаплах, Федеральлӗ налук ӗçӗн  Тутарстан Республики енӗпе 8-мӗш номерлӗ районти инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Путин та хутшӑнчӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров районта экономика активлӑхӗ, ҫӗнӗ проектсем, ҫавӑн пекех пандеми условийӗсенче уйрăмах сиен курнă предприятисене пулӑшмалли мерӑсем ҫинчен калаçрӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен сферӑри лару-тӑру, вакансисем ҫинчен пӗлтерчӗ.

Мидхат Шагиахметов тӗлпулура  хутшӑнакансене ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пулӑшăвӗпе  вăя кӗртекен çӗнӗ пулăшу мерисем, çаплах, пандеми условийӗнче ӗçленнӗ программăсемпе паллаштарчӗ.

Универсаллӑ программӑсенчен пӗри  – «Перезагрузка»  ятлӑ, унăн пулăшăвӗпе льготăллă условисенче кредитсем сӗнӗç. Ҫывӑх хушăра программа ӗçлеме пуçлӗ. Унпа та усă курăр. Эпир кашнине пулăшма хатӗр, питех те бизнеса хăйсен тупăшӗсемпе кӗрекенсене, – терӗ министр.

Мероприяти вӗçӗнче Марат Шагиахметов предпринимательсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев