«Майӑн вунпиллӗкмӗшӗ»
«Ял кунне» ирттересси Шланка ял тӑрӑхӗнче старт илчӗ. Вӗсем ăна «Майӑн вунпиллӗкмӗшӗ» тесе калакан уявпа пуçласа ячӗç
Çак мероприятие Шланка ял ҫыннисем кӑна мар, таврари ялсенчен те канма, тӗлпулăва килме ӗмӗтленнӗ питӗ нумай çын килчӗ. Вӗсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ:
– Ку – тӗлпулу тата ял уявӗ. Нумайӑшӗ ҫывӑх ҫыннисен халӗсене пӗлессишӗн, тăван никӗсӗсене курассишӗн килет. Ҫавӑн пек тӗлпулусем, уявсем асатте-асаннесенчен куçса пынă йӑла-йӗркесене упраса хӑварма, вӗсене аталантарма пулӑшать, ҫамрӑксенче наци традицийӗсене юратма вӗрентет, – терӗ вăл.
Шланкасем ялпа, унӑн историйӗпе тивӗçлипе мухтанаҫҫӗ кӑна мар, пуласлӑх ҫине пысӑк ӗмӗтпе пăхаҫҫӗ. Ҫакна пултаруллӑ, ӗҫчен, пӗлӳ илме ăнтăлакан ҫамрӑксем нумай пулни çирӗплетет. Ялта питӗ ӗçчен халăх пурăнать – вӗсем выльăх-чӗрлӗх ӳстереççӗ, бизнес илсе пыраççӗ. Кунсӑр пуҫне, йывăçа ӗçе кӗртекенсем, чи ӑста платниксем, культура, юрӑ-кӗвӗ юратакан ҫынсемпе те чапа тухнă ял.
Уяв вăхăтӗнче суту-илӳ палаткисем ӗҫлерӗҫ. Ачасем тутлă пылак ҫимӗҫсене тутанса пӑхрӗҫ, таканкка ҫинче ярӑнчӗҫ. Вӑтам тата аслӑраххисемшӗн те тӗрлӗ наци вӑййисем пулчӗç, культура ӗҫченӗсем вара, хӑйсен пуян содержаниллӗ программипе савӑнтарчӗç.
Ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Шамсия Алимова:
– Ял – хăй пӗр пысăк çемье. Кунта савăнăçпа пăшăрханусене пӗрле ирттереççӗ. Малашне те ялăмăр аталанасса, çемьесем нумай пуласса шанатпăр. Ачасем ҫуралса тăраççӗ, йӑла-йӗркесене акă çакăн пек сыхлатпăр.
Справка
«Майăн вунпиллӗкмӗшӗ – ӗлӗк-ӗлӗкрен ял халăхӗн йӑлипе никӗсленсе вӑрмана каяссипе, унта чи пысӑк юман йывăçне ыталассипе, ҫӗртен сывлӑх, çӗршыва тӑнӑҫлӑх, лайăх пурнăç ыйтнипе ҫыхӑннӑ. Ҫак кунсенче сиплӗ эмел курӑкӗсем, хурăн вуллисене пухаççӗ. Çаплах, мунча хутса, хурӑн милӗкӗпе мунчара çапăнас йӑла та сыхланать халăхра.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев