Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Матаксем сывлӑхӗсене ҫирӗплетеҫҫӗ

«Сывлӑх сукмакне» Владимир Старшовпа Валерий Ефрейторов пуҫарнипе тунӑ

— Каҫхине эпир, килти ӗҫе пӗтерсен, вӑрмана хӑпаратпӑр та пӗрле «Сывлӑх сукмакӗ» тăрăх утатпăр, — тенӗччӗ мана Матак вӑтам шкулӗн директорӗ Марина Ермолаева. 

Журналист мӗн илтнине курмасӑр тӑма пултараймасть — интересленсе, каллех Матак ялне кайрăм.

Ҫав кун мана 30а яхăн Матак ялӗн çынни вăрман хӗрринче кӗтсе илчӗ. Чи малтан куç тӗлне «Кӗпер патӗнчен вӑрмана ҫитиччен 560 метр» тата «Сывлӑх сукмакӗ», вӑрман уҫланкине çити 2300 метр тесе ҫырнӑ таблицӑсем тӗл пулчӗç.

Ҫав кун çанталăк та лӑпкӑ, ӑшӑ пулчӗ. Матак çыннисемпе пӗрле вӑрман сукмакӗпе утма килӗшрӗм те-ха: анчах пуçра «Юлашки вӑхӑтра ытлашши çуран утни те çук вӗт, пултарăп-ши?», текен шухӑш та явăнчӗ. 

Çӳллӗ йывӑҫсен айне хӗвел кӗменнипе, вырӑнӗ-вырӑнӗпе юр ирӗлсе пӗтмен пулсан та, сукмакпа ҫуран утма питӗ меллӗ. Манпа пӗрле утса пынă май, Владимир Старшовпа Валерий Ефрейторов виҫӗ ҫул каялла ҫак сукмака хывни, ӑна туратсемпе ҫӳп-ҫапсенчен тасатни ҫинчен калаçса пычӗç. 

Унчченхи ҫулсенче те Матак ялӗнче пурӑнакансем пӗр вырӑнта тӑман, ялтан тухса асфальт сарнӑ ҫулпа Шланка ялӗ патнелле ҫуран утнă, унтан каялла таврӑннă.

— Эпир хӗвеллӗ, ӑшӑ, е сивӗ, ҫумӑрлӑ кун пулнине пӑхмастпӑр, тухатпӑр та — утатпăр, — теҫҫӗ вӗсем. — Ӗненетӗр-и е çук-и, анчах эпир кунта килсе утма пуҫласан сывлӑхӑмăр лайӑхланчӗ, юн пусӑмӗ те йӗркеленчӗ, — теҫҫӗ манпа калаҫакансем. 

...Ерипен тӗттӗмлене пуҫларӗ. «Мӗнле аташса каймастăр эсир кунта ҫӳренӗ чухне? тесе интересленннине хирӗç, «акă куратăр часах», тесе ҫеҫ хуравларӗç. Кӑшт вӑхӑт иртсен, малтанах хатӗрленӗ хунарсене ҫутрӗҫ, ҫул кӑнтӑрлахи пек ҫуталса кайрӗ. Аташса каяс мар тесе, Матаксем маршрута ялавсемпе паллӑ тунă, ҫутта тавăракан предметсене йывӑҫсем ҫине çирӗплетнӗ. Шӑпах ҫак ҫутта тавăракан элементсем ҫула кӑнтӑрлахи пек ҫутатаҫҫӗ. 

«Хӗлле канатӑр, вӑрмана кӗрейместӗр, юр хуплать вӗт», тесе ыйтнине те хирӗҫ кула-кула, хӗлле ҫула юр машинисемпе таптаттарса, çул туни ҫинчен калаçрӗҫ.

— Хӗлле вӑхӑт тупса, йӗлтӗрпе вӑрмана кайса килме тӑрӑшатӑп, — тет Владимир Старшов.

«Кану уҫланки» тесе ят панă вырӑна тата табличка ҫакӑнса тӑракан вырӑна ҫитсен, ларса кантăмăр. «Асамлӑ уҫлӑх» текен вырӑнта чарӑнса, юман пек, хурӑн пек йывӑҫсене ытамласа, эпир ҫутҫанталӑк-аннерен юманран — сывлӑх, хурăнтан — ачашлӑх тата ытти нумай сунăмсене ыйтрӑмӑр.

Вӑрманти сукмакпа утнă чухне матаксем ялти проблемăсене те сӳтсе яваҫҫӗ, иккен.

— Пӗррехинче эпир ялта чиркӗве юсама кирли çинчен калаçса кайрăмăр. Калама кăна çăмăл вӗт, юсама тытӑниччен малтан эпир мӗн чухлӗ материал кирли, мӗнрен пуҫламалли, камран ыйтмалли пирки те канашларӑмӑр. Каялла таврӑнсан, эпир пӗр-пӗрин патне шӑнкӑравласа, хамӑр ялтан тухнă çынсене палăртрăмăр, вӗсене ӗç пирки пӗлтертӗмӗр, ушкӑн турӑмӑр, счет уҫрӑмӑр... Ялăмăрăн ҫыннисем те шухӑшăмăра ырларӗҫ, кам кăна укçа куçармарӗ-ши чиркӗве хӑтлӑх кӗртмешкӗн, пурне те тав тăватпăр, — тет Владимир Старшов.

72 ҫулти ӗҫ ветеранӗ Владимир Кузнецов:

— Ӗмӗр тӑршшӗпех шавах утма тӑрӑшрӑм. Халӗ те, çаплах. Ӗлӗк эпир урамра ҫӳреттӗмӗр, унтан Шланка ялне çити утса, каялла таврăнаттăмăр. Акӑ халӗ эпир вӑрманта ҫӳретпӗр. Кӑнтӑрла йӗлтӗрпе те тухатӑп. 
Галина Ермолаева Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнать, ӗҫ хыҫҫӑн кашни кунах тӳрех Матака каять, вӑрман сукмакӗпе утать:

— Тӑван енӗм, вӑрман мана хӑй патне чӗнет. Ӗҫ хыҫҫӑн, эпӗ тем пек ывӑннӑ пулсан та, вӑрман сукмакӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, пӗтӗм ывăнни иртсе кайнă пек туйӑнать. 

«Хусканура — перекет», — тенӗ пирӗн асаттесем. Матаксем вара ҫакна парăнса юлнă. Районти тӗп больницӑра та пире Матак ялӗнчен больницӑна кӗрсе выртакансем ҫукпа пӗрех пулни ҫинчен те каларӗç. Апла пулсан, авалхи ҫынсем тӗрӗс каланӑ — утмалла та утмалла! Уҫӑлса ҫӳреме мӗн тери канăçлă пулнине эпӗ «Сывлӑх сукмакӗ» ҫинче хам та туйса илтӗм.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев