Матак ялӗнче палăк уçăлчӗ
Пограничник кунӗ умӗн Ҫӗпрел районӗн историне тата тепӗр паллӑ пулăм ҫырăнчӗ — Матак ялӗнче «Пӗтӗм ăру пограничникӗсене» ятлă палăк уçрӗç.
Матак ялӗнче пурăна-кансен савӑнӑҫне пайлама кӳршӗ облаҫсенчи чикӗри ҫарсен ветеранӗсем те килнӗччӗ. Çакна та палӑртса хӑвармалла, кӳршӗри районсенче пурӑнакан чикӗри çарсен ветеранӗсем хăйсен патӗнче ирттерекен мероприятисене те тӑтӑшах чӗнсе тăраççӗ. Çар туслăхӗпе тӑванлӑхӗ, унӑн вӑйӗ ăмсанмалăх.
Матак ялӗн çыннисене пограничниксене хисеплесе палăк уçас шухăш тахçантанпах канăç паман, тинех, кӑҫал çак ырă ӗçе пурнăçа кӗртме май килнӗ. «Пӗтӗм ăру пограничникӗсене» текен монумент хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупрӗ. Ял варрине лартнӑ ҫак палӑк малашне пограничниксене пуçтарăнса, çар службине, çарти тусӗсене асăнмалли вырӑн пулса тӑрӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов ҫак пархатарлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ тата пур тӑкаксене те хӑй ҫине илнӗ хастар ветерансене, спонсорсене тав турӗ.
— Ҫак палӑкпа кăна ан чикӗленӗр, ҫак енӗпе хӑвӑрăн ӗҫӗре малалла тӑсӑр, — тесе сунчӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас тӗлӗшпе ҫакӑн пек ырӑ ӗҫсен пӗлтерӗшне тата кирлӗлӗхне палӑртса.
Митинга хутшӑ-накансем çар службинче пуçӗсене хунă пограничниксене асӑнса пӗр минут шăп тӑчӗҫ, палӑк умне чечексем хучӗҫ.
— Пограничниксене халалланӑ май уçăлнă ҫак монумент районта — улттӑмӗшӗ. Матак ялне илемлӗхӗ кӑна мар, ҫамрӑксемшӗн вара воспитани памалли, астăвăм вырӑнӗ те пултӑр вăл, — терӗ пограничниксен районти обществăлла юхӑмӗн ертӳҫи Альберт Сулейманов та.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев