Массăллă вакцинаци пуçланчӗ
Январӗн 18-мӗшӗнче 60 ытла Çӗпрел çынни Тутарстанра Covid-19тан вакцина тутарнă
Коронавирусран вакцинăна чи малтан тӗп больницăн «хӗрлӗ зонă»ра ӗçлекен врач тата медицина сестрисем тутарчӗç. Массӑллӑ вакцинацин пӗрремӗш кунӗнченех район пуçлăхӗ Марат Гафаров та коронавирусран прививка тутарма кăмăлӗ пуррине пӗлтерчӗ. Виҫӗ эрнерен, февралӗн 8-мӗшӗнче, ӑна тепӗр хут вакцинаци тăвасси кӗтет.
– Организмăн реакцийӗ ҫинчен хальлӗхе нимӗн те калама пултараймастӑп, анчах вакцина тумалла тесе шутлатӑп. Енчен эпир чире ҫӗнтерес тетпӗр пулсан, мӗнпур майсемпе усӑ курмалла, – терӗ хаҫат корреспондентне Марат Гафаров.
Район центрӗнчи больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов сăмахӗсенчен курăннă тăрăх, поликлиникӑна 140 доза «Спутник V» суту-илӳ маркипе Гам-КОВИД-Вак вакцинине илсе килнӗ. Вакцина мӗнпур кирлӗ клиника тишкерӗвӗсене иртнӗ.
Тӗп врач, пӗрремӗш прививка хыҫҫӑн, хӑрушсӑрлӑх мерисене пурнăçлама кирлине те аса илтерчӗ.
Коронавирусран вакцина тата антителасем ҫинчен мӗн пӗлмелле?
Актуаллă калаçу
Вакцина тутарма мӗн чухлӗ тăрать, чирлесе ирттернӗ хыççăн ӑна тутармалла-и? Ҫак тата темиҫе ыйту тӗлӗшпе эпир район центрӗнчи больницăн тӗп врачӗпе Ильмас Илалович Шигабутдиновпа курса калаçрăмăр.
– Коронавирусран вакцинăна пӗрремӗш черетре камсене тӑваҫҫӗ?
– Пирӗн район центрӗнчи больницăра вакцинăна мӗнпур çынна та, сывлăхне тишкернӗ хыççăн, тăваççӗ. Тата, çакна та асăрхаттарса хăварас килет – прививка тутарнă хыççăн, çынра коронавируса хирӗç икӗ çул хушши иммунитет пулать.
– Вакцина тутарассишӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле?
– Коронавирусран прививка – тӳлевсӗр!
– Вакцина мӗнпур çынна та ҫитет-и?
– Хальлӗхе районти тӗп больницăна мӗнпурӗ 140 доза вакцина килнӗ. Инъекцие усрамалли условисем те кӑткӑс. Вăл шăнтнă май сыхланать. Тата пӗр ампула пилӗк ҫынна çитет. Урӑхла каласан, инъекцие ирӗлтернӗ тата пуçланă хыҫҫӑн ăна пилӗк ҫынна тума тивӗçлӗ. Ӑна тепӗр хут шӑнтма та, тăкма та юрамасть.
– Вакцина тунă хыҫҫӑнхи хăрушсăрлăх мерисем...
– Организмра вируса хирӗҫ иммунитет ҫирӗп йӗркелентӗр тесен вакцинаци тăвас умӗн тата тунă хыççăн та 3-5 кун хушши спиртлă шӗвек ӗçме юрамасть. Тепӗр тесен, ку мӗнпур прививкӑсен вăхăтӗнчи стандартлӑ рекомендаци. Обществӑлла вырӑнсенче пулассинчен сыхланмалла, маска режимне ҫирӗп тытса пымалла, спортпа интересленессинчен чикӗленмелле, социаллӑ дистанцие, иммуна системипе йывăрлăх кӳрекен эмел ӗҫесрен сыхланма сӗнетпӗр.
– Прививкăна камсене тумаҫҫӗ?
– Эсир ан шухăшлăр, район больницин процедура уйрӑмне килетӗр те, хăвăрт кăна прививка тӑвӗҫ, тесе. Вакцинаци умĕн пурне те терапевт тишкерет. Вакцинăна кăкăр сӗчӗ çитерекен хĕрарăмсене тумаççĕ. Çивĕч инфекци чирĕсемпе чирлекенсене, вакцина компоненчĕсене уйрăмах çивĕч туякансене, шала кайнă чирсем çивĕчленнипе аптăракансене прививка тумаççӗ.
– Прививка хыҫҫӑн чир паллисем пулма пултараҫҫӗ-и?
– Вакцинаци икӗ этапра иртет. Урӑхла каласан, ăна виҫӗ эрнери интервалпа организма икӗ хутчен кӗртеççӗ. Пĕрремĕш прививка хыççăн хӳтĕлекен антителасем аталанма тытăнаççĕ. Иккĕмĕшӗ хыççăн çирĕпленеççĕ, çирĕпрех тата вăрахрах иммунитет аталанать. Инъекци хыҫҫӑн температура ӳсме пултарать, ку организмӑн йӗркеллӗ реакцийӗ тата вӑл иртет.
– Вакцина тутарас текен ял ҫыннисен мӗн тумалла?
– Пӗрремӗш черетре, 2-24-90, 2-25-91 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравламалла, вакцина тутарма кăмăлӗ пуррине каламалла тата çырăнмалла.
– Паянхи кун тӗлне районти тӗп больницăра миçе çынна вакцинаци тунă?
– 60 ытла çынна вакцинаци тунă.
Справка
Пандеми пуçланнăранпа вируслă пневмонипе Ҫӗпрел районӗнче 185 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 180-шӗ сывалнӑ. Пилӗк ҫын вилнӗ. Вилнисен ӳсӗм категорийӗ:
1 ҫын – 60-70 ҫул хушшинчи;
1 ҫын – 70-80 ҫул;
2 ҫын – 80-90 ҫул;
1 ҫын – 90 тата унран та аслӑрах.
Чире лектернӗ, унтан чӗрӗлнисен хушшинче чи ҫамрӑкки – 1988 ҫулта, чи асли – 1937 ҫулта ҫуралнӑ çын.
Паянхи кун районти тӗп больницăри вăхăтлăха йӗркеленӗ инфекци госпиталӗнче 23 ҫын сипленет.
Госпиталь октябрь варрисенче ӗҫлеме пуҫланӑччӗ.
Сывлӑхăмăр хамăрăн алӑра, хисеплӗ район ҫыннисем! Коронавирус массӑллӑ вакцинацисӗр чакмӗ. Тишкерӳсем коронавируспа чирленӗ хыççăн çын организмӗнче йӗркеленнӗ антителасем тепӗр хут чиртен 5-6 уйăх хушши, е унтан сахал вăхăт хушшинче кăна сыхлама пултарнине кăтартаççӗ. Вакцина вара чиртен икӗ çул таран сыхланать. Чир лектерсен те ăна çăмăл формăпа ирттерме май парать, – тет районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев