Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Мартăн 8-мӗшӗ – Хӗрарăмсен уявӗн кунӗсенче ҫутҫанталӑк хӗл ыйхинчен вӑранса чӗрӗлме тытӑнать

Хӗрарӑм –вăл пирӗн пурнӑҫ илемӗ. Вӑл – йӑмӑк, вӑл – аппа, вӑл – мӑшӑр, вӑл – Анне!

Хисеплӗ хӗрарӑмсем!

Мартăн 8-мӗшӗ – Хӗрарăмсен уявӗн кунӗсенче ҫутҫанталӑк хӗл ыйхинчен вӑранса чӗрӗлме тытӑнать. Сирӗн ҫепӗҫ куллӑр ӑшшипе, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмпа тата ҫӗнелӳпе тулса пуянланнӑ уява эпир пурте чӑн-чӑн ҫуркунне палли пек  йышӑнатпӑр.

Хӗрарӑм ӗлӗк-ӗлӗкрен ҫемьене пӗрлӗхлӗ тăвакан, мăшăрне, ачисене те ачашлӑхпа ӑшӑ туйӑм парнелекен, пулас ҫынна пӑхса ӳстерекен сӑпайлăхăн, тӳсӗмлӗхӗн, ҫирӗплӗхӗн тӗслӗхӗ, пурнӑҫ тыткăччи пулнӑ. Вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек юлать, çитменнине тата вăл обществӑлла ӗҫсенче хастар хутшӑнакан, ӗҫ çынни те.

Ӗмӗр тăршшӗпе пурнӑҫӑн йывӑр тиевне пӗччен туртса, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнма пултарайман хăйсен мăшăрсене, ывăлӗсене ку таранччен тӳсӗмлӗн кӗтекен асанне-кукамайсем, ҫемье вучахне сӳнтермесӗр упракан, çӗршывшăн паттăр ывăлсем ӳстерекен аннесем, юратнӑ аппасемпе йăмăксем! Сире çуркуннен пӗрремӗш уявӗпе, çывхарса килекен Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ – Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Çурхи хӗвел ăшши сире сывлӑх, килӗрсене тăнăçлăх, юрату, пурнӑҫăра ырлӑх, кашни пуҫарура ӑнӑҫу патӑр. Тӳпе уяр пултӑр, уявăр кăмăллă ирттӗр!

Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев