Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Марс тата Кивӗ Ишлӗ вăтам шкулӗсем, тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн, вӗренекенсене туллин йышӑнма хатӗр

Тутарстанра кӑҫал 118 шкула тӗпрен юсав ирттерӗç.

Сентябрӗн   1-мӗшӗнче – Пӗлӳ кунӗ – кашни шкул хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫулсеренех илемленсе, ҫӗнӗлсе кӗтсе илет. Çак кун ачасен ҫӗнӗ шкул формисӗр, аллине сумка, унăн ăшне тултарнă ручкӑ-кӑранташсем, тетрадьсемсӗр пуçне, сӑрӑ шӑрши кӗрекен класс пӳлӗмӗсемпе коридорсем кашнин асне кӗрсе юлнă пулӗ.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, шкул  зданийӗсене, пӳлӗмӗсене ҫитес вӗренӳ ҫулне ачасем каникула тухнӑ хыҫҫӑн хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ. Кӑҫал юсав ӗҫӗсем çуллана кӗтмерӗҫ. Республикӑри тӗп юсав программине кӗнӗ икӗ шкулта тирпей-илем кӗртес ӗҫ хӗллех пуҫланнӑччӗ. Паянхи куна ӗҫсене туллин пурнӑҫланӑ, пӳлӗмсене эксплуатацилеме пӗтӗмӗшпех хатӗр.

Кун пирки районти Ӗç тăвакан комитетăн инфратытӑма аталантарас енӗпе ӗҫлекен çумӗ Ильгам Бикчуров пӗлтерчӗ:

– Кӑҫал пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан икӗ учреждение: Марс тата Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкулӗсенче тӗп юсав ирттерчӗç. Çакăншăн 74 миллион тенкӗ укçа  уйăрса панӑччӗ. Юсав ӗҫӗсене «Стройград» организацийӗ туллин пурнӑҫларӗ. Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкулӗн зданийӗн фасачӗпе ҫивиттине юсанӑ, пӗтӗмӗшпе илсен икӗ шкулта та стенасене, вӗренӳ пӳлӗмӗсене ҫӗнетрӗç. Шалти инженери коммуникацийӗсене: ӑшӑтассине, электричество сетьне, санузелсене пӗтӗмӗшпех улӑштарчӗç. Юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ, темелле. Икӗ шкула та оборудованисем илсе килесси кăна юлчӗ. Ҫаксем пурте – пукансемпе сӗтелсенчен пуҫласа хальхи компьютерсем, принтерсем тата ытти те. «Вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисем оборудованисен списокне хӑйсене кирлӗ пулнă япаласенчен тухса тунӑ. Уйрăммăн илсен, икӗ шкул валли  16 миллион тенкӗлӗх оборудовани кӳрӗç», – тет Ильгам Бикчуров. 

Палӑртмалла, Тутарстанра юлашки ҫулсенче шкулсенче апат-ҫимӗҫ булокӗсене юсас енӗпе республикӑри программа пурнӑҫланать. Ҫавна май кӑҫал районта, çаплах, икӗ шкулта: Кӗçӗн Чăнлă тата Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗсенчи столовӑйсене 5,6 миллион тенкӗлӗх юсӗҫ.

Çутӗç пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов:

– Паянхи кун районта 18 – вӑтам, 3  – тӗп, 8 – пуҫламӑш шкул тата ача сачӗ пӗлӳ паракан учрежденисем, 19 ача сачӗ пур. Юлашки ҫулсенче вӗсене пурне те хальхи требованисемпе килӗшӳллӗн тӗпрен юсанӑ. Ҫӗнӗрен туса лартнӑ вӗренӳ учрежденийӗсене те малашнехи тӗп юсав списокне кӗртнӗ ӗнтӗ. Районта ҫӗнетмен шкул ҫурчӗсем юлман та тесе каласшӑн. Унсӑр пуҫне шкулсенче наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, «Точка роста» центрӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Кусенче те, хăй черетӗнче, уйрӑм предметсем енӗпе кабинетсене юсассине шута илеççӗ. Ҫак программа тӑрӑх, юлашки икӗ ҫул хушшинче 6 вӗренӳ учрежденийӗнче ҫакӑн пек центрсем йӗркеленӗ. Кӑҫал «Точка роста» виҫӗ шкулта уҫӑлӗ. Сӑмахран, тӗп юсав шайӗнче пур вӗренӳ учрежденийӗсенче те тӗрлӗ ӗҫсем иртеҫҫӗ. Зданисем илемленеҫҫӗ, ҫӗнелеҫҫӗ, çав вăхăтрах оборудованисем те ку чухнехилле. Ачасене хаваслансах вӗренме, вӗрентекенсене пӗлӳ пама, ӗҫлеме мӗн пур условисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫаксене пурне те пирӗн правительствăн, ертӳҫӗсен тăрăшулăхӗпе, наци проекчӗсене вăя кӗртнине пула тӑваҫҫӗ.

Марс вӑтам шкулӗн директорӗ Гульназ  Шарафутдинова:

– Марс вӑтам шкулне 1973 ҫулта туса лартнă.  2012 ҫулта ҫурт тӑррисене, чӳречесене улӑштарнӑ, косметика юсавне ирттернӗ. Ҫитменнине тата кăçалхи вӗренӳ ҫулне вӗренӳ учрежденийӗнче пӗтӗмӗшле улшӑну пулса иртрӗ.

Пӳлӗмсене, классене, коридорсене мӗнле тӗспе сӑрламаллине ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсемех сӗнчӗç. Ӗҫ вӑхӑтӗнче строительсем пирӗн мӗнпур сӗнӳсене шута илчӗҫ. 

Акӑ оборудованисене: шкапсене, тенкелсене, компьютер техникине тата ыттисене те кӳрессе кӗтетпӗр. Компьютер класне пӗтӗмӗшпех ҫӗнетӗпӗр, интерактивлӑ хӑмасем – пурте пулӗç.

Реклама

Шкулта пурӗ 56 вӗренекен пӗлӳ илет, 15 вӗрентекен пӗлӳ парать. Пӗрремӗш класа килекен вӗренекенӗмӗрсем те пур.

Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкул директорӗ Миляуша  Нигманова:

 – Эпӗ пӗлтӗрхи август уйӑхӗнче шкул директорӗн должноҫне йышăнтăм, ку вара пысӑк савӑнӑҫ.  1998 ҫулта хутакайнă, тӗп юсав курман шкулăмăр çӗнелчӗ, здание 100 процент таран  юсанӑ. Урай-маччасене, тăррине, никӗс таврашне, коридорсене, кабинетсене, шалти коммуникацисене – пурне те ҫӗнетрӗç.

Строительсене те нимӗн  те калама çук: хӑйсем хыҫҫӑн нимӗнле çитменлӗх те, ҫӳп-ҫап та хӑвармаҫҫӗ, вӗсем таса, пахалӑхлӑ ӗҫлеҫҫӗ.  Оборудовани кӳме те заказ патăмăр. Практика предмечӗсем енӗпе вӗренӳ кабинечӗсене пурне те, сӑмахран: физика, хими, лаборатори ӗҫӗсене пурнӑҫлама мӗн кирлине пурне те тивӗҫтерӗҫ. Компьютерсем, хальхи техника кӳрӗç. Столовӑйра ҫӗнӗ газ плитисем, холодильниксем вырнаҫтарӗҫ.

Сыхăлăх хатӗрӗсем валли те пысӑк сумма пӑхса хӑварнӑ.  Шкулта 8 видеонаблюдени вырнаçтарӗç, пушар сӳнтерме кирлӗ пулнă оборудованисем те кӳрӗç. Тӗп юсав шайӗнче пурнăçланнă ҫак пысӑк мероприятисемшӗн савӑннине сӑмахпа ӑнлантарса пама ҫук.

 

Справка

Тутарстанра кӑҫал 118 шкула тӗпрен юсав ирттерӗç.167 шкулта апат-ҫимӗҫ блокӗсене юсӗç.

Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне «Вӗренӳ» çӗршыв проекчӗн шайӗнче ял шкулӗсенче 117 «Точка роста» центр уҫӑлӗ. Кун пек ҫӗнетӳсем малтанах ОБЖ, технологи предмечӗсемпе ҫыхӑннӑччӗ, шахмат зонисем йӗркеленчӗç тата компьютер оборудованийӗсене улӑштарнӑ. 2020 ҫултан пуҫласа шкулсенче физика, хими, биологи енӗпе ку чухнехи оборудованисемпе пуянлатма тытӑннӑ.

Республикӑра вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсас ӗҫ 2012 ҫултанпа пырать. Ҫак хушӑра 1582 вӗренӳ учрежденине юсанӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев