Мария Петровна Шуркина куҫлӑхсӑрах хаҫат вулать, телевизор пӑхать
102 ҫул чикӗ мар
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, тӑватă тетӗшӗ те фронта тухса каяççӗ. Килте юлнисене те, паллах, ҫӑмӑл пулмасть. Ачасемпе пӗрле Мария Петровна та колхоз лашисем валли тырӑ, улӑм турттарать, фермӑра ӗне сăвать. Ҫамрӑк хӗрсене окопсем чавма, блиндажсем валли вутӑ касма яраççӗ.
1943 ҫул вӗсемшӗн уйрӑммӑнах хуйхӑллӑ çул пулать. Ашшӗпе амӑшӗ пӗрин хыҫҫӑн тепри çут тӗнчерен уйрăлса каяççӗ. Ҫемьере чи асли пулса, Мария Петровна тăрса юлать. Хӑйӗн кӗҫӗн шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсене вӑл ашшӗ-амӑшӗн ăшшине пама тӑрӑшать.
— Пӗр ӗмӗр пурӑнатӑп. Курманни юлмарӗ. Анчах чун-чӗрене ыраттараканӗ вара — вӑрҫӑ ҫулӗсем пулчӗç, — тесе каласа парать Мария Петровна.
Мария Петровна Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Иван Петрович Кузьминпа çемье çавăрать. Туслă çемьере сакӑр ача ҫуралать. Иван Петрович «Сельхозтехника» организацинче ӗҫлет. Анчах вăрçăра илнӗ сурансем ӑна канӑҫ паман, вӑл питӗ ир мăшăрӗпе ачисене тăлăха хăварать.
Мария Петровнан пӗчченех хӑйӗн ачисене пăхса ӳстерме, вӗсен пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшма тӳрӗ килет. Вӗсенчен кашниех аслӑ пӗлӳ илет, хушшисенче врачсем те, учительсем те пур.
Паян районăн аслӑ çулсенчи çынни Чăваш Ҫӗпрел ялӗнче, хӗрӗпе, Галина Ивановнапа пурӑнать.
Мария Петровна тӑванӗсем пурте вӑрăм ӗмӗрлӗ. Тăхăр ачаллӑ ҫемьерен кашни тенӗ пекех 90 ҫул е унтан та ытларах пурăнса, пурнăçран уйрăлнă. Унпа пӗртӑван хӗрсенчен пӗри ялта пурӑнать, вӑл 97 ҫулта.
Октябрӗн 1-мӗшӗ — Ватă çынсен кунӗ ячӗпе, Мария Петровнана саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, районти социаллӑ хӳтлӗх уйрăмӗн ертӳçи Лилия Ракипова тата Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров та килнӗччӗ. Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн ятӗнчен пысӑк парнесем, чечек ҫыххисем пачӗç. Иртнисем ҫинчен калаҫрӗҫ, ӑшӑ сунăмсем пӗлтерчӗҫ.
Справка
Паян республикӑра аслӑ ӑру представителӗсем пурӗ 935 пин ҫын. Кашни тӑваттӑмӗш гражданин — аслă çулсенче. 2030 ҫул тӗлне кашни виҫҫӗмӗш ҫын аслă çулсенче пулӗç. Аслă çулсенчи çынсенччен ытларахăшӗ ял тăрăхӗсенче пурӑнать.
Ҫулсерен çӗр çулхисен шучӗ ӳссех пырать. Паянхи кун 233 ҫын ҫӗр ҫул урлă каҫнӑ. Чи ватӑ хӗрарӑм 107 ҫулта, Елабугӑра пурӑнать. Чи ватă арҫын 104 ҫулта, вӑл Пестречински районӗнче пурăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев