Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Марат Зяббаров:  Экономикӑна аталантарассишӗн усă курма майсем пур

Район Советӗнче

Ял хуçалăхӗн отраслӗнче ăнăçусем пур. Культура, çутӗç, сывлăх сыхлав системисене ăнăçлă тăвассишӗн тăрăшмалла

Ҫӗпрелӗнче Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн ҫумӗ – Тутарстан Республикин ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров хутшăннипе муниципаллă район Совечӗн  ҫулталӑклăх ларӑвӗ иртрӗ.

Лару пуçланас умӗн районти Культура çурчӗн фойинче  хӑнасем Ҫӗпрел районӗнчи предприятисен продукцийӗсен куравне интересленсе пӑхрӗҫ, учрежденисен, отрасль технологийӗсен техникумӗн, библиотекӑн, таврапӗлӳ музейӗн ӗҫ-хӗлӗпе, ҫавӑн пекех  харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсен ӗҫӗпе паллашрӗҫ.

Район пуçлăхӗн Марат Гафаровăн 2020 çулта муниципаллă районăн  социаллӑ экономика кăтартăвӗсем тата 2021 ҫул валли тивӗçсем ҫинчен докладне итлерӗç.

– Районти социаллӑ  экономика кӑтартӑвӗсен тӗп пайне ял хуҫалӑх отраслӗ илсе тăрать. Кунта халӑхӑн 30 проценчӗ вӑй хурать. Районта тӗрлӗ харпӑрлӑх форминчи 5 ял хуҫалӑх организацийӗ тата 60 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе тăрать. Иртнӗ çул ял хуҫалӑх продукцийӗн калӑпӑшӗ 2,6 миллиард тенке тӳрӗ килнӗ. Çулталăк пӗтӗмлетӗвӗ енӗпе районăн аграри промышленноçӗн отраслӗ республикӑра 23-мӗш  вырӑна йышӑнать.

Районти ҫӗр ӗçченӗсем пӗрчӗллӗ культурăсенчен рекордлӑ, 128 пин тоннăран ытла, тухӑҫ илнӗ, вăл гектартан 33,8 центнера тӳрӗ килет. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗ гектартан 345 центнер тухӑҫ пачӗ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче 26 пин тоннăна яхăн сӗт суса илнӗ. 2021 ҫулта пирӗн умра сăвакан ӗнесен продуктивлăхне 6000 килограмччен ӳстермелли тивӗç тăрать, – терӗ вӑл.

Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсен пуç шутне сыхласа хӑварасси тата ӳстересси малашне те тӗп ҫул-йӗр пулса юлӗ. Районăн ял хуҫалӑх организацийӗсенче тата хресчен-фермер хуçалăхӗсенче 13673 пуç шултра выльӑх шутланать, пӗтӗмӗшле 1835 тонна аш туса илнӗ.

Ҫӗпрелӗнче, тӗпрен илсен, мӑйракаллӑ шултра выльӑх усрассипе çыхăннă ялти пурнӑҫ йӗрки сыхланать. 2021 ҫулăн январӗн 1-мӗшӗ тӗлне районти уйрăм хушма хуҫалӑхсенче 16314 пуç мăйракаллă шултра выльăх, ҫав шутра сӑвакан 5 313 ӗне шутланать. Ҫулсеренех мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышӗ ӳсет, ҫавӑн пекех районта коопераци системине аталантарас енӗпе активлă ӗҫ илсе пырăнать. Паян районта тӗрлӗ енлӗ 12 кооператив регистрациленнӗ. 101 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ пур, унта 1248 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, ҫав шутра   465 сӑвакан ӗне.

Район пуҫлӑхӗ «Çӗпрел» промышленность лаптăкӗн ӗҫ-хӗлӗ çинче те чарӑнса тӑчӗ, унта ҫӗнӗ резидент – «Солнечный круг» тата «Армастил» обществăсем йӗркеленнӗ. Малашне тата ытларах резидентсем явӑҫтарма тӗллев лартрӗ.

«Атӑлҫи цеоличӗ» ӑнӑҫлӑ  ӗҫлет,  унта  100е яхӑн çын вăй хурать, – терӗ Марат Ринатович.

Район пуҫлӑхӗ культура системин ӗҫне критиклерӗ, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн, спорт енӗпе ертӳҫӗсен умне тивӗçсем палартрӗ. Тирпей-илем кӗртес, халӑхăн пурнӑҫне лайӑхлатас, республикӑри программӑсене пурнӑҫлас, ҫав шутра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем тӑвас, ҫавӑн пекех пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрăва лекнӗ ҫемьесене патшалӑх социаллӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсене анализларӗ. Районти хӑрушсӑрлӑха, ҫирӗплӗхе тата тӑнӑҫлӑха тивӗҫтерес ыйтусене уйрӑмах тимлӗх уйăрчӗ.

Ларура, ҫавӑн пекех, хресчен-фермер хуçалăхӗн ертӳҫи Ринат Айзятов тата Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова тухса калаçрӗҫ.

Тутарстан Республикин премьер-министрӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров республикăн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кăтартăвӗсемпе паллаштарчӗ. Вӑл районта уйрӑммӑнах ял хуҫалӑхне аталантармалли, республика программисене вăя кӗртме, грантсемпе, субсидисемпе усӑ курма кирлине палӑртрӗ.

– Районта экономикӑна аталантармалли резервсем пур, анчах вӗсемпе усă курмаççӗ, ял хуçалăхӗнче ҫав хушӑрах ҫӗнӗ технологисемпе, удобренисемпе ӗҫлемелле, яваплӑ ҫынсем палăртмалла. Правительство программисене май килнӗ таран хутшӑнма тӑрӑшӑр – ҫакӑ района инвестицисем явӑҫтарни вӗт. Паллах, Ҫӗпрел районне пысӑк хуласемпе, хула таврашӗнчи районсемпе танлаштарма ҫук, анчах кӑтартусене лайӑхлатма тӑрӑшас пулать, – тесе пӗтӗмлетрӗ Марат Зяббаров, кӑҫалхи çул тухӑҫлӑ ӗҫ сунчӗ.

Лару вӗçленес умӗн Ҫӗпрел районӗн  чи лайӑх ӗҫченӗсене Патшалăх парнисене пачӗç.

ФОТОРЕПОРТАЖ

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев