Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Марат Зяббаров: «Выльӑх-чӗрлӗх йышӗ чакни — ялсен малашлăхӗ хӑрушлӑх умӗнче»

Районта выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарас енӗпе ыйтусене сӳтсе яврӗç.

Тутарстан Республикин Премьер-министрӑн ҫумӗ — Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров ӗçлӗ визитпа Ҫӗпрел районне килчӗ. Вӑл «Цифровизаци тата хальхи технологисене ӗҫе кӗртес çул-йӗрпе выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн продукцине ӳстересси» темӑпа зонӑри семинар-канашлу ирттерчӗ. 

Семинар ӗҫӗнче, çаплах, министр ҫумӗ Гелюс Баязитов, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Атӑл çи тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗсен пуҫлӑхӗсем, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ енӗпе ӗҫлекен консультантсем, ветеринари врачӗсем, инвестици компанийӗсен, хуҫалӑхсен ертӳçисем тата зоотехниксем хутшӑнчӗç.

Министрăн ӗçлӗ çул çӳревӗ «Тăваньел сачӗсем» кооперативăн тата «Çӗпрел Агро Рассвет» обществӑн ӗҫ-хӗлӗпе паллашнинчен пуçланчӗ.

— Эпир, йăлана кӗнӗ тăрăх, ҫуркуннепе кӗркунне зонӑри семинар-канашлусем ирттеретпӗр, выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарас енӗпе ӗç-хӗле пӗтӗмлетӳ тăватпăр, паянхи кунӑн актуаллă ыйтӑвӗсене сӳтсе яватпӑр, — тесе пуҫларӗ Марат Зяббаров сăмахне семинарӑн пленарлă пайӗнче.

Министр ҫурхи хир ӗҫӗсене республикӑри мӗнпур районсем те темелӗх пуçăннине палӑртрӗ. 

— Мӗнле ҫул пулассине никам та калама пултараймасть, мӗнпур технологи процесӗсене пурне те максималлă шайра ирттермелле, результат ҫакӑнтан килет, — терӗ вӑл. — Республикăн потенциалӗ чылай пысăк. Выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн производствине ӳстерме мӗнпур услови пур. Выльӑх-чӗрлӗх йышӗ чакни — ялсен малашлăхӗ хӑрушлӑхра пулнине кăтартать.

Уйрӑмах Марат Зяббаров апат-ҫимӗҫ центрӗсем тӑвасси ҫине тимлӗх памалла, терӗ.

— Паянхи кун республикӑра 23 районта 47 апат-ҫимӗҫ центрӗ пур. Вӗсем республикӑри 164 пин мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе тивӗҫтереҫҫӗ. Кӑҫал тата çавăн пек 9 апат-ҫимӗҫ центрӗ йӗркеленет. Ҫак зонӑра та центр тăвассине пӑхса тухмалла, — тесе сӗнчӗ министр.

Министрăн çумӗ Гелюс Баязитов та доклад туса пачӗ. Вӑл ял хуҫалӑх сферинчи ӗҫ кăтартăвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл сӗт туса илес калӑпӑшӗ енӗпе Тутарстан регионсен рейтингӗнче пӗрремӗш вырӑна йышӑннине палӑртрӗ.

Ҫӗпрелӗнче «Молко» тата «Цильна» обществăсем ку енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине çирӗплетрӗ. Çавăн пекех, районта тата аш туса илес ӗҫре лайӑх динамика палӑрать.
Министр çумӗ кӑҫал сӗтӗн хакӗ ҫирӗп пуласса палӑртрӗ. — Паянхи кун сӗт хакӗ 27 тенкӗрен пуҫланать, —

терӗ вӑл. 
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ял хуҫалӑх отраслӗнчи ăнăçусене палăртса иртрӗ.

— Иртнӗ çул тухăçлăлăх енӗпе Ҫӗпрел районӗ республикӑра 2-мӗш вырӑна, пӗтӗмӗшле тырпул пухас енӗпе 4-мӗш вырӑна йышăнчӗ, — терӗ вӑл. — Паянхи кун ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Акмалли лаптӑксем 2164 гектар ӳсрӗҫ. Кӗрхи тырӑсен шайӗ лайӑх. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче выльӑхсен йышӗ чакни палӑрать, анчах кӑҫал çак çул-йӗрпе пысӑк ӗҫ пуçланӗ. 

Район пуҫлӑхӗ Тутарстан Республикин Раисне Рустам Минниханова тата ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫ министерствине тӗрлӗ енчен пулӑшнӑшӑн та тав тунине пӗлтерчӗ.

Канашлура, ҫавӑн пекех выльӑх-чӗрлӗхе идентификацилес, фермӑсен биологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, выльӑх-чӗрлӗхе апатлантарас, ӳстерес, малта пыракан технологисемпе усӑ курас ыйтусем енӗпе те сăмах пулчӗ.

Канашлу вӗçӗнче малта пыракансене парнелерӗç. «Молко-Çӗпрел» обществӑн таварлă сӗт-ҫу фермин заведующийӗсем Марат Шайхаттаров, Фарит Нуртдинов, «Цильна» обществӑн выльӑх-чӗрлӗх пăхаканӗ Миляуша Алимова ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин Тавне тивӗҫлӗ пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев