Марат Исхаков: «Апидомик вӑл — пин тӗрлӗ чиртен сиплев»
Тăваньел ялӗнче пурăнакан хурт-хăмăр ăсти Марат Исхаков апидомиксем тунӑ
Район çыннин апидомикӗсем — пыл хурчӗсен вӗллисем ҫинче ҫывӑрма май пулнă пысӑках мар ҫурчӗсем çинчен эпир илтнӗччӗ ӗнтӗ.
Ҫав ҫуртсене питӗ курас килетчӗ. Кӑҫал ҫак ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме вӑхӑт тупӑнчӗ. Мăшăрăмпа пӗрле Марат Исхаковӑн «пыл хурчӗсен утравне» кайрăмăр.
Мӗншӗн «утрав»? Ӑнлантарса парӑп. Апидомиксем юханшыв хӗрринче, ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ вырӑнӗнче вырнаçнă, йӗри-тавра ешӗллӗх, чечексемпе курӑксенчен тутлă шăршă кӗрсе тăрать. Ҫав хӳшӗре икӗ пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать. Вӗсем апидомиксем. Шала кӗретпӗр. Кунта хӑмасенчен тунӑ икшер сакă вырнаҫтарнӑ.
Вӗсем çинче матрассем пур, пысӑках мар минтерсем хунă. Сакăсем айӗнче — вӗллесем. Пӗр йӑвара 8 çемье. Ҫак йӑвасене пыл хурчӗсем урамран кӗреҫҫӗ те, тухаҫҫӗ те. Пӳртре ӑвӑс, прополис, перга, пыльца шӑрши кӗрет. Пыл хурчӗсем сӗрлени — ҫутҫанталӑкӑн ӑнлантарса пама пулман чӗрӗ симфонийӗсенчен пӗри. Апидомика кӗнӗ чухне сывлав çулӗ уçăлса сарăлса кайнă пек туйăнать. Сакă ҫине выртсан, пыл хурчӗсен ӑшшипе вибраци пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх сарӑлчӗ. Ӳт-пӳ вӗриленсе, вӑйсӑрланса кайрӗ. Эпӗ хам ҫывӑрса кайнине те сисмерӗм. Вӑрансан вара, ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пекех туйрăм хама — сывлама çăмăл, проблемăсем ҫухалчӗҫ...
— Ҫак пӳртсенче май уйӑхӗнчен пуҫласа август вӗҫне ҫитичченех пыл хурчӗсем сӗрленине илтме пулать. Пыл хурчӗсем ӗҫленине пула килсе тухакан вибраци стреса пӗтерет, — тет опытлӑ хурт-хăмăр ăсти Марат Исхаков. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, апитерапи (пыл хурчӗсем çинчи ыйхă) чӗре чирӗсемпе, пуҫ ыратнипе асапланакан ҫынсемшӗн, ҫӗрле ҫывӑрса каяйманнисемшӗн питӗ усăллă пулнине, стресса пӗтерме те, депрессирен тухма пулӑшать, теççӗ. Ҫакна эпир, паллах, хамӑр тӗслӗхпе ӗнентӗмӗр.
— Тӗрлӗ регионти хурт-хăмăр ăстисен опычӗсемпе паллашатпӑр, тӗл пулатпăр, шăнкăравласа та калаçса тăратпăр. Ҫавӑн пек тӗлпулусенчен пӗринче апидомиксене курса, вӗсен хуçисемпе паллашса таврăнтăм. Таврӑнсанах эпӗ апидомик туса хутăм, пыл хурчӗсен вӗллисене вырнаçтартăм, ҫемьепе сăнаса пăхма пуçларăм. Питӗ килӗшрӗ. Район ҫыннисем валли те ҫавӑн пекех сиплӗх паракан ҫуртсем тӑвас ӗмӗтпе пурăнма пуҫларӑм, — тет Марат Исхаков.
Тинех хурт-хăмăр ăстин ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗт. Пирӗн пеккисем, пыл хурчӗсен вӗллисем çинче ҫывӑрса, сиплӗх илес текенсем сахал мар иккен.
— Палланӑ ҫынсем шӑнкӑравлаҫҫӗ, интернет урлă пӗлсе те шăнкăравлаççӗ. Килес текенсем нумай. Апидомиксен алӑкӗсем вара пуриншӗн те уҫӑ, — тет район ҫынни.
Справка
Марат Исхаков аслашшӗ те, ашшӗ те — ӗмӗрӗпех пыл хурчӗсем ӗрчетекенсем. Марат вӗсенчен пыл хурчӗсене пăхма вӗреннӗ, ачаранпах интересленнӗ. Юлашки ҫулсенче вара пылăн сиплӗхӗпе ҫеҫ мар, пыл хурчӗсенчен хăйсемпе сиплӗх тупакансен статйисене вуласа, интересленсе кайнă. Марат вара иртнӗ ҫулсенче кӗркунне те, хӗлле те час-часах шӑнса чирлени, хăйсен хуҫалӑхӗсенче апидомик туса хурсан, чирсем веçех çухални çинчен те калаçрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев