Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Марат Гафаров – Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ пулса суйланчӗ

Тӑваттӑмӗш созыври Çӗпрел район Совечӗн пӗрремӗш ларӑвӗ пулса иртрӗ. Унта депутатсем вӑрттӑн сасӑламалли майпа муниципаллă пӗрлешӳсен пуҫлӑхне суйларӗç

Район Советӗнче

Лару ӗҫӗнче патшалӑх пурлӑхӗпе управленийӗ енӗпе Федеральлӗ агентлăхăн Тутарстан Республикин тата Ульяновск облаçӗнчи Регионсем хушшинчи       территориальлӗ управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайретдинов тата Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин, районти организацисен, предприятисен ертӳçисем, ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем  хутшӑнчӗҫ.

Шут комиссийӗн ертӳçи Радик Мухаметзянов вӑрттӑн сасӑлав системине ӑнлантарчӗ тата списокпа 38 депутата сасӑлама чӗнчӗ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ туса, пӗр саслăн, Марат Гафаров суйланчӗ.

Мероприяти пынă вăхăтра район пуҫлӑхӗ Ҫӗпрел районӗшӗн, унӑн ҫыннисемшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме шантарчӗ.

– Эпир малалла утăпăр, ҫав вӑхӑтрах ăс-тăн тата культура тӗлӗшӗнчи хамăрăн опыт ҫине тӗревленӗпӗр, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Гафаров хӑйӗн сăмахӗнче.  – Ҫавӑнпа та пурсӑмӑра та хамӑрӑн район аталанӑвӗшӗн, халӑхăн ырлӑх-пурлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ ӗҫ сунатӑп.

Ларура район пуҫлӑхӗн çумне  те палӑртрӗç. Çак яваплă ӗçе пурнӑҫлама çӗнӗрен Алексей Ярухина çирӗплетрӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев