Марат Гафаров отпуска таврӑннӑ ҫар ҫыннисемпе тӗл пулчӗ
Ӗнер. Паян. Ыран
Тӗлпулу вăхăтӗнче районти тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчен килнӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар ҫыннисем хăйсен служби мӗнле пыни тата мӗнле пулӑшу кирли ҫинчен калаçрӗҫ.
Халиччен хăйсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшу панӑшӑн тав турӗҫ, кашни килнӗ гуманитари пулӑшӑвӗн пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. Çар çыннисем, çавăн пекех, тӑван еншӗн питӗ тунсӑхлаççӗ. Çывӑх ҫыннисене курнин савӑнăçӗ – вӗсемшӗн юлашки вăхăтсенчи чи телейлӗ самант пулнă. Вӗсем кун çинчен те район пуçлăхне пӗлтерчӗç.
Марат Гафаров вӗсен ҫемйисем мӗнле пурăннни, мӗнле пулăшу туйни çинчен ыйтса пӗлчӗ. Вăл, çав вăхăтрах, мобилизациленнисен ҫемйисене тата хăйсене малашне те пулӑшу парассине çинчен те каларӗ.
Мобилизациленнӗ çар çыннисем апрелӗн 11-мӗшӗнче каллех ятарлă ҫар операцийӗн зонине çул тытӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев