Малтисен ретӗнче
Тыр çи кампанийӗ районта «экватор» патне çывхарчӗ. Унăн малтисен ретӗнче пыракансем те паллă
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов уй-хире тухса, ҫӗр ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗç, тыр çи ӗҫӗсенчи лидерсене парнелерӗç.
Вымпелсемпе премисемпе:
«Цильна» обществӑн комбайнерӗ Рафик Шайдуллов; «Бикчуров Р.А» хресчен-фермер хуçалăхӗн комбайнерӗ Зульфат Юсупов; «Агро-Вест» обществӑн комбайнерӗ Радик Ахметзянов; «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуçалăхӗн комбайнерӗ Марат Низамов; «Махмутов И.Ф.» хресчен-фермер хуçалăхӗн комбайнерӗ И. Нигматуллин; «Ҫӗпрел Рассвет Арго» обществӑн комбайнерӗ Александр Батырев; «АгроТрансПорт» обществӑн комбайнерӗ Ильмас Низамов парнеленчӗç. Çак комбайнерсем 2023 ҫулта тыр çи ӗçӗсене илсе пыраççӗ. Вӗсем вырса çапнă тырӑ 800-1000 тоннăран та иртсе кайнă.
Уй-хир тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ял хуҫалӑх ӗҫӗсем пӗр-пӗринпе çыхăнса пынине куратӑн. Уйрӑмах ку «Цильна» обществӑра çапла. Тырра вырса ҫапнӑ уй-хирсене çав вăхăтрах улӑма рулонсем ҫине ҫавӑрса хуракан техника килсе çитет, рулонсене куҫарма хатӗрленӗ техника улӑма апат картисене, анасен хӗррине турттарать, ятарлӑ техника купасем туса хурать. Улӑмне пухса илнӗ участоксене ҫийӗнчех çитес ҫулăн тухăçӗ валли хатӗрлеҫҫӗ.
– Çӗре хаклас пулать – ҫӗр кантӑр, тесе, эпир ӑна июль уйӑхӗнчех сухаласа хуратпăр, – тет çавна май мал ӗмӗтлӗ ертӳçӗ Барис Гафуров.
– Уй-хирте ӗҫ мӗнле пынине сӑнасси – ял ҫыннисемшӗн киленӳ-тӗр ӗнтӗ вăл. Район тухӑҫ илес енӗпе хальлӗхе республикӑра малтисен ретӗнче. Ҫакӑн пек типӗ те шăрăх ҫанталӑк условийӗсенче вӗт! Ҫутҫанталӑк Çӗпрелӗн ҫӗр ӗҫченне кӑҫал та тӗрлӗ енчен сăнарӗ. Малта пыракан технологисемпе, удобренисемпе усӑ курни, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳçисен профессионализмӗ тата, паллах, ҫӗр çинче пӗтӗм вăйне парса ӗҫлекен ҫӗр ӗçченӗ-механизаторсен ӗҫӗ выртать çак тухăçăн никӗсӗнче, – тесе палӑртрӗ Марат Гафаров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев