Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Малта пыракансем яланах хисепре

Ҫӗпрел районӗнче ял хуҫалӑхӗнче малта пыракансен слёчӗ иртрӗ

Слёта килекенсене уяв мероприятийӗ кӗтсе илчӗ: Культура ҫуртне килсе  кӗнӗ ҫӗрте купăсçăсен дуэчӗ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗ, дискозалта пуян курав йӗркеленӗччӗ. Унта предприятисемпе уйрӑм предпринимательсем туса кăларнă продукцисене – ҫӑкӑр-булка, макарон, кондитер, сӗт продукчӗсене, пыл, чей тата ыттисене те сӗнчӗç.

Хуçалăха илсе пырас ӗçӗн тӗрлӗ отраслӗнче пысӑк кӑтартусене çӗнсе илнӗ, хисепе тивӗҫлӗ ӗҫченсене Тутарстан Республикин Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗҫ. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем Тутарстан Республикин Президенчӗн Рустам Миннихановăн  ял ҫыннисен пурнӑҫ шайне çӗклессишӗн кирлӗ условисем тумалли политикине палӑртса иртрӗç, вăя кӗнӗ тӗрлӗ программӑсемшӗн тав турӗҫ.

– Ырӑ йӑла-йӗркепе эпир агропромышленность комплексӗн чи лайӑххисене, малта пыраканӗсене çак зала пуçтаратпăр. Вӗсен хушшинче ҫӗр ӗҫченӗсем, выльӑх пӑхакансем, агрофирма ертӳҫисем, пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсем тата район ҫыннисен ырлӑхӗшӗн кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлекенсем. Хисеплӗ ял ӗҫченӗсем, район аталанӑвне кӗртнӗ пысӑк пайăршăн  тавтапуҫ сире, – терӗ Марат Гафаров хӑйӗн саламлă сăмахӗнче.

Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин, «Росимуществăн» Тутарстан Республики тата Чӗмпӗр облаҫӗ енӗпе ертӳҫи Альберт Хайрутдинов, «Ак Барс» холдинг компанийӗн генеральнӑй директорӗн çумӗ Камиль Галиев, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, çавăн пекех, производствăра малта пыракансене тав сӑмахӗсем пӗлтерчӗç. Уявра малта пыракансем парнесем, чечек ҫыххисем  илчӗç. Иртнӗ çулхи производство кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе чи лайӑх предприятисем: «Цильна» (ертӳҫи Барис Аппаувич Гафуров), «Ак Барс-Çӗпрел» (Владимир Иванович Николаев), «АгроТрансПорт» (Дамир Рашитович Бариев), «Государев Амбар» (Васил Вазихович); фермер хуҫалӑхӗсем: «Бикчуров Р.А.» (пуҫлӑхӗ Равиль Адиевич Бикчуров), «Махмутов И.Ф.» (Ильмир Фиркатович Махмутов), «Амосов А.Н.» (Алексей Николаевич Амосов), «Низамов А.А.» (Альберт Альфикович Низамов), «Хайруллин А.И.» (Альфред Ихтирамович Хайруллин) çӗнтерӳçӗ кубокне тата Диплома тивӗçлӗ пулчӗç. Сцена ҫине пӗр-пӗрин хыççăн хăпарса, комбайнерсем, трактористсем, дояркăсем, пӑру пăхакансем, ӑрат ӗҫӗпе интересленекенсем, выльӑх апачӗ хатӗрленӗ çӗрте хутшăнакансем, ветеран-наставниксем, парне илчӗç.

Тата, паллах ӗнтӗ, юрӑ-ташӑсӑр уяв пулаймасть. Малта пыракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе «Бэрмэнчек» патшалăх фольклор ансамблӗ савӑнтарчӗ.

Фанис Шайхаттаров, «Низамов А.А.» хресчен-фермер хуçалăхӗн комбайнерӗ:

– «Полесье» комбайнпа вырмара хутшӑнса, ăмăртура пӗрремӗш теҫеткене кӗнӗччӗ. Паян акӑ чӗнтерсе илсе, парнелерӗҫ. Коллективăмăр питӗ лайӑх, туслă ӗҫлетпӗр. Малашне те пирӗн  ҫапла ӗçлемелле пултăрччӗ!

Талгат Бухариев, «Цильна» хуçалăхӗн экономисчӗ:

– Ҫултан ҫул  пысӑк пӗр делегаци пулса уява килетпӗр. Кӑҫал та 25-е яхӑн ҫын пуçтарăнтăмăр. Хуҫалӑхăмăрăн кӑтартӑвӗсем республикӑра та чи малтисенчен. Ӗҫ ҫыннине хисеплемелле, тесе шутлатӑп.

Гумар Исхаков, ял хуҫалӑх ветеранӗ:

– Пире, ветерансене те, манманнишӗн тавтапуҫ. Пурнăçăмăр колхозра, ял хуҫалӑхӗн тӗрлӗ ӗҫӗсенче иртрӗ. Слётсем малашне те пулччăр. Кашнине сывлӑх, ăнăçусем сунатӑп.

Сания Фатхуллова, агрофирмăн Мучелей филиалӗн пăру пăхаканӗ:

– 20 çултан ытла ӗнтӗ фермăра ӗçлетӗп. Хамăн ӗçе юрататăп. Пире çапла чыслани – маншăн мăнаçлăх.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев