Ленинград блокадине татнине аса илсе
Календарьте дата
Районта Ленинград блокадине татнине халалласа митинг йӗркелерӗç. Митинг Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ ячӗпе тата Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул çитнине халалланă шайра иртрӗ.
Район центрӗнчи Ӗмӗр сӳнми вут умӗнче «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» студенчӗсем, ертӳҫӗсем, юнармеецсем, çутӗç учрежденийӗсенче вӗренекенсем, ветеран-пенсионерсем, «Малтисен юхӑмӗн» активисчӗсем пухӑннăччӗ.
Ӗмӗр сӳнми вут умне веноксем хучӗҫ, блокадăра вилнисене асăнса пӗр минут шăп тӑчӗҫ. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов сӑмах илсе:
— Ленинград блокадине татнă куна Нева хулипе Ленинград облаҫӗнче пурӑнакансем кӑна мар, пирӗн ҫӗршывӑн миллионшар гражданӗсем те палӑртса ирттереççӗ. Хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе ҫӗнтерӗве ҫывӑхлатнӑ салтаксене ӗмӗр-ӗмӗр мухтав! — терӗ вӑл.
Хулашӑн трагедиллӗ пулнă кунсем юнармеецсен отрячӗн представителӗсем тухса калаçнинче те палăрчӗ.
Справка
Ленинград хули вăрçă пуçламăшӗнче Германи наступленийӗн малтанхи объекчӗсенчен пӗри пулнă. Нимӗҫсем ҫак хулана илес тесе пӗтӗм вӑйне хунӑ. Вӗсем Ленинграда татти-сыпписӗр бомбӑсем пӑрахнă, ӑна инҫетрен перекен пысӑк калибрлӑ тупӑсенчен пенӗ. Кун ҫумне часах выҫлӑх хутшӑннӑ — хупӑрласа илнӗ хулана апат-ҫимӗҫ тата ытти кирлӗ япаласене турттарса килме Ладога кӳлли урлӑ ҫеҫ май пулнӑ. Нимӗҫсем Ленинграда часах илесси ҫинчен темиҫе хут та пӗлтернӗ. Анчах Ленинград хулин ҫыннисемпе совет салтакӗсене ҫӗнтерме май килмен.
Ленинград блокади 1941 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 79-мӗш кунӗнче пуҫланать. Вӑл 900 куна яхӑн, 1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗччен, пырать.
Блокадӑна татса кӗнӗ чухне тунӑ паттӑрла ӗҫсемшӗн Ленинградпа Волхов фрончӗсенчен, Балтика флотӗнчен 22 пине яхӑн совет салтакне орденсемпе медальсем парса наградӑлаççӗ. 25 салтак тата командир Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗçлӗ пулаççӗ. Блокадăри Ленинградра Çӗпрел районӗнчен 100 ытла салтак паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев