Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Лавкка уҫӑлчӗ

Ҫӗнӗ суту-илӳ объекчӗ Звезда ял тӑрӑхӗнчи Куршанкă-Шӑхаль ялӗнче пурӑнакансене ӗçлӗ пулӑшу кăтартӗ

Ку вӑл районта ҫак программа шайӗнче тунӑ пиллӗкмӗш магазин. Унччен пулӑшу пункчӗсем Тутар Тӗкки, Çӗнӗ Чукал, Тутар  Шатăршан, Çӗнӗ Ишлӗ ялӗсенче хута кайнăччӗ.

Лавккана савăнăçлă лару-тăрура уçмалли мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, «Татпотребсоюз» управленийӗн начальникӗ Рашат Шаймарданов хутшӑнчӗç.

– Паян пирӗн савӑнӑҫлӑ пулăм. Куршанкă-Шӑхаль ялӗнче тахҫантанпах кӗтнӗ суту-илӳ объекчӗ уҫӑлать. Иртнӗ çул кунта фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайнă пулсан, кӑҫал – лавкка. Малашне нумай функциллӗ центр тӑвас енӗпе те плансем пур. Паллах, строительствăсенчен кашниех Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ырланипе, республикӑри программӑсен шайӗнче пурнӑҫланаҫҫӗ. Пулӑшу паракан пункт кунта пурăнакан ҫынсене кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерсе, нумай ҫулсем хушши ӗҫлессе шанатӑп, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров  строительсене тав туса.

«Татпотребсоюз» управленийӗн начальникӗ Рашат Шаймарданов:

– Ку программа 2017 ҫултанпа ӗҫлет, вӑл Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов пулăшнипе пуҫланчӗ. Кӑҫалтан пуҫласа республикӑра халӑха пулăшупа тивӗҫтерекен 113 пункт уҫӑлчӗ. Кӑҫал республикӑра ҫавнашкал 13 суту-илӳ пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗпрел районӗнче кӑна ҫак ҫулсенче, паянхипе пиллӗкмӗш лавкка хута кайрӗ.  Ҫак пунктсене уҫас тӗллев – ял халӑхне чи кирлӗ, пахалӑхлӑ таварсемпе тивӗҫтересси. Ырлăхне курăр, магазин нумай ҫул сирӗншӗн ӗçлесе тăтăр.

Звезда ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марина Денисова та ялти мӗнпур ҫын ячӗпе тав сӑмахӗсене пӗлтерчӗ.

Реклама

 Символла хӗрлӗ хӑйăва каснă хыççăн, ҫынсем лавккана кӗчӗҫ, кирлӗ таварсем туянчӗҫ. Надежда Муллина чи малтан туянакан пулчӗ. Ял ҫыннисене сутуҫӑ Маргарита Барт пулăшу парӗ.

Кунта сентресем кулленхи йӑлари кирлӗ таварсемпе те, апат-ҫимӗҫпе те тулнă. Прилавкӑсем çинче чей, канфет, кӗрпе, тӑвар, улма-ҫырла пек куллен кирлӗ пулакан таварсемпе пӗрле, районти ҫӑкӑр завочӗн кондитер продукцийӗсем те пур. Пурне те сертификациленӗ, пахалӑхлӑ.

Людмила Терентьева:

– Ялта 100 ытла ҫын пурӑнать. Нумайӑшӗ – аслă çулсенчи çынсем. Лавккасăр пурӑнма аванах мар. Унччен автолавкка, уйрӑм предпринимательсем, суту-илӳ тӑвакансем килсе çӳрерӗç. Транспорчӗ пулнисем кӳршӗри ялсене, район центрне кайса, кирлӗ япаласем илсе килетчӗҫ. Ку хушма тӑкак ыйтать. Халӗ вара, ниҫта та  каймалла мар, тухрăн – мӗн кирлине илтӗн, лайăх-çке! Ял ҫыннисемпе тӗл пулатӑн, çаплах, вӗсен ӗҫӗсем мӗнле пынине пӗлсе таврăнатăн. Тавтапуҫ ертӳçӗсене, лавккасене çӳреме – укçа, тутлӑ ҫиме  –    сывлăх пултăр!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

1

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев