Лайăх хыпарсем, çӗнӗ савăнăçсем илсе килтӗр, 2025 çул!
Районӑн хисеплӗ çыннисем, хӑнисем!
2024 ҫул хӑйӗн пăшăрханăвӗсемпе, савӑнӑҫӗсемпе хыҫа юлса пырать. Ҫӗнӗ ҫул – иртнӗ ҫула тата тепӗр хут çаврăнса пăхни, пурнăçланă ӗҫсене палăртса, малашлӑха шанса, тӗллевсем лартни вăл.
Вӑрттӑнлӑх мар, 2024 ҫул ҫӑмӑллисенчен пулмарӗ. Вӑл пирӗнтен кашнин пурнӑҫ хаклӑхӗсене ҫӗнетрӗ, пурнӑҫ, таврари ҫынсем тӗлӗшпе шухăшăмăрсене улăштарма хистерӗ. Ҫапах та эпир, пӗрлехи тӑрӑшулăхпа тата пӗрле пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пултартӑмӑр.
Çӗр ӗҫченӗсен, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен тăрăшуллă ӗҫӗсене пула тунӑ ăнăçусем, район ҫыннисен ӗҫ кăтартăвӗсем, ялсенчи строительствăсем, ҫулсем çӗнелни, пӗрле ӗҫлеме пӗлни Çӗнӗ ҫулӑн ҫак тапхӑрӗсенче ҫитес куншăн ӗмӗт-тӗллевсем, шанчӑк ҫуратать.
Пирӗн ҫӗршыв паян пысӑк сăнавсем умӗнче тӑрать. Паян эпир, асатте-аттесен чун-хавалне упраса, вӗсен ӗҫне малалла тăсса, хамӑрӑн ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан каччăсене тав туса, килӗсене ырă-сывă таврӑнма сунатпӑр.
Хисеплӗ ентешсем!
Сире çывхарса килекен 2025 ҫулпа тата Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫӗнӗ ҫул сире ҫӗнӗ ӗмӗтсем илсе килтӗр, чи лайӑх ăнтăлусемпе ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланччăр, ӗçре çитӗнӳсем тума хавхалантарччăр! Ырӑ улшӑну, ҫирӗплӗх, аталану, ырăлӑх тата тӑнӑҫлӑх çулталăкӗ пултӑр. Телей, савӑнӑҫ, ырлăх- сывлӑх илсе килтӗр!
Марат Гафаров,
Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев