Кӗрхи ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ
Районти хуçалăхсенче выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарма 6000 тонна утӑ, 39 пин тонна сенаж, 44 пин тонна силос кирлӗ
«Ҫӗпрел– Рассвет Агро» агрофирмӑра кукурузӑна ваклас енӗпе ӗҫ питӗ хӑвӑрт пырать.
Агрофирмăн Аслă Аксу участокне килсе çитнӗ чухне те, эпир ку çапла пулнине тепӗр хут куртӑмӑр. Кунта Николай Мокшина темиçе техника шанса панă. «Ҫӗпрел – Рассвет Агро» агрофирма директорӗн производство енӗпе çумӗ Алексей Храмов каланӑ тӑрӑх, Николай опытлӑ механизатор, тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗçчен.
Кукурузăна силос валли агрофирмӑра икӗ сменӑпа выраҫҫӗ. Техникăсем кукуруза хирӗнчен пуҫласа выльӑх апачӗн картине ҫитиччен кунне вуншар рейс тума ӗлкӗреҫҫӗ. Силос хывас ӗҫсене кунта 25 единицине техника явӑҫтарнӑ. Кӑнтӑрлахи сменӑра 8 трактор тата 6 «КамАЗ» машини вӗтетнӗ кукуруза массине силос базисене турттараҫҫӗ. Ҫӗрлехи сменӑра вара ҫак ӗҫе 11 «КамАЗ» автомашинине явӑҫтарнӑ. Типӗ ҫанталӑкра талӑкра траншейăсене 1000 тонна яхăн силос хываҫҫӗ иккен.
Аслă Аксу ялӗнчи апат картинчи силос траншейине «КамАЗ» автомобильсем тата МТЗ маркăллă тракторсем турттарса килсе пушатнă кукуруза массине «К-742» тата «К-701» тракторсемпе Марат Тазетдиновпа Николай Пайзе пусăрăнтарса тăраççӗ.
– Хӗллехи тапхăрта выльӑх апачӗ енӗпе чăрмавсем ан пултӑр тесен, халӗ чи кирли – апата ҫителӗклӗ шайра хатӗрлесси тата ӑна упрама хурасси, – тет апат склачӗн заведующийӗ Эдуард Молгачев.
Агрофирмӑра кукуруза культурине 1310 гектар лаптӑк çинче акнă пулнă. Çавăн 577 гектарне силоса хывнă, ку пӗтӗм лаптӑкӑн 44 процентне тӳрӗ килет.
Эпир пырса çитнӗ кун Аслă Аксури апат киртинче вырнаҫнӑ силос траншейине 14 пин тонна яхăн силос массине хывнӑччӗ ӗнтӗ. Алексей Храмов каланӑ тӑрӑх, силос валли хывмалли кукуруза лаптăкӗсен тухӑҫлӑхӗ кашни гектарӗнчен тухăç вӑтамран 284 центнерпа танлашать.
Агрофирмӑра çӗртме сухи тăвас ӗҫсем те пыраҫҫӗ. Ку ӗҫе пысӑк тухӑҫлӑ 8 трактора явӑҫтарнӑ. Ку ӗҫ те кунта икӗ сменӑпа пурнăçланать. Эпир çак уй-хире пырса çитнӗ чухне Радиф Садеев, Алексей Маняков кукурузăна вырса илнӗ анасем çинче çӗртме сухи тăватчӗç. Ҫӗрлехи сменӑра вара вӗсене механизаторсем Раиль Санатулловпа Сергей Маняков улӑштараççӗ, терӗç.
– Кӑҫал ҫӗр хытӑ. Çавăнпа та каччăсем кашни сменӑра 20 гектар ҫӗр сухалама кăна ӗлкӗреҫҫӗ. Сухаланӑ хыҫҫӑн хирсене минераллӑ удобренисем те кӗртсе хăварӗç, – тет Алексей Храмов.
Агрофирмăра 3846 гектар çӗр сухаланӑ, план тӑрӑх ку ӗҫе 15005 гектар лаптăк çинче пурнăçламалла. Çавӑн пекех кӗрхи культурӑсене: кӗрхи тулла 8318 гектар лаптӑк çинче, кӗрхи ыраша – 650 гектар, рапса – 148 гектар лаптӑк çинче акнă.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн сентябрӗн 29-мӗшӗ тӗлне пулнă даннӑсем тӑрӑх, район тӑрӑх 7500 тонна утӑ (127 процент), 42200 тонна сенаж (111 процент), 30500 тонна силос хатӗрленӗ. Паянхи кун кашни выльӑх пуҫне вӑтамран 35 центнер выльӑх апачӗ единици хатӗрленӗ.
Районта, çаплах, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ кăларас ӗҫсем те малалла пыраççӗ. Сентябрӗн 29-мӗшӗ тӗлне пулнă даннăйсенчен, район тӑрӑх 3524 гектар пылак тымарçимӗç кӑларнӑ. Кашни гектартан вӑтамран 343,1 центнер тухăç тухать. Паянхи кун тӗлне «Цильна» обществӑра тата «Р. А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче сахӑр чӗкӗнтӗрне пуҫтарса кӗртес ӗҫ вӗҫленчӗ. «Дементьев ячӗллӗ агрофирмӑра» тата «И.Ф.Махмутов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче пылак тымар çимӗçе чавса кӑларас ӗҫ вӗҫленнӗ, хальхи вӑхӑтра кунта чӗртавара сахӑр завочӗсене турттарас ӗҫ малалла пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев