Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кӳршӗсем килчӗҫ

Районта Ульяновск хулин Засвияжский районӗн пуҫлӑхӗ Наиль Юмакулов тата унӑн команди килсе кайрӗç

Делегацин ӗçлӗ çулçӳревӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетран пуҫланчӗ. Кунта икӗ администраци структурин паллаштарас — саламлас енӗпе характерти лару иртрӗ. 

Засвияжский район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Наиль Юмакулов Ҫӗпрел районне килнин тӗллевӗсемпе задачисем ҫинчен каласа пачӗ. Унтан вӑл ертсе пынипе командăн представителӗсем Ҫӗпрел районӗн Совечӗпе тата Ӗç тăвакан комитечӗн уйрăмӗн ӗçӗпе паллашрӗҫ. 

Официаллӑ пай хыççăн, хӑнасем районти социаллӑ пурнӑҫпа пӗлтерӗшлӗ объектсене ҫитсе курчӗҫ. Хӑнасем район ертӳҫисемпе пӗрле çӳрерӗç.

Пӗр-пӗрин опычӗсемпе паллашассине шута илнӗ май, хӑнасем предпринимателӗн Альфред Хайруллинăн «Тăваньел сачӗсем» хуҫалӑхне, Айрат Усмановӑн Исток" сӗт-çу заводне ҫитсе, вӗсен ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
Унтан ҫӗнетсе улăштарнă «Приказ» кӳлли патӗнче пулчӗç, районти таврапӗлӳ музейӗнче Ҫӗпрел районӗн историне вӗренчӗç, районти спорт тата культура объекчӗсем тавра ҫаврӑнса тухрӗç. Ҫавӑн пекех, Центральная урамӗ тăрăх утса тухрӗç, Геройсен Аллейинче, историллӗ палӑксем вырнаҫнӑ центральнӑй паркра чарӑнчӗҫ. Вӑрҫӑра вилнӗ ентешсене асӑнса, пӗр минут хушши шăп тӑчӗç.

Ульяновск хулинчен килнӗ хӑнасене питех те, районти тасалӑх, хӑтлӑх уйрӑмах тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем парксенче тата урамсенче тунӑ общество анлӑшӗпе, арт-объекчӗсене ăмсанса пăхрӗç. 

Ӗҫлӗ çулçӳрев вăхăтӗнче малашне пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусене татса пачӗç. Ульяновск хулин Засвияжье районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Наиль Юмакулов октябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче хулара масштаблă ял хуҫалӑх ярмӑркки иртесси ҫинчен калаçрӗ, унта Ҫӗпрел районӗн тавар туса илекенӗсене те курасшӑн пулнине пӗлтерчӗ.

— Эпир хамӑр кӳршӗсен — Тутарстан Республикин, унӑн пайӗ пулса тӑракан Ҫӗпрел районӗн ҫитӗнӗвӗсене ăмсанса пурăнатпăр, тӗслӗх илетпӗр. Тырпул пухса илес енӗпе кӑҫал Çӗпрел ҫыннисем республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннине илтрӗмӗр, пӗлсе тăратпăр. Кунта хӑйсен Тӑван çӗршывне чӗререн юратакан, йӑла-йӗркене, чӗлхине упракан ӗҫчен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Паян эпир çакна хамӑр куҫпа та куртӑмӑр. Малашне эпир ӗҫлӗ те туслӑ хутшӑнусене ҫирӗплетессе шанатпӑр, тухӑҫлӑ ӗҫтешлӗхшӗн савӑнăпӑр, — терӗ Наиль Юмакулов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев