Кӳршӗсем патӗнче пултăмăр
Район пуçлăхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе, районти пӗр ушкăн предпринимательсемпе пӗрле, Мордови Республикин районӗсенче пулса куртăмăр
Бизнесăн пӗчӗк форми
Кӳршӗ облаҫсене каясси – предпринимательство ӗҫ-хӗлне аталантармалли ҫӗнӗ майсене вӗренесси, ҫав регионсенче пурӑнакан халӑхăн кулленхи пурнăçӗпе, харпăр хăйне ӗçпе мӗнле тивӗçтернипе паллашассиччӗ. Мордови Республикинчи Ромоданово тата Лямбир районӗсенче пурӑнакан тутар предпринимателӗсемпе паллашни те ҫавӑн пекех пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме, партнерлӗх, туслӑх тата культура хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетме никӗс хыврӗ.
Кашнийӗн хӑйӗн ӗҫӗ пур
Автобуспа эпир Мордови Республикине 2,5 сехет хушшинче ҫитрӗмӗр. (Вӗсем хӑйсем те Вырӑс Шатăршанӗ урлă пирӗн района тухакан ҫула кăмăлланă – çавăнтан ҫӳреҫҫӗ, район урлӑ иртеҫҫӗ, час-часах кӗлтума районти Жамигъ мечетне кӗреҫҫӗ иккен). Паянхи кун Мордови Республикин Ромоданово тата Лямбир районӗсем – халяль продукцийӗ туса кăларас енӗпе активлă аталаннă лаптăк пулса тӑраҫҫӗ. Кунта «Халяль» паллӑпа туса кăларнă таварсене ислам тӗнӗн требованийӗсемпе килӗшӳллӗн хатӗрлеççӗ.
Эпир вара, чи малтан Лямбир районӗн Аксеново ялӗнче пултăмăр. 30шар предприниматель пире тутар наци апат-ҫимӗҫӗпе кӗтсе илчӗç. Унтан «Юлташ» хресчен-фермер хуҫалӑхне ҫул тытрăмăр. Унӑн ертӳҫи – Рафик Фетхуллов. Хуҫалӑхăн ӗҫӗ-хӗлӗ, тӗпрен илсен, лашасем ӗрчетесси. Рафик Фетхулловăн хӑйӗн лаша ферми, аша ӗçе кӗртекен цехӗ пур. Ӗçе 2002 ҫулта пуҫласа янă. Аш продукцийӗ тăвассишӗн халăхран та выльӑх-чӗрлӗх йышӑнать.
«Карпай» обществӑра ӑшаланӑ хӗвелҫаврӑнӑш туса кăларассипе интересленеççӗ. Ун пек цехсем ялта иккӗ: пӗри Мансур Баймашевӑн, иккӗмӗшӗ Фарид Мавлихановӑн. Фарит Мавлиховăн шӑпи ӗлӗкхи çулсенче шкул пурнӑҫӗпе ҫыхӑннă пулнă. Вӑл педагог, шкул директорӗ те пулса ӗҫленӗ, каярахпа бизнеса кӗрсе кайнӑ. «Карпайра» хӗвелçаврăнăшне çăваççӗ, типӗтеççӗ тата (!) ют çӗршывсене те сутаççӗ. Вӗсем хатӗрленӗ продукцие мӗнпур лавккасен сентрисем çинче курма пулать. Çакă та паха – хӗвелçаврăнăшне хăйсем акса ӳстермеççӗ, Краснодар облаçӗнчен илсе килеççӗ.
Кунта кашни ҫыннăн мӗнле те пулсан ӗçпе интересленни, уйрăмах, тăвансем пӗрле килӗштерсе ӗçлени тӗлӗнтерчӗ. Калăпăр, Мансур Абдрашитов виҫӗ пӗртăванӗпе пӗрле выльăх пусмалли цех уҫнӑ. Халӗ цех ҫак ял тăрăхӗнче пӗртен-пӗрре пулса тăрать тата халăха выльăх пусас енӗпе ӗçлӗ пулӑшу кăтартать. Пулӑшу хакӗ – 1500 тенкӗ. Клиента мусульмансен йăлипе килӗшӳллӗн выльăха таса, сивӗтнӗ май тавăраççӗ (холодильникра тытаçҫӗ), кирлӗ пулсан, продукцие сутма та пулӑшаҫҫӗ.
Абдулбари Халиковăн тата Айса Асаинован уйрӑм хуҫалӑхӗсенче ашран кăлпасси, казылык (типӗтнӗ аш), тӗрлӗ консервӑсем те хатӗрлеççӗ. Продукцие яланах кирлӗлӗх пур, теççӗ.
Азат Алмакаевӑн хăйӗн сӗт-ҫу цехӗ пур, вăл унта сӗт-ҫу продукцийӗ туса кӑларать. Чирмеша ялӗнче Рушан Азисов поддонсем тата декоративлă вак чул туса илес ӗçсемпе интересленет. Йывӑҫа ӗçе кӗртессипе интересленекенсем те пайтах.
Лавккара ҫӑмарта илнӗ чухне унăн савăтне ăçта тата мӗнле туни çинчен шухăшлани пур-и? Пулмасан, калатăп, вӗсене Мордовийӗн Лямбир районӗнчи «Европак» обществинче хатӗрлеççӗ.
Справка
Çакă районти предпринимательсен, ял пуçлăхӗсен ытти облаçсене ӗç визичӗпе виҫҫӗмӗш çулçӳрев, унччен Çӗпрел ҫыннисем Удмуртире тата Ульяновск облаҫӗнче пулнăччӗ.
Сӑмах май, çак енӗпе ӗç-хӗлпе интересленекен республикӑри пӗртен-пӗр общество. Кунта çаплах, хутсăр пуçне тӗрлӗ хытă хутсем те туса кăлараççӗ, анчах, тӗпрен илсен, çăмарта савăчӗсем тăваççӗ. Çакăншăн усă курнă хутсене йышăнаççӗ, ăшă шывра тытса, çемçетеççӗ, унтан ятарлă станоксем çинче хӗссе хытараççӗ. Килсе тухнă материала çăмарта савăчӗ тăвассишӗн оборудованисем урлă ирттереççӗ.
Кашни ҫурт умӗнче мӗнле-тӗр ял хуҫалӑх техники пуррине куртăмăр. Ҫапла йӗркеленӗ – вӗсем ӑна илсе килеҫҫӗ, юсаҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, çӗнӗрен сутаҫҫӗ. Эпир ҫӗр сухаламастпӑр, выльӑх-чӗрлӗх тытмастпӑр, ҫавӑнпа пирӗн вӑхӑт юлмасть теҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, Мордови çыннисем производствӑпа ӗҫлеҫҫӗ.
Вӗсене пӗрлӗх тата тӗн пулӑшать
Мордовире предпринимательсен ӑнӑҫлӑ ӗҫӗ вӗсен ӗҫченлӗхӗнчен кӑна мар, вӗсен пӗрлӗхӗ, туслăхӗ, тӗне ӗненесси мӗн тери çирӗп пулнинчен те килет. Кунта вырӑнти ҫынсем хӑйсен чӗлхине, йӑли-йӗркисене, тӗн пахалăхӗсене сыхлани, мăн аслашшӗсем енӗпе тимлӗхлӗ пулни, хисеплени ăмсантарать.
Ялсем хӑтлӑ, илемлӗ. Хӑйсен укҫипе ҫулсем тунӑ. Икӗ хутлӑ ҫуртсем, вӗсем пӗрремӗш хутӗнче, йăлана кӗнӗ тăрăх, мӗнле-тӗр ӗç-хӗл илсе пырсан, иккӗмӗш хутӗнче хӑйсем пурӑнаҫҫӗ. Кашни ҫемьере 6-7, унтан та ытларах ача ҫитӗнет. Хӗрарӑмсем килти хуҫалӑхра ӗҫлеҫҫӗ, ачасене пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ. Пурте пӗрле мечӗте ҫӳреҫҫӗ, ҫемье бизнесӗ илсе пыраççӗ. Эрнекун – унта канмалли кун. Ҫав кун пӗр-пӗрин патне хӑнана çӳреççӗ, тăванӗсен халне пӗлессишӗн тăрăшаççӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кашни çӗнӗ куншӑн, мӗн пулнипе, тав туса пурӑнма пӗлеҫҫӗ.
Хăйсен клубне те йӗркеленӗ, ăна Гафур Абрашитов ертсе пырать. Клуб членӗсем эрнере пӗр хут пуçтарăнаҫҫӗ, ыйтусене татса параҫҫӗ.
– Тутар предприни-мателӗсен клубӗнче тăхăр пысӑк предприниматель шутланать. Пирӗн клубра пурӗ 42 ҫын, тӗпрен илсен, уйрӑм предпринимательсемпе хресчен-фермер хуçалăхӗсен пуҫлӑхӗсем. Ҫакна та палӑртса иртес пулать, клуб составӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Тутар бизнесменӗсен клубӗ çумӗнче «Дуслык» халяль-продукчӗн производствин ассоциацине йӗркеленӗ, ҫавӑн пекех халăхсен хушшинчи ислам бизнесӗн Ассоциацийӗн представительстви ӗҫлет. Клуб Мордови Республикин мусульманӗсен регионсен хушшинчи Тӗн управленийӗпе туслă çыхăнура ӗҫлет, – тет ертӳҫӗ.
Клуб членӗсем республикӑн ҫирӗп те социаллӑ ориентациленӗ экономикине тӑвас ӗҫре хастар хутшӑнаҫҫӗ. Социаллӑ проектсене пурнӑҫлама, спорт, культура мероприятийӗсене ирттерме, ҫавӑн пекех пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене, сӑмахран, пушар тухса çурчӗ-йӗрӗсем çунса кайнисене, тӗрлӗ операцисене ирттерме, предпринимательсем хăйсем йывӑр лару-тӑрура тăрса юлсан пулăшу кăтартать.
Гафур Абрашитов Пӗтӗм Тӗнчери тутарсен конгресӗн составне йышӑннине хăйсен клубӗшӗн паха пулӑм пулнине те палӑртрӗ. Çакă 2017 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче пулнă. Халӗ вӗсем Тутарстана час-часах килеҫҫӗ. Хӑйсем те Тутарстан çыннисене хӑнана чӗнеççӗ. 2022 çулта Пӗтӗм Раҫҫейри ял Сабантуйне те хӑйсем патӗнче ирттерме шутлаççӗ.
«Алмаз» Культура çурчӗ тата çакăнти музей ӗçӗ-хӗлӗ, Çӗпрел çыннисемшӗн ятарласа хатӗрленӗ культура программипе паллашни те Мордови тутарӗсен наци пахалăхне сыхлас тата ӳстерес ӗҫӗн уйрӑм пӗр тӗслӗхӗ пулчӗ.
Ҫулҫӳреврен мӗн курни-илтни ҫинчен тата нумай каласа пама, питӗ нумай тӗслӗхсем илсе кăтартма пулать. Эх, пирӗн енче те ҫаплах пулсанччӗ – ҫынсем пӗр-пӗрне пулӑшса пурăнма пӗлсенччӗ, тесе шухăшласа таврăнтăм эпӗ.
Çӗпрел – Мордови пӗрле ӗçлес енӗпе никӗс хыврӗç
Çулçӳрев Мордови Республикин Суту-илӳпе промышленность Палатин директорӗ Юрий Левашкин хутшăннипе лару вӗçленчӗ. Ларура кашни ен хăйӗн пулнă витӗмӗсемпе паллаштарчӗ.
Икӗ ен те пӗрлехи ӗç-хӗле партнерла пысӑк ӗҫ-хӗл хутшăнăвӗпе кӑна мар, йывӑҫсем лартас мероприятие те йӗркелесе яма май пурри ҫинчен калаçрӗҫ. Çак пӗчӗкçӗ кăна ӗҫ процесӗ те малашне килӗштерсе ӗҫлеме никӗс хывать, тесе пӗлтерчӗç ертӳҫӗсем.
Лару пынă вăхăтра икӗ енӗн те социаллӑ экономика потенциалне видеоçырусем урлă пăхма сӗнчӗç. Видеоурлă Çӗпрел çыннисем, çаплах, Мордовире кайăк-кӗшӗк ашӗнчен пысăк пахалăхлă продукци туса кăларакан Эко «Халяль» предприятийӗн ӗçӗ-хӗлӗпе те паллашрӗç. Продукцие те çӗршывăн тата тӗнчен тӗрлӗ облаçӗсене ăсатаççӗ. Ертӳçи – Талип Абубакеров.
Мордови Республикин Суту-илӳпе промышленность Палатин директорӗ Юрий Левашкин кӳршӗри регионсем хушшинче партнерлăх ҫыхӑнӑвӗсем вырнаçӗ, текен шанăç пӗлтерчӗ.
–Бизнес-ҫыхӑнӑва ҫирӗплетес ӗҫре чи пахи вӑл – пӗр-пӗрне шанни. Шанӑҫпа йӗркеленӗ кашни ӗҫ предпринимательствăна аталантарать. Пирӗн, ертӳçӗсен, çак тӗслӗхре тӗллевӗ –чӑрмантарас марри, предпринимательсене пулӑшасси. Проблемăсем пур, вӗсем пулма та тивӗçлӗ. Проблемăна татса парсан кăна тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пулать, – тесе палăртса иртрӗ Юрий Левашкин.
– Икӗ регионăн предпринимателӗсем тӗл пулни савӑнтарать, – терӗ Лямбир районӗнчи Аксеново ялӗн пуҫлӑхӗ, «Ентешсем» обществӑн ертӳçи Шамиль Аширов. – Ку тӗрӗс ҫул-йӗр, ӑна аталантармалла. Эпир, тутарсем, кирек мӗнле ҫӗршывра пурӑнсан та, пурсӑмӑра та чӗлхе, культура, пӗрлехи тӗллевсем пӗрлештереççӗ. Ҫавӑн пек тӗлпулусем – çыхăнусене йӗркелемешкӗн коммуникаци платформи.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров делегпцие çакăн пек пысăк шайра йышӑннăшӑн тав турӗ.
– Вак тата вӑтам предпринимательствăна аталантарни районăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри. Ку енӗпе Мордови Республикинчи предпринимательсенчен илнӗ опыт пирӗншӗн хаклӑ, – терӗ вăл.
Шанăçлă ҫыхӑнусене палӑртса, икӗ ен те пӗр-пӗрне парнесем пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев