Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Кӳршӗсем килчӗç

Ҫӗпрелӗнче Чăваш Республикин Шăнкăртан тата Урмай ялӗсенчен тӗн çыннисем, предпринимательсем тата пултарулӑх искусствин представителӗсем пулса кайрӗç

Ӗçлӗ çыхăнусем

 Тӗлпулу предпринимательство енӗпе бизнес-çыхăнусене анлӑлатассине, опытпа паллашассине, туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелессине шута илчӗ.

«Кашни тӑваткал метр ҫӗрӗн хăйӗн хуҫи пулма тивӗçлӗ»

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хăнасене саламласа, Ҫӗпрел районӗнчи социаллӑ-экономика потенциалӗпе паллаштарчӗ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарасси, тӗрлӗ пулӑшу мерисемпе усӑ курни, мӗнле льготăсем тата субсидисем пурри, ҫавӑн пекех малашнехи плансем ҫинчен калаçрӗ. Вăл «Ҫӗпрел» промышленность лаптăкӗн ӗҫӗ-хӗлӗ çинче уйрӑм чарӑнчӗ. Унта паянхи кун тӗлне вырӑнти резидентсем, çаплах Ульяновск облаҫӗн представителӗсем активлă  ӗҫ илсе  пыни çинчен каларӗ. Малашне лаптăка резидентсемпе тултарасси тата ҫавна май унта Чӑваш Республикин представителӗсене те курма ӗмӗт пӗлтерчӗ.

– Ҫӗпрел – тӗпрен илсен ял хуҫалӑх районӗ, ҫав вӑхӑтрах пирте предпринимательство та аталанать. Ҫакна нумай шутлă программӑсем пулни пулăшать, Тутарстан Республикин Правительстви те пысăк  пулӑшу кăтартать. Пирӗн малашлӑха та проектсем пайтах. Ҫакӑншăн ытти регионсен опытне вӗренетпӗр. Тӗрлӗ облаçсенче пурӑнакансен кулленхи йăла ыйтăвӗсене    палăртма тăрăшатпăр, хӑш-пӗр алă ӗçӗсене хамӑрта тума шухăшлатпăр. Паянхи кун районта ӗҫе кӗртмен ҫӗр лаптӑкӗсем ҫук. Кашни тӑваткал метр ҫӗрӗн хăйӗн хуҫи пулмалла. Эпир ҫавна тума тӑрӑшатпӑр, – тесе палӑртса иртрӗ район пуҫлӑхӗ.

«Шӑнкӑртанра  8  мечӗт ӗҫлет»

Чӑваш Ен делегацийӗ те бизнес сферинче туслӑ хутшӑнусемпе малашне те пӗрле ӗҫлес ӗмӗчӗсене пӗлтерчӗ. Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасем хăйсемпе паллаштарса, мӗнле çул-йӗрсенче  ӗҫленине каласа пачӗç.

Шăнкăртан  ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Минсур Валитов каланӑ тӑрӑх, ял тăрăхӗнче 6000е яхӑн ҫын пурӑнать. Вӗсенчен кашнийӗн тӗрлӗ çул-йӗрпе хӑйӗн ӗҫӗ пур.

– Шăнкăртан – чи пысăк тутар ялӗсенчен пӗри. Çак ял кӗнӗ Патӑрьел районӗнче пинрен ытла предприниматель шутланать. Ялăмăрта 8 мечӗт пур. Икӗ вӑтам шкулта 700 яхӑн ача вӗренет. Икӗ ачасен сачӗ ӗҫлет, унта 200е яхӑн ача ҫӳрет. Демографи кӑтартӑвӗсем ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ. Ҫамрӑксем ялтан каймаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсаççӗ, ҫурт тӑваҫҫӗ, ытти ӗçсем.

Ял тăрăхӗнче выльăх пусмалли 8 цех пур, 2 цехра аш ӗçе кӗртес енӗпе ӗçлеççӗ: ашран мӗн тума пултарнине пурне те туса хатӗрлеççӗ. Кунсемсӗр пуҫне, пулӑ ӗрчетес енӗпе  пӗр предприниматель хӑйӗн ӗҫне пуҫласа ячӗ. Выльăхран юлнă биоюлашкисене ӗçе кӗртмелли цех та пур, унта шӑмӑ ҫӑнӑхӗ тăваççӗ. Строительство валли материалсем турттарас, тимӗр хапхасем, оборудованисем тăвас енӗпе те ăстасем питӗ нумай, – тесе каларӗ ял тăрăхӗн пурнăçӗ çинчен пуçлăх.

Урмайра 3000тен ытла ҫын пурӑнать иккен. Пин хуҫалӑх шутланать. Виҫӗ мечӗт ӗҫлет. Çаксем тата Урмай ял тăрăхӗн халăхӗ çинчен унти ял тăрăхӗн пуçлăхӗ  Минзагит Зайнуллин каласа иртрӗ.

Тӗнпе ăс-хакăл воспитанийӗ – пӗрремӗш вырӑнта

Ҫак тутар ялӗсем хӑйсем харсăр пулнипе кăна мар, тӗнпе ӑс-хакӑл енчен воспитани илнӗ çыннисемпе пуян пулнипе те чаплă. Кун ҫинчен Чӑваш Ен Тӗн управленийӗн ертӳçи Мансур хазрат Хайбуллов каласа панинчен паллă пулчӗ. Мансур хазрат каланӑ тӑрӑх, тӗн çыннисем общество пурнӑҫӗнче те активлă  хутшӑнаҫҫӗ.

«Эсир те пирӗн пата килӗр!»

Делегаци «Çӗпрел» промышленность лаптăкне пăхрӗ.  Пулас сӗт йышăнакан тата ӗçе кӗртмелли пункта, ҫӗвӗ цехне пăхрӗ. Çăкăр заводӗнче туса кăларакан çăкăр-булка продукцийӗпе паллашрӗ.

Каç енне  Çӗпрел ҫыннисемшӗн урмайсем, Фарит Гыйбатдинов (пурнăçран уйрăлса кайнă)никӗс хывнă  «Мишар» халӑх юрăпа ташӑ ансамблӗ тата  «Тамчы» ачасен фольклор коллективӗ хутшăннипе пысăк концерт кăтартрӗç. Унта мишер халӑхӗн йӑли-йӗркисем палӑрчӗҫ, наци юррисене шăпах пирӗн енчи мишерсенни пек, мишер юррисем янӑрарӗҫ.

«Халӗ ӗнтӗ эсир пирӗн пата килӗр, кӗтетпӗр», – терӗç кӳршӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев